Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:

chuvashskiesochineniyaizinterneta

.docx
Скачиваний:
594
Добавлен:
07.02.2015
Размер:
225.67 Кб
Скачать

Хамăр та, тен, çак çирĕпленнĕ йĕркесене кулленхи пурнăçра пит уясах каймастпăр. Сăмахран, атьăр-ха пĕр ирхине вĕренекенсем шкул алăкне еплерех уçса хупнине сăнаса пăхар. Пĕри ав алăка хупас умĕн хыçалта кам та пулин çук-ши тесе çаврăнса пăхать. Хыçран кĕрекен пулсан, алăка тытса тăрать, унăн сулăмĕ тивесрен ыттисене ирттерсе ярать. Тепри вара, ашкăнма юратаканни, ура вăйĕпе усă курать: пĕрех кĕрĕслеттерет те алăка - вирхĕнсе кĕрсе каять. Ун хыçĕнче кам та пулин пур-и е çук-и - çаврăнса та пăхмасть, тепĕр çынна сусăрлатма пултарасси шухăшлаттармасть ăна. Пирĕн апла пулас марччĕ, хамăрта сăпайлăх туртăмне аталантарса пырасчĕ. Çыннăн çакăн йышши тыткаларăша пĕтермелле, паллах. "Çивĕч ăс-хакăллă, таса чун-чĕреллĕ, çирĕп вăй-халлă çитĕнес тесен, ачамсем, чи малтанах сăпайлă пулмалла, хутшăну-калаçура хамăра ĕренкĕллĕ, тивĕçлĕ шайра тытмалла. Çавăнпа та пĕр-пĕрне "сывлăх сунатăп", "тархасшăн", "тавтапуç", "каçар" сăмахсене калама пачах та ÿркенмелле мар. Мĕн пур йĕркеллĕ çын сăмахĕсем вĕсем", - тет мана асанне.

Этемĕн çынлăх шайĕнче çирĕппĕн тăрас тесен управлăха хисепе хумалла. Управлăх - çут çанталăка, сывлăха, çемье ăшшине, атте-анне пехилленĕ ăс-хакăла тата хăв ĕçлесе пухнă пурлăха, ача-пăчамăра, туслăх-юратăва упрани. Çут çанталăк пире хăйĕн таса сывлăшĕпе, куçпа виçейми илемĕпе, кĕреке тулли çимĕçĕпе сăйласа ÿстерет. Эпир унран çирĕп сывлăх илетпĕр. Çавăнпа ăна пирĕн куç шăрçине упранă пек сыхламалла, юратса пăхмалла. Тавралăха таса тытмалла, çÿп-çаппа, тĕрлĕ каяшпа варалама памалла мар. Анчах çыннăн сывлăхĕ епле пуласси хăйĕнчен те килет мар-и? Ăна укçапа сутăн илме çук теççĕ вĕт-ха ваттисем. Хăйне хăй хисеплекен çын эрех-сăрапа супса, пирус-наркотикпа иртĕхсе, вылянчăк туйăмсенеирĕке ярса пурăнмасть, ÿт-пĕвĕпе ăш-чикне пусмăрламасть, чир-чĕре çывăха ямасть.

Типтерлĕх - çынлăхăн тепĕр енĕ. Хăйĕн сывлăхне упракан çын типтерлĕ те таса тумтирпе çÿрет. Кил-çурчĕпе пÿрт ăш-чиккийĕ те типтерлĕ. Ачи-пăчи те типтерлĕ, таса. Хăйĕн ĕçне те тирпейлĕ те таса, тĕплĕ те çыпăçуллă тăвать. Кашни япала хăй вырăнĕнче. Пăхсан - кăмăл тулать. Ĕçне те вĕçне çитермесĕр пăрахмасть. Пурлăхне те тĕлли-паллисĕр сапаламасть. Ваттисем пуçтарма çулталăк, салатма - пĕр талăк тенине асрах тытать.

Типтерлĕ çыннăн вара ĕçчен пулма тивет. Кунĕн-çĕрĕн, тепĕр чух ларса канмасăр, тăрăшса вăй хумасăр пулмасть вăл типтерлĕхпе тирпейлĕх. "Ĕç - пурнăç тыткăчи", "Ĕç - пурнăç илемĕ", - теççĕ ваттисем. Чăнах, ĕç çынна илем кÿрет, мухтава кăларать. Тирпейлĕ ĕçлекен çыннăн сывлăхĕ те çирĕп. Унăн сывлăхшăн сиенлĕ айкашусемпе аппаланма вăхăт çук. Хăй ĕçлесе мул пухнă çын тепĕр çыннăнне нихăçан та хапсăнмасть, мĕншĕн тесен вăл ĕç хакне пĕлет. Вăрласа янтă тупнă мул çынна нихăçан та телей кÿмест. Е вăл ăна самантрах çухатать, е инкекĕ хăйне çаврăнса килет - хăйне çапса-вĕлерсе пăрахаççĕ-и, тĕрмене çакланать-и...

Çыннăн тепĕр ырă енĕ вăл - яваплăх. Яваплă çын хăйĕн çут çанталăк умĕнчи тивĕçне туять: тăван çĕре хисеплет, йывăç лартать, çырма-çатрана сарăлма памасть, тавралăха вараламасть. Яваплă çын хăй сывлăхне упрать, сывлăхлă çын - çĕр-шыв тĕрекĕ пулнине асра тытать. Ашшĕ-амăшне пăрахмасть, вĕсен ятне ямасть, ачи-пăчине тĕрĕс-тĕкел те патшалăхăмăра юрăхлă çын туса ÿстерет. ,мĕрĕпе ĕçлесе пухнă мула салатмасть - ун çумне тата хушса пырать. Хăй хыççăн хăйĕн ĕçне малалла тăсакан йăх-ăру хăварать.

Çыннăн чăн-чăн сăпатне кăмăл палăртать. Уçă кăмăллă çын çынпа куçран пăхса ăшшăн калаçать, хăйĕн шухăшне ним пытармасăр, чееленмесĕр, тарăхмасăр-кулмасăр тÿррĕн палăртать. Ун пек çынпа калаçма та кăмăллă. Тараватлăхĕ те иксĕлми. Килнĕ хăнана сĕтел хушшине лартса сăйламасăр кăларса ямасть. Инкекпе-йывăрлăхпа хуçăлнă çынна ăшă сăмахпа йăпатать çеç мар, мĕн пур пурлăхĕпе, укçи-тенкипе пулăшма тăрăшать. Хăйĕн пуянлăхĕ çук пулин те. Чун-чĕри çапла унăн: çыннăн мĕн ыратать, ăна мĕн шухăшлаттарать, вăл мĕнле асап-нуша тÿсет - пурне те сисет, пулăшма васкать.

Пуринчен ытла этемĕн çынлăх шайне чун тасалăхĕ кăтартса парать. Çынран, чĕр чунран кулакан, мăшкăллакан, чĕрĕлĕхе таптакан çынсем таса чунлă пулма пултараймаççех. Çăткăнлăха, ултавпа суялăха парăннă çынсенчен çĕр çинче ырă ĕç тăвасси пулмĕ. Чун тасалăхĕ вăл çут çанталăка, этеме хирĕç усал ĕç туманни, ăна ырă çеç сунни. Таса чунлăçыннăн шухăшĕ те ырă, ĕçĕ те пархатарлă. Ашшĕ-амăшĕн ятне те çĕртмест, тус-тантăшне, юлташ-ĕçтешне те сутмасть, Тăван çĕр-шывне те юратса хисеплет. Укçапа мулшăн чунĕпе усала парăнмасть, мĕншĕн тесен уншăн чи хакли - чунĕ çылăхсăр пулни.

Чăваш литературинчи сăнарсенчен хăшне чăн-чăн çын теме пулать? Константин Ивановăн Сетнерне илер-ха акă. Чăн-чăн арçын вăл. Унăн икĕ аллипе вĕри чĕри кăна пулсан та, эпир ăна юрататпăр, унăн инкекĕ-асапĕшĕн кулянатпăр. Хамăр пурнăçра пулсан - сăмахпа та пулин пулăшнă пулăттăмăр. Вăл таса юратупа хĕмленсе пурăнать, вăй-халĕ çитнĕ таран пĕр ят ани çинче, лаша кÿлсе, çĕр ĕçĕпе тимлет, хăйĕн ватă амăшне чыслăн пăхать, кÿршĕ-аршăпа, пĕтĕм ял-йышпа килĕштерсе ĕмĕрлет. Камăн та пулин инкек-синкек сиксе тухсан, вĕсене пулăшма васкать. Çакăн пек чун-чĕреллĕ пулнипе ĕнтĕ вăл хăй савнине çичĕ юта сутса яракан, хăйне хаяррăн ылханакан Нарспин ашшĕ-амăшне вăрă-хурах çаратма пырсан та иккĕленсе тăмасть - ватă çынсене хăтарма васкать, анчах тан мар çапăçура пуçне хурать.

Илпек Микулайĕ калăпланă Тухтар сăнарĕ тата! Вăл, ялти чухăн çын ачи, хăр тăлăха юлнăскер, кĕтÿçĕре тăрмашать. Çав вăхăтрах хăй йыснăшĕн, Шерккейĕн, хуçалăхне тытса пыма пулăшать. Лешĕ ăна тарçă вырăннех тыткалать пулин те. Уншăн вăл кÿренмест, мĕншĕн тесен ĕçлекен çын нихăçан та хур курман. Йыснăшĕн хуçалăхне кăна мар, Элентей пулăшма ыйтсан, ăна та пулăшма васкать. Тата хăйĕн тăван ашшĕ-амăшĕн вучахне те сÿнтермест вăл - унтан йыснăшĕ патне пуçĕпех куçса каймасть, хуçалăха çирĕп ура çине тăратма, çемьеллĕ пурнăçпа пурăнма ĕмĕтленет. Алли-ури те çыпăçуллă: кĕсле ăсталать, савнийĕ валли арча тăвать... Чунĕ те пуян унăн: илемлĕ кĕвĕсем калама пĕлет. Инкек сиксе тухсан та №юратнă савни ирсĕр мăшкăла тÿсеймесĕр шыва сиксе вилет№ хуçăлмасть. Хăй тĕллĕн хулана пурăнма куçать, вулама-çырма вĕренет. Юлашкинчен халăха ертсе пыракан хăюллă та çирĕп çын пулса тăрать.

"Хура çăкăр" романри Элентей вара - чăн-чăн чăваш хресченĕн сăнарĕ. Çынсемпе килĕшÿллĕ пурăнма тăрăшаканскер, ăна тăтăшах пĕр-пĕр çыншăн кĕрешнĕ йывăр ĕçре - вăрман кăларнă çĕрте, тимĕр туптанă е лашапа çÿренĕ чухне курма пулать. Кăмăлĕ унăн уçă та ырă, ăсĕ çивĕч, тавçăруллă. Пурнăçне хăй мехелĕпе çĕклесе пырать. Çынна та усă кÿме, ырă тума хавас. Çынсемпе ялан сăпайлă, çын сăмахĕ хыççăн кайса пĕтĕмлетÿ тумасть, ырă çыншăн тем тума та хатĕр. Пиччĕшĕ хăйĕнчен ютшăнать пулин те, ăна пÿрт лартнă чух вăрман касса кăларма пулăшать. Хăй тăванне чи малтан хăй ăнланма тăрăшать, çийĕнчех çилленсе лартмасть. Ун йăлинче çынна куç хыçĕнче çисеайăпласа çÿресси çук. Çын пирки нихăçан та иккĕленмест. Тÿрĕ ĕçпе пурăнсах пурлăхĕ те хăйне пурăнмалăх çитет, çăкăр-тăвартан татăлмасть, янттине хапсăнмасть. Халăх ĕмĕтне тивĕçтерекен чăн-чăн сăнар вăл.

Çакăн йышши çынсем пирĕн пурнăçра ытларах пулсан пит аванччĕ. Çĕр çинче çынна пусмăрлакан-вĕлерекен, тĕнчене вăр-çă-харçă çулĕпе яракан, аркатупа ишĕлчĕк çырмине йăвантаракан çынсем сахал пулĕччĕç. Вара тавралăх та, тĕнче те илемлĕ пулĕ, çынсен питĕнче савăнăçпа телей кулли çеç çиçĕ.

ЮЛТАШУ ХĂВĂНТАН ПУЛТĂР МАТТУР

Ирĕклĕ темăпа çырнисем 08.06.2009, 19:23

Сочинени эпиграфĕ: "Юлташ лайăх пулсан ĕмĕр иртни сисĕнмест". Ваттисен сăмахĕ.

"Юлташсăр пурнăç çук", - тенĕ пирĕн ватăсем. Çынпа çын калаçать, паллашать, хутшăнать, туслашать. Пурнăç йĕрки çапла. Кампа та пулсан чуна уçса калаçмалла-çке, кама та пулсан чĕрери вăрттăн шухăшсене каласа кăтартмаллах, кампа та пулсан хуйха-суйха, савăнăç-хаваслăха пĕрле пайламаллах, йывăрлăхра камран та пулсан пулăшу ыйтмаллах. Апла пулсан, çыннăн чунĕ хăех ыйтать - ун çумĕнче ăна ăнланакан çывăх тус-юлташ кирлĕ. Вăл шанчăклă, ырă чунлă, ĕçчен, хастар та маттур пулмалла. Усал та кĕвĕç чунлă, чăркăш та юлхав юлташран ним усси те çук. "Юлташ тени хăвăнтан лайăх пултăр", - теççĕ. Лайăх юлташпа пĕрле çÿреме те кăмăллă, калаçма та шанчăклă, пурăнма та хаваслă. Çывăх тусу кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен пуянрах пулни хăвна та ун пек пулма хистет. Хăв та ырри, илемли, лайăххи патне туртăнатăн, чунпа пуянланса, кăмăлпа çĕкленсе пыратăн. Вара санăн кулас-савăнас, ĕçлес-ĕмĕтленес, çут тĕнчепе киленсе пурăнас килет. Юлташу саншăн тем тума та хатĕр пулнине, йывăр вăхăтра пулăшма-йăпатма пултарнине пĕлсе-сиссе тăратăн пулсан - каç выртсан та канлĕ çывăратăн, ир тăрсан та лăпкă çÿретĕн. "Юлташлăхра телей иккен-мĕн, илем юлташлăхра кăна", - тенĕ чăвашсен паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ.

Эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен манпа юнашар ăслă та ырă кăмăл-туйăмлă юлташ пур. Мĕншĕн килĕшет-ха вăл мана. Унăн çи-пуçĕ яланах таса та типтерлĕ, чĕлхи çыпăçуллă, хăйне мăн кăмăллă тытмасть, кирек кама та пулăшма хатĕр. Эпĕ ун çине пăхатăп та тĕлĕнетĕп - ашшĕ-амăшĕ ăна чăнах та чĕкеç чĕлхи пилленĕ, чăн-чăн чăваш чунĕ парнеленĕ. Унпа тĕл пулса калаçсассăн хăв та ырă енне туртăнатăн, ун пек пулма тăрăшатăн. "Ырра курсан ырă пулăн, усала курсан усал пулăн", - теççĕ ваттисем. Çавăнпа та çыннăн пĕрмаях ырришĕн çунмалла. Тус-тантăшăма кура хам та ырăпа усала уйăракан пултăм. Юлташăм умĕнче киревсĕр сăмахсемпе калаçма та, çăмăлттай шухăшсене палăртма та, вăхăта усăсăр ирттерме те, хама илемсĕр тыткалама та намăс. Манăн çитменлĕхсене, йăнăшсене тÿрех асăрхать, юлташла, пĕр кÿрентермесĕр асăрхаттарать.

Аттепе анне те, йăмăкпа шăллăм та ăна питĕ юратаççĕ, эпĕ чăн-чăн тус тупнăшăн савăнаççĕ. Хăйсем инçетри тăвансем патне хăнана каяс пулсан та, пире, тусăмпа иксĕмĕре, кил-çурта, хуçалăха пăхса тăма шанса хăвараççĕ. Ун пек чухне вара эпир пĕр-пĕринпе тăраничченех калаçатпăр, тем тĕрлĕ ыйту та хускататпăр, малашнехи пурнăç еплерех пулассине тĕшмĕртме тăрăшатпăр.

"Юлташ ют мар, çăкăр ыйтсан, хирĕç мар", - тенĕ ватă çынсем. Манăн ырă тусăм та маншăн ют мар, вăл çывăхран та çывăх. Эпĕ ăна икĕ-виçĕ кун курмасанах питĕ тунсăхлатăп, чуна темĕн çитмен пек туйăнать. Çавă пуль ĕнтĕ вăл çирĕп туслăх тени.

Паллах, хăвна ăнланакан тус-юлташ çумра пулсан пурнăç илемлĕрех те, туллирех те. "Кампа туслашан, çавăн пек пулан", - теççĕ. Ку тĕрĕс сăмах. Юлташу хăвăнтан япăхрах пулчĕ пулсан, унăн витĕмĕпе хăв та çав шая анса ларатăн. Ун пек чухне вара хăвăн çирĕпрех пулмалла, ун еккипе каяс çук, ăна хăвна май çавăрмалла, хăвăн тĕслĕх парса тăмалла.

Тусран нумай килет çав. Эрех-сăра ĕçекен, пирус туртакан çамрăксемпе туслашса кайсан, хăв та вĕсен серепине кĕрсе ÿкетĕн. Кĕме çăмăл, тухма йывăр. Пĕрре туртма-ĕçме вĕренсен - ку чиртен хăтăлма питĕ хĕн. Туссем те тĕрлĕрен пулаççĕ çав. Ахальтен каламан ĕнтĕ: "Юлташсемпе туслаш та, куçна ан хуп", - тесе. Тус-юлташа та тĕрĕс суйласа илме пĕлмелле иккен. Атту пуçна çухатăн. Çакна пурте ăнланасшăнах та мар. Кам хăйне каппайтарах, мăнаçлăрах, сĕмсĕртерех тытса çÿрет, çавăнпа туслашма тăрăшаççĕ - ун хÿттинче пуласшăн. Анчах кун пек юлташ самантлăха çеç, вăл ытларах хăйне хисеплет иккен. Ыттисем вара - вăл мĕн хушнине пурнăçласа тăраканнисем кăна. Вăл юлташ мар, вăл хăйне май "пуçлăх". Çакăн пек "пуçлăхсен" аллине лекесрен те хăрамалла, сыхланмалла, ун пек "туссенчен" аякра тăмалла. "Юлташ ăсне пĕл те, пĕрле Мускава кай", - тесе тĕрĕсех каланă ватăсем.

Чăваш литературинчи сăнарсенчен те тĕслĕх илме пулать вĕт-ха. Петр Осиповăн "Айтар" драминчи Сентиерпе Улай - чи шанчăклă туссем. Сентиере пулăшас, вилĕмрен çăлса хăварас тесе Улай хастаррăн кĕрешет, хăй тусне Айтар мăшкăлĕ пулма памасть.

Александр Артемьевăн "Салампи" повеçĕнчи Салампипе Лена та - çывăх туссем. Салампи хăйĕн иртнĕ пурнăçĕ çинчен ним пытармасăр, тĕпĕ-йĕрĕпе Ленăна каласа парать. Çав вăхăтра ăна Лена çеç ăнланассăн туйăнать. Йывăр самантра Салампипе юнашар шанчăклă хĕр тусĕ пулни ăна хăват парать, ырă ĕмĕт-шухăшпа пурăнма хавхалантарать. Раиса Сарпи çырнă сăвă йĕркисем те пĕр-пĕринпе туслашса пурăнмалли çинчен калаççĕ.

Тăванлăх - çынлăх,

пĕрне-пĕри

акам тăвар,

туслашар.

Пĕрле

усаллăха çĕнтерме

çăмăлрах пулĕ

пире.

Туссăр çын - туратсăр йывăç. Туссăр çын - çунатсăр кайăк. Туссемсĕр пурнăç кичем те салху. Çĕр çинчи кашни çын туслăха тивĕçлĕ. Анчах та туслăха укçапа илме çук. Туссене чун ыйтнипе, чĕре килĕштернипе суйласа илмелле.

Митта Ваçлейĕ хăйĕн юратнă тусне, Петĕр Хусанкая, халалласа çырнă сăвă йĕркисем пирĕн асран ан тухчăр:

Вăй параттăн, ывăнса çитсен,

Сас параттăн, шухăша кайсассăн,

Е хĕвеллĕ çумăр пек ачашшăн

Ислететтĕн, чун типсе килсен...

Ахаль мар эп тайăлса каласшăн:

Чăвашсен пĕр лайăх сăмах пур -

Юлташ пултăр хăвăнтан маттур!

ЭТЕМ ЭТЕМЕ АН ПУЛТĂР ЫТЛАШШИ

Ирĕклĕ темăпа çырнисем 07.06.2009, 20:51

Сочинени эпиграфĕ: "Этем пурте пĕр - вырăс та, тутар та, чăваш та, мăкшă та". Каларăш.

Çакă çутă тĕнчере

Вăйли çук та этемренĕ

Шывсем çинче, çĕр çинче

Хуçа пулса вăл тăрать, -

тенĕ чăвашсен паллă классикĕ Константин Иванов поэт, этемĕн çĕр çинчи шăпи çинчен тарăннăн шухăшласа.

Чăнах, этеме пурăнма Турă пилленĕ Çĕр чăмăрĕ çинче унран вăйли те, ăсли те, пултарулли те çуках. Çакăн пек мехеле ăна çут çанталăк хăй парнеленĕ.

Мĕнре-ха этемĕн çĕр çинчи пурнăçĕн тивĕçĕ? Ăна вăл епле пурнăçласа пырать?

Этем çĕр çине вăхăта ирттерме мар, çак çут тĕнчери пурнăçа - пурлăх никĕсне, ăслăлăха, илеме малалла аталантарма çуралнă. Пирĕн йăх-несĕлсем туса хăварнă пурлăха татах пуянлатмалла, ку таранччен аталаннă ăслăлăха çĕнĕ шая çĕклемелле, культурăпа искусствăна çÿллĕ пусăма хăпартса пурнăçа тĕрлĕ енлĕ илемлетмелле. Юлашкинчен хамăра тивĕçлĕ йăх-ăру хăвармалла. Çакă пулать те этемĕн çĕр çинчи тĕп тивĕçĕ.

Анчах пурăнан пурнăçра эпир çак пысăк тĕллевсем çинчен шухăшласах каймастпăр. Ытларах кулленхи пурнăç урапи саккунлăхпа йăла-йĕркери хутшăнура, кил-йышпа ял-йыш хушшинче, тĕркешÿпе хĕвĕшÿре, ĕçпе канура иртет. Çын ретĕнчен тухса ÿкес марччĕ, ытларах чухне ыттисенчен кая юлас марччĕ, май килсен мала та ÿкесчĕ текен шухăшсемпе вăхăта ирттеретпĕр. Хырăм тутă пултăр, çире çĕтĕк тумтир ан пултăр, ача-пăчамăр ырă-сывă ÿссе чипер çын пултăр, ватлăхăмăр канлĕ те чыслă ирттĕр тетпĕр тата.

Этем шăпи этемренех килмест мар-и? Этем этеме ыр сунать е усал сĕнет. Ура хурать е такăнса ÿксен тăма пулăшать. Çынпа çын хушшинчи хутшăнăва чăваш литератури епле сăнлать-ха?

Тăван литературăмăр ку темăна чылай хускатнă, вăл тĕп вырăнта тăрать тесен те йăнăш мар. Акă, илер-ха паллă чăваш классикĕсем калăпланă Нарспи, Пинерпи, Селиме сăнарĕсене. Вĕсем хăйсен кĕске пурнăçĕнче мĕн кăна тÿсмеççĕ пулĕ. Нуша кăтартаканнисем те юнашар пурăнакан çывăх çынсемех-çке-ха. Нарспи ашшĕ, "пĕтĕм ялта пĕр пуян" Михетер, хăйĕн хĕрне хăй пурлăхĕн пĕр пайĕ пек туяканскер, ăна чун савнийĕнчен уйăрса мул ÿстерме пулăшакан япала вырăнне парса ярать. Ăна "çичĕ ютра" тăван хĕрĕ епле пурăнни кăсăклантармасть те. Лешне этем чури вырăнне тытаççĕ пулин те. Пинерпине те тăван ашшĕ Ахтупай, çĕрме пуянпа пĕрлешсе хурăнташланас ĕмĕтлĕскер, хĕрне вăйпах, хăй килĕштернĕ савнинчен уйăрса, сăхă та хаяр, усал чунлă çынна "парнелет". Лешĕ, тахçанах этем чаракĕнчен тухса кайнăскер, Пинерпине чура вырăнне те мар, йытă вырăнне хурать - кăкарса усрать, мăшкăллать, юлашкинчен чиксе пăрахать. Çăткăн чунлă Шерккей вара, пуян çынсен ретне кĕресшĕн тапаланса, хăй хĕрне сутмаллипех сутать. Лешсем вара - чунилли тейĕн. Селимене усрав выльăх вырăнне тытаççĕ - хупса лартаççĕ те - кирлĕ пулсан çитереççĕ, кирлĕ мар пулсан шыв та памаççĕ. Ултавпа суяна пула тăнран кайнă, тискерлĕхе чăтаймасăр ниçта кайса кĕреймен Селиме шыва сиксе пурнăçне татать.

Сергей Ялавинăн "Çул çинче" калавне илер-ха тата. Этем сăн-сăпатне çухатнă Эрхип "лĕпĕш пек шурă хĕр" Ульккаç çине шăши тухнине сыхласа выртакан хура кушак пек сиксе ÿкет. Ăна, виçĕ кунтан качча тухма пуçтарăннăскере, çĕнĕ пурнăç пуçлама хавхаланнăскере, выçă хурчкалла пусса ÿкерет, мăшкăллать. Вара намăса чăтайман пике çакăнса вилет. Этем мар теççĕ халăхра Эрхип пеккисене. Выльăх туйăмĕ шайне анса ларнă чун кăна вĕсем пеккисен. Чĕри вырăнĕнче - чул. Пуçĕ вырăнĕнче - арпалăх. Катемпи - пĕр сăмахпа каласан.

Александр Артемьев калăпланă сăнарсем - Валентин Актаевпа Варсун Аюхин ("Симĕс ылтăн") - ачаран пĕрле ÿссе çитĕннĕ тантăшсем. Анчах çынпа çын пĕр мар çав. Валентин Актаев этемлĕхе ирсĕр чуралăхран çăлса хăварас тесе тÿрĕ кăмăлпа, хастар хăюлăхпа Тăван çĕр-шывăн тăшманĕсемпе çапăçать пулсан, Варсун Аюхин хăй пурнăçне, хăй пуçне сыхласа хăварасшăн тимлет, çав хушăрах ырă чунлă çынсене таптать, ура хурать. Хăравçă та мĕскĕн Варсун çапăçу хирĕнче аманнă Валентина тăшман аллине пăрахса хăварать. Куншăн вăл кулянма мар, савăнать те тейĕн. Яла таврăнсан Валентин фашистсем енне хăй ирĕкĕпе куçнă тесе сăмах сарать. Çапла майпа Валентина шывпа çуса тасатма çук пылчăкпа варалать. Ку та çитмест ăна - Валентинăн савнине - Нинăна та вăйпа туртса илесшĕн вăл. Ырă-сывă юлнă, хăйĕн чыслă ятне тавăрнă Валентин тăван килне таврăнсан та ăна ура хума пăрахмасть. Тăвайккинчен чакса анма пуçланă йывăр çăклă урапа айне лекнĕ Валентина куçпа курса тăрсах инкекрен хăтармасть, ăна çапла майпа иккĕмĕш хут вилĕм сунать. Акă мĕнле вăл этем сăн-сăпатне çухатнă çын. Ун пеккисенчен çур çухрăмран пăрăнса иртмелле иккен.

Шел пулин те, патшалăхăмăр историйĕнче те этем этеме хисепе хуман вăхăтсем пулнă çав. Сталин кульчĕ вăхăтĕнче, сăмахран, пиншер çынна, уйрăм çын шухăшĕ пуç пулса тăнипе усă курса, тĕрме-лагерьсене ăсатнă. Ним айăпсăр тап-таса чунлă çынсем саманан ирсĕр атти айне пулнă. Çав шута чăваш писателĕсемпе поэчĕсем те лекнĕ - Петĕр Хусанкай, Митта Ваçлейĕ, Нестер Янкас, И. Максимов-Кошкинский... Хăш-пĕрисем ырă çынсем пулăшнипе вилĕмрен аран-аран хăтăлса юлнă. Митта Ваçлейĕ вара вун çичĕ çул хушши чĕрĕ тамăкра нушаланнă - юратнă мăшăрĕнчен, ачисенчен, çывăх тăванĕсенчен уйăрса янăскер, лашман-чалтунра çÿренĕ вăл. Ирĕклĕхсĕр, танлăхсăр, тăванлăхсăр инçетри тăрăхра чунне пусмăрланă унне. Çынлăхран кăларасшăн пулнă. Анчах, телее, вăл парăнман. Çамрăклăхĕ-пултарулăхĕ çунса кайнă тепĕр ырă çын - Нестер Янкас - çак юнлă тамăкран хăтăлайман та. Пуçĕпех пĕтнĕ. Вилни çинчен калакан хутне те тăванĕсем вуншар çул иртсен çеç илнĕ. Виçĕ ачи вара, Сетнер, Валери тата Роза, халăх тăшманĕсем тесе ăшă хваттертен сивĕ урама амăшĕпе пĕрле кăларса ывăтнăскерсем, выçăпа хавшаса шăнса вилнĕ.

Çак çынсен пĕртен-пĕр "айăпĕ" те - Тăван çĕр-шыва чун-чĕререн юратни, çав юратăва ирĕккĕн те уççăн, хăйсемле - поэзи сăмахĕпе палăртма пултарни. Халăхшăн, патшалăхшăн, çынсемшĕн вĕсем нимĕнле япăх ĕç те туман. Пĕтĕм çĕр-шыва эсрел ярса илнĕ тейĕн. Кам пуç пĕкмест - ăна çак усал вăй çавапа пуç касса каять... Хресчен-и, рабочи-и, инженер-и, тĕпчевçĕ-и, пултаруллă артист-режиссер-и, хастар ертÿçĕ-и вăл - суйласа тăман ахăр саманан тискер те юнлă урапи.

Паянхи саманара, паллах, кун йышши пăтăрмахсем çукĕ. Анчах урăхла йышшисем вăй илчĕç. Усал шухăшлă çынсем вăрттăн пĕрлĕхе пуçтарăнаççĕ те таса ĕмĕтлĕ çынсен пурнăçне, ĕçĕ-хĕлне, туртăм-хавалне таптаççĕĕ Криминал тĕнчине парăннă, укçапа мулшăн чунне сутма хатĕр çынсем уйрăм çынсене тапăнаççĕ, хваттерĕсене çаратаççĕ, хăйсене вĕлереççĕ. Вĕсемшĕн ку вăйă тейĕн. Вăл кăна та мар. Киллер текен тискер çынсем укçашăн, пуç пулса тăрассишĕн этем пурнăçне кирек хăçан та татма пултараççĕ. Этем тискер кайăка - хаяр кашкăра тухрĕ мар-и? Çак ирсĕр çынна та амăшех çуратнă вĕт-ха. Вăл унран ырă çын тумах ĕмĕтленнĕ пуль. Анчах вăл çĕр çинчи этемлĕхе аталанма пулăшас, вăй хурса тата тар юхтарса хăй пурнăçне килĕшÿллĕ йĕркелес вырăнне этем йышĕнчен тухса ÿкет. Кам айăплă çакăншăн? Тен, эпир унăн амаланакан пултарулăхне асăрхаман, ăна аталанма, çунат сарма пулăшман? Тен, ырă сăмахне ытларах калас вырăнне усаллине нумайрах каланă? Ырра ырă çуратать, усала - усал тесе ахальтен каламан-тăр халăхра.

Юлашки вăхăтра халăхсем хушшинчи туслăха аркатакан -çĕмĕрекенсем нумайланчĕç. Усал шухăшлă террористсем тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕнче хăйсен политикăлла тĕллевĕсене пурнăçа кĕртес тĕллевпе бомбăсем хураççĕ, çуртсене сирпĕтсе яраççĕ, самолетсене тытса илсе ÿкереççĕ - ним айăпсăр ырă çынсен пурнăçне татаççĕ. Раççейĕн Мускав тата ытти хулисенче Чечен вăрçине вут тĕртнĕ террористсем миçе çурт ишсе антармарĕç-ши? Лăпкăн, тĕлĕк курса çывăракан миçе пĕчĕк ача-пăча, яш-кĕрĕмпе хĕр упраç, хĕрарăмпа арçын пĕтрĕ унта, хăйĕн çутă малашлăхне çухатрĕ. Израильте тата ĕçе е ĕçрен киле васкакан çынсемпе ларса тулнă автобуссене террористсем сывлăша сирпĕтсе яраççĕ. Афган вăрçине вут тĕртнĕ террористсем Америкăри пысăк суту-илÿ çуртне самолетпа пырса çапни куç умĕнчех. Виçĕ пин çынна яхăн пĕтрĕ пĕр самантра. Ашшĕ-амăшĕ - ывăлĕ-хĕрĕсĕр, вĕсен мăшăрĕсем - упăшкисĕр-арăмĕсĕр, ачисем - ашшĕ-амăшĕсĕр, мăнукĕсем - асламăшĕ-аслашшĕсĕр е куками-кукаçисĕр тăрса юлчĕç. Политикăра татса паман ыйтусемшĕн вĕсем пĕртте айăплă мар. Айăплисем - çак тискер ĕçе йĕркелесе тăвакансем, этеме этем вырăнне хуманскерсем. Вĕсем валли çĕр çинче чĕрне хурилĕх вырăн та пулмалла мар.

Этем пурте пĕр - вырăс та, тутар та, чăваш та, мăкшă та... Эпир пурăнакан çак çутă тĕнчери пурнăç питĕ кĕске. Сисейместĕн те - ачалăх иртет, унтан - çамрăклăх, кайран - çулланнă вăхăтпа ватлăх. Вилес умĕн тин çын шухăшлама пуçлать - мĕнле те пулин ырă йĕр хăварайрăм-ши эпĕ. Пурнăç никĕсĕ вара виçĕ çирĕп чулран тăрать теççĕ - ырă шухăш, ырă сăмах, ырă ĕç. Ытти пĕтĕмпех усаллăх. Этем хăйĕн ĕмĕрĕнче çут çанталăк ырлăхĕпе пуянлăхне сыхласа упрама, тăван-хурăнташа юратса чыслама тата хăй таврашĕнчи мĕнпур çынна хисеплесе пурăнма, тимлĕ ĕçпе пурнăç тытма тăрăшать. Çаксем пĕр-пĕринпе çыхăннă виçĕ пысăк юрату. Вĕсем çынна таса та йĕркеллĕ пурăнма, тăвансене, кил-йыша, ял-йыша, тăван халăха ырă тума, упрама, хисеплеме, ăруран ăрăва йыш хушса нумайланма, пилленĕ тата тупа тунă сăмаха çирĕп тытма, тăван çĕр-шывшăн тăрăшма хистеççĕ. Çак идейăна чăваш литературинче Салампи сăнарĕ пит çывăх. Унăн шухăш-ĕмĕчĕ те кăмăлĕпе пĕр майлă - çынна япăх ан пултăр, хăйне йывăр пулсан та. Вăл чăн-чăн гуманист. Хăйне, урампа иртсе пыраканскере, вăрçă вучĕ витĕр тухса ашшĕ-амăшне çухатса тăлăха тăрса юлнă вырăс ачи амăшĕ вырăнне хурса чĕнсен, вăл чăтаймасть - ăна ырă тума васкать, хăй çумне хÿтте илет - лăпкать, ачашлать, вĕрентет, ăс парать... Тата Муза ун çинчен темĕн тĕрлĕ элек сарать пулсан та, вăл ăна хирĕçле пĕр киревсĕр ĕç те тумасть. Çынна усал сунманскер, чипер тыткаларăшĕпе, ырă шухăшлă та пархатарлă ĕçĕпе хăй ун пек маррине унсăрах аван кăтартса парать.

Сыватайми чирлĕ-и, уксах-чăлах-и, ăсран тайăлнă-и, чĕлхесĕр-и, хăлхасăр-и, суккăр-и - пурте çын, пурте тăван. Вĕсене пурне те юратмалла, хисеплемелле, чыс тумалла. Мĕншĕн тесен çĕр çине килнĕ кашни чун - пирĕн пуянлăх, пирĕн ырлăх, пирĕн тупра. Çавăнпа хамăн шухăша самана таппин шелсĕр авăрне ÿксе шар курнă Митта Ваçлейĕн сăмахĕсемпе вĕçлесшĕн-

Нумай та пĕтет, сахал та çитет,

Тату пурнăçа элле мĕн çитет?

Пурри вăл - пĕрле, çукки - çурмалла,

Тата, тăвансем, мĕнле пулмалла?

Ăс патăр ватти, вăй патăр яшшиĕ

Этем, этеме ан пул ытлашши...

Соседние файлы в предмете [НЕСОРТИРОВАННОЕ]