Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:

chuvashskiesochineniyaizinterneta

.docx
Скачиваний:
594
Добавлен:
07.02.2015
Размер:
225.67 Кб
Скачать

Хумма Çеменĕ хăйĕн "Станцăра" калавĕнче шăпах çак шухăша уçса парать.

Хайлаври тĕп геройсем - яка тăхăннă чăваш каччи Георги тата Хусанта суту туса пурăнакан тутар хĕрĕ Сабира. Георги Сабирăна станцăра тĕл пулса килĕштерсе пăрахать.

- Эх, Сабира... ,мĕрте те ĕмĕтленменччĕ эпĕ... сан пек хĕре курассине... Сана паян чи малтан курсанах... ах, ан кул эсĕ манран... ман чĕре, - хам та пĕлместĕп мĕншĕн апла пулнине, - кăрт сиксе илчĕ... Санăн ытарма çук çав тери илемлĕ, çав тери чипер сăну маншăн хĕвел çутинчен те çуттăн туйăнчĕ. Ман чĕрене вăл хăвăртах та хытă пĕçертсе ячĕ... Ăна хăйĕн куçа курăнман сăнчăрĕпех сăнчăрласа хучĕ...

- Сабира! Итле-ха мана. Санăн çутă сăнна курса пĕтĕм çакăнти вăрман, пĕтĕм çĕрĕ, - акă умрах ÿсекен сарă чечексем те, пĕтĕм ешĕлкурăкĕ те, курăк айĕнчи сивĕрех тăпри те, ăçта килчĕ унтах выртакан хăрăк патак татăкĕсем те е тата пĕчĕк улăм çÿпписем те - пурте... пурте сана мухтаса тăнă пек* çав тери чипер те çав тери илемлĕскер çинчен хитре юрăсем юрласа пурте... пурте ташша янă пек...

Çирĕм иккĕри каччă çепĕç те ачаш туйăмĕсем выляса кайнине сисет пулин те, вĕсене ирĕке ямасть, пуçне çухатмасть, хăй кăмăлĕ хыççăн каймасть. Вун саккăрти хĕрĕн кашни сăмахне ăспа йышăнать.

- Ах, - тет Сабира, - тем парсан та эпĕ ялта пурăнассăм çук. Мана качча пыма ыйтакан пур, ялта çĕр ĕçĕпе пурăнаканскер, пит пуян килтен хăй: виçĕ лаша, икĕ ĕне тата ытти выльăх та нумай усрать... Вăл киле эпĕ тем тусан та каяссăм çук. Унта кайсан ĕçлесех вилес пулать... Хуларах пурăнма лайăх. Пирĕн атте ĕлĕкренпех сутă туса пурăнать те, лапах лайăх* нимскер хура тăпрапа вараланасси те çук. Пушă вăхăтра эпир романсем вуласа киленетпĕр. Çулла вăрманта та пахчасенче савăнатпăр, шыва кĕме çÿретпĕр. Тата театрсем, киносем, цирксем, - эх, мĕн-мĕн çук хулара!..

Çак сăмахсем Георгие шухăша яраççĕ. "Тем Сабирăпа ĕмĕр пĕрле пурăнма шухăш тытнă çын пек, Георги хăйĕн килти тăванĕсем, ашшĕ-амăшĕсем çинчен шухăшласа илет. Ашшĕ-амăшĕсем унăн хастар, ĕçе юратакан, ĕçрен таракансене шутсăр курайман çынсем. Вĕсемпе, пуринчен ытла амăшĕпе, танлаштарса пăхать те Георги Сабирăшăн хĕрелнĕ пек... кăшт намăсланнă пек пулать... Сабира умĕнче хуйха ÿкет".

Сабира вара ăна-кăна ăнланмасăр, хăй шухăшне малалла тăсать, станцăра ĕçлекен чăвашсем çинелле тĕллесе кăтартса:

- Пăх-ха, - тет Георгие. - Ялта вĕсем вилес пек ĕçлеççĕ. Пурĕпĕр лайăххăн пурăнаймаççĕ: çав-çавах таса мар, йĕрĕнчĕк çÿреççĕ... Ой, кирлĕ мар! Кирлĕ мар яла кайма!.. Эпир хура тăпрапа вараланмасан та аван пурăнатпăр. Нихçан та выльăхла нумай ĕçлесе курман, нихçан та тусан ăшĕнче пурăнман. Ой, кирлĕ мар мана хресчен килĕ, кирлĕ мар... хуларах пурăнма лайăх. Çапла вĕт.

Ял пурнăçне, çĕр ĕçне, çĕр çыннине хурласа та йĕрĕнсе калаçни ĕçре пиçнĕ чăваш каччине пĕрре те килĕшмест. "Георги, тем, Сабирăпа яла пурăнма каяс çын пек, каллех ял шухăшне каять. Ялти пурнăçа, ялта хăй епле пурăннине, епле ĕçрен хăрамасăр ака-сухасем тунине, тырăсем вырнине аса илет. Уншăн хресчен ĕçĕ çăмăлах пулмасан та йĕрĕнсе тумалли ĕç мар: вăхăчĕ-вăхăчĕпе, пуринчен ытла уй-хирсенче ĕçленĕ чух, халăхпа, çынсемпе пĕрле хавасланса та хĕпĕртесе тумалла ĕç пек пулать".

Георгие Сабирăшăн намăс пулса каять, унăн ăшĕ çунать, пуçĕнче темтĕрлĕ шухăш та явăнать. Çамрăк каччăн юрату хĕлхемĕпе тулнă чунĕ тăруках сивĕнме пуçлать. Сабирăпа та вăл халь ячĕшĕн çеç калаçкалать. Юлашкинчен чиперккепе уйрăлать те ăшĕнчи юрату вутне сÿнтерес тесе "шурă" алăллă хĕре станцăра ĕçлекен çамрăксемпе танлаштарать. Ĕçе юратакан хĕрсем Сабирăран илемлĕрех, хаваслăрах туйăнса каяççĕ ăна. Вĕсене кура "Георгин пĕтĕм кĕлетки те лăштах çăмăлланса, хăпартланса каять... Вăл "чăтаймасăр хăй ăшĕнче çапла каласа ярать:

- Эх, - тет - ăшĕ тутлах пулмасан мĕн тăвас-ха вăл чипер улмапа?.."

Сабира хăйĕн сăн-сăпатне кăтартнăшăн, çынри суя чиперлĕхпе чăн-чăн илемлĕхе уйăрма вĕрентнĕшĕн хĕре хăй ăшĕнче тав туса та илет.

Сабира чăваш каччипе тепĕр хут калаçасшăн пулать, анчах та Георгин чунĕ туртмасть. Вĕсем сыв пуллашаççĕ. Георги пуйăс тапранса кайичченех вагон чÿречинчен станцăра ĕçлекен чăваш хĕрĕсемпе каччисем çине пăхса тăрать.

- Пурте ĕçлеççĕ, вăл анчах, пĕр вăл анчах ĕçрен хăрать... Чипер... Анчах ун чиперри пĕр пуса та тăмасть... Кусем ĕçлеççĕ, кулаççĕ, савăнаççĕ... тивĕçлипе юратаççĕ. А вăл? Вăл ĕçрен хăрать, вăл тивĕçсĕр савăнать, вăл тивĕçсĕр юратать. Ах, çапах та, чипер хăй... Чипер. Ах!..

Хумма Çеменĕ "Станцăра" калава çирĕммĕш ĕмĕр пуçламăшĕнче çырнă пулсан та, унта хускатнă ыйтусем паянхи куншăн та çивĕч. Хайлаври Георги сăнарĕ пире юратура тимлĕрех пулма вĕрентет.

Паллах, юратура пĕр-пĕрне сĕнÿ пама йывăртарах. Кашни çын вăл туйăма хăйне май ăнланать, йышăнать. Çапах та, пурнăçра тулли телей тупас тесен, çумри савни хăй илемĕпе çеç мăнаçланса-мухтанса, савăнса-кулса ларни кирлĕ мар, çав тулли телейшĕн çанна тавăрса ĕçлени кирлĕ. "Сăн-пит чиперри - пĕр куна, чун-чĕре илемли - ĕмĕрлĕхе", - теççĕ халăхра. Пилеш те - пăхма хитре, çăвара хыпсан - йÿçĕ. Çавăнпа та пурнăç çулĕпе пĕрле утса тухмалли çынна суйланă чух малтанах унăн ырă енĕсене, кăмăл-сипет пуянлăхне шута илмелле. Юратура, ман шутпа, ырă туйăм та, ăс-хакăл та малта пулмалла. Юрату вăл пĕр куна, пĕр эрнене, пĕр уйăха, пĕр çулталăка çеç ан пытăр, вăл ĕмĕрлĕхе пултăр.

ШЕЛЕПИ - ЧĂВАШ СĂВВИН САР КАЙĂКĔ 10-мĕш класс вали

28.06.2009, 21:29

Сочинени эпиграфĕ: Шелепи сăвви-юррисем халăх юрри-сăввисемпе пĕр тăван.

М. Я. Сироткин.

Чăваш халăх поэчĕ хисеплĕ ята пуринчен малтан тивĕç пулнă Николай Иванович Полоруссов-Шелепи икĕ самана çынни. Вăл çырса хăварнă хайлавсенчи чăваш çыннин авалхи тата иртнĕ кун-çулĕпе шăпийĕ, халăх чĕлхине çывăх сăмахлăхпа пирĕн пата çитсе, шухăш-кăмăлăмăра паян кун та пăлхатаççĕ. Халăхран тухнă чăн-чăн поэт вăл. Тăватă çул кăна пĕлÿ пухма май килнĕскере сăмахçă пулма йăх-ăрури чĕлхе пуянлăхĕ - ламран лама куçакан халăх сăмахлăхĕ пулăшнă. Шелепи йăхĕнче авалтанах сăмах ăсти нумай пулнă. Тĕне кĕмен чăвашсем - Ялак мăн аслашшĕпе Шелепи мăн асламăшĕ уншăн чăваш сăмахлăхĕн ылтăн арчи вырăннех пулнă. Уйрăмах мăн асламăшĕн халапĕсене, тăван-пĕтен юррисене ăша хывнă. Микулайăн ашшĕпе амăшĕ те халап-юмах, сăвă-юрă нумай пĕлнĕ. Вĕсем патне таçтан-таçтан та çынсем пырса çÿренĕ. Вĕсен калавĕсене итлесех ял ачи пурнăçа тарăннăн тĕпченĕ, çивĕч ăслă та витĕр куçлă çын пулса ÿснĕ. Çапла вара халăх сăмахлăхĕн шухăш-туйăм пуянлăхне, ăслăлăхне тата илемне чĕри тĕпне хывнă.

Анчах çак пуянлăха пĕтĕм халăх патне çитерме пĕлÿ кирлĕ пулнă. Çĕр ĕçлесе пурăннă вăхăтрах (1895-1907 ç.ç.) Микулай хăй тĕллĕн А. Кольцовпа Н. Некрасов юрри-сăввисемпе поэмисене, А. Островскипе М. Горькин пьесисемпе калавĕсене вулать. Вара хăй ăссĕн (чăваш халăхĕн юмах-халапĕсемпе юрри-сăввисен шухăш-кĕввисемпе тата сăнарĕсемпе усă курса) сăвă-юрă çырма пикенет №"Раççей" сăвă юрă хальлĕн халăхра анлă сарăлнă№. Каярахпа "Çĕлен" сăвă çырса хурать. Ăна "Хыпар" хаçата та ярса парать. Ахăр самана - революци вăхăчĕ пулнă пирки, хăй шухăшне уççăн каланăшăн Шелепин тăван çĕр-шывран аякра та пурăнма тивет. Микулай тутарла та аван пĕлнĕ (юнашар ялсенче тутарсем сахал мар пурăннă). Çĕпĕрте вăл (1907-1914 ç.ç.) мĕн пурĕ те икĕ сăвă çеç çырнă. Вĕсене те унăн тутарла çырма тивнĕ.

Çĕпĕртен таврăннă Шелепин "Ваçанкка" ятлă сăвă çуралать. Вăл унпа Столыпин реформине пула пуйса кайнă çĕнĕ вăхăтри усламçăна сăнарлать. Ваçанкка - укçа вăйне аван пĕлекен пуян, укçана банкра тытать, ăна ĕçе ярса вылятать. Укçа çавăрттарнăçем пуйса пырать: çĕр сутăн илет, арман лартать... Çак пуяншăн пурте тус-тăван, анчах парăмне вăхăтра памасан - вут çине пустарать.

1915 çулта Н. Полоруссов Хусанта пĕр пĕчĕк кĕнеке кăларать. Унта "Константин хулине туни çинчен чăваш ваттисем калани", "Пÿлерти Валем хуçа çинчен" ятлă сăвăласа çырнă халапсем тата "Çарăмсанпа Хăнтăрçа" поэма пичетленсе тухнă. Халапĕсем чăваш халăхĕн пурнăçĕнче пулни-иртни çинчен. Пĕрремĕшĕ - чăваш хутлăхĕнчен телейшыраса куçса кайнă чăвашсем Константинополь хулине (Стамбула) çитсе килни çинчен. Иккĕмĕшĕ - Валем хуçа, чăвашсен паллă сăваплă çынни, ăсчахĕ çинчен. Çак çын, Пÿлер хулинче пурăннăскер, хăй ăслăлăхĕпе такама та тĕлĕнтернĕ, халăх асĕнче юлнă. "Çарăмсанпа Хăнтăрçа" поэмăра тăван еншĕн тунсăхланă сăвăç юратнă тавралăхпа киленет, хăйне çăтмахри пек туять. Çут çанталăкĕ ырлăх та, ĕçĕ те кал-кал пырать. Пĕр хуйхă та çук тейĕн. Вăхăтра ĕçлет, вăхăтра савăнать чăваш. Паллах, хуйхи те çук мар ĕнтĕ. Анчах поэт вĕсем çинчен мантарать. Çÿлте юрласа вĕçсе çÿрекен сар кайăк куçĕпе сăнарлать тейĕн вăл хăй юратăвне:

Ывăл-хĕрсем ыталанса

Вăйăсем выляççĕ...

Чечек пăхса тĕр тăваççĕ

Сарă хĕрĕсем...

Çил хумхатать тинĕс пек

Пĕкĕ çÿллĕш ырашне...

Лăпкă ăшă çилĕсем

Лекет пите çу пекех...

Пĕлĕт пекех курăнаççĕ

Çарăмсанăн тăвĕсем...

Ăсатаççĕ уявне

Ватти-вĕтти-мĕнĕпех...

Халĕ ĕнтĕ астăвĕç

Пурте савса хăй хирне...

Ерипе ĕçле-ĕçлех

Таткаланĕç аллисем...

Çерçи пуç пек çырлисем

Курăкпала явăнĕç...

Сысна çурисем пекех

Хăярĕсем ÿсĕçĕ...

Ялĕсем те хула пек

Çÿре-çÿре ывăнан...

Ярмăрккипе пасарсенче

Пăтă пекех çын вĕрет...

Çарăмсанăн ырлăхĕпе

Хуйхисем те сирĕлеççĕ.

1920 çулта, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленсен, унччен чухăнсен комитетĕнче тата Совет влаçĕн органĕсенче ĕçленĕ Шелепи Шупашкара куçса килет. Кунта вăл культурăпа çут ĕç учрежденийĕсенче вăй хурать: музей ĕçне йĕркелет, очерксемпе сăвăсем, пьесăсем çырать, литература тата драма кружокĕсем уçать, хулари шкулта ачасене вĕрентет.

1924 çулта "Сунтал" чăваш литература журналĕ тухма пуçлать. Поэт çак журнала кăларас ĕçе те хутшăнать. Унта умлă-хыçлă унăн сăвви-юррисем пичетленме тытăнаççĕ. Шелепин ячĕ халăх хушшинче анлă сарăлать.

Тинех ирĕке тухрĕ чăваш чĕлхи тет Шелепи "Чăваш сăвви" ятлă ытарлă-сăнарлă сăвăлла хайлавĕнче:

Авал, патша пур чухне,

Пирĕн чăваш ялсенче,

Вăрттăн çĕрте, пытанса,

Йăвашланса, вăтанса

Пĕр сар кайăк пурăннă -

Пит имшеркке курăннă...

Халĕ ĕнтĕ çав кайăк

Хулара та пурăнать,

Таçти çĕр-шывсенче те,

Вутăн-хĕмĕн курăнать.

Сасси лайăх юрлама,

Юрри хитре итлеме...

Чăваш чĕлхи, сар кайăк пулса, тĕттĕм шăтăкран тухрĕ, çавна пула халăх сăн-питĕнче савăнăç-телей çиçет, шухăш-кăмăлĕнче ĕмĕт-тĕллев çунатланать, чун-чĕринче ырă кăмăл-туйăм хавхаланать.

Юрла, юрла, сар кайăк,

Шăпчăк сас пек сассупа!

Сана ирĕк янрама

Аслă тĕнче уçăлчĕ!

Паян каланă тейĕн çак сăвăри сăмахсене. Чăнах, хальхи чăваш чĕлхи сасси Берлин, Нью-Йорк, Токио таранах илтĕнет, ку кăна та мар - тĕнче уçлăхĕн тÿпи таранах çĕкленчĕ.

Чăвашсен чаплă та пуян аваллăхĕпе хавхаланса Шелепи "УксахТимĕр Пÿлере илни çинчен" çырать. Хаяр тăшман, шуйттана иленнĕ сутăнчăк тухатмăш карчăк пулăшнипе, чăваш-пăлхарсен пит вăйлă хулине çунтарса ярать. Сăвăç çавăншăн кулянать. Çук, сăвăç мар. Халăх. Халăхăн чапĕ, мухтавĕ, çутă ĕмĕчĕ, ытлă-çитлĕ пурнăçĕ, телейĕ-савăнăçĕ пĕтнĕ-çке çак аркатура. Халăх ăна каялла тавăрма ĕмĕтленет. Çак ĕмĕт çинчен юрласа парать тейĕн чăваш сар кайăкĕ:

Эх, Пÿлерĕ, Пÿлерĕ,

Хĕрĕх пин алăк тетчĕçĕ,

Таçти патша халăхсем

Суту-илÿ тăватчĕç...

Хулисемпе ялĕсем

Питĕ хăвăрт хунатчĕç...

Сар кайăк пек савăнса

Пăлхар халăх пурнатчĕ...

Халăх юнне, куççульне

Çырма пекех юхтарчĕç.

Хуласене, ялсене

Вутпа персе пĕтерчĕç.

Патши тарчĕ хăраса

Улах вырăн шыраса..

Халь те унăн ачисем

Çичĕ тинĕс леш енче,

Аттен чухăн çĕлĕкне

Кайса илесчĕ тесе,

Тăраççĕ тет йĕтесе.

Шелепи чăн-чăн сăмах ăсти пулни унăн "Кивĕ /сел акатуйĕ", "Утçи", "Кĕпер хывни", "Çĕрпÿ пасарĕ", "Ĕç çийĕ" хайлавĕсенчен аван курăнать. Поэт хăйĕн кун-çулĕн юлашки çулĕсенче сĕм суккăр пулнă пулин те, халăх сăмахлăхĕнчен уйрăлманни ăна сăнарлă хайлавсем çырма вăй-хал парать. Халăх сăввин мелĕпе çыраканскер, хăй умне тавралăх илемне, чăваш ĕçне-хĕлне, савăнăçне, хуйхи-суйхине пысăк ÿкерчĕклĕн №панорамăлла№ кăларса тăратма пултарать. Сăнарлă çырма ăна чăваш чĕлхин ансат каларăшĕсемпе çаврăнăшĕсем, танлаштарăвĕсемпе сăпатлантарăвĕсем, сасă янравĕсемпе килĕшĕвĕсем пулăшаççĕ. Акă:

Пăр хускалнă евĕрлĕ

Ĕç пуçласа яраççĕ.

Хăшĕ юпа çапаççĕ,

Хăшĕ йĕпсе шăтарать,

Хăшĕ-хăшĕ пĕр-пĕрне

Йывăç илсе тыттарать.

Пуртă сасси шап та шап!

Шатăртатса çех тăрать,

Ывăçпала сапнă пек

Турпас сикет, ыткăнать.

("Кĕпер хывни")

Хăшĕ кĕлти-кĕлтипе

Йĕке йăтса çÿреççĕ,

Хăшĕ чарăлтаттарса

Пусма-тавар чĕреççĕ.

Унта чĕлĕш-чалăшĕ,

Атă-пушмак, калушĕ,

Сăран атă, кăçатă,

Ватă-вĕтĕ - пурте пур.

Тата выльăх-чĕрлĕхĕ,

Чăххи-чĕппи, вут-шанки,

Çĕр улмийĕ, пан улми,

Купăстисем, хăярсем

Ларса кайнă пĕр майран

Таçта-таçта çитиччен...

("Çĕрпÿ пасарĕ")

Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче çырнă сăввисенчен "Тăршшĕ икĕ метр, урлăшĕ - пĕрре" уйрăмах паллă. Хăйĕн юратнă тăван çĕр-шывне ирсĕррĕн таптакан тăшмана ылханса питлет халăх сăвăçи. Халăх чĕлхипе, халăх чун-чĕрипе сивлесе, халăх ăсĕ-пуçĕпе хаяррăн вăрçса çĕр çумне лапчăтать вăл тăшмана:

Тăршшĕ икĕ метр,

Урлăш пĕрре -

Территори кирлĕ

Гитлере!

Каллех çав сар кайăк вĕçсе çÿрет тейĕн. Вăл халĕ савăнăç юрри мар, ылхан кĕввине юрлать, халăха тăшмана хирĕç тăма чĕнет, хавхалантарать... Шел пулин те, Шелепи çĕнтерÿ кунне тăватă уйăх çеç кĕтсе илеймен, çапах вăл çитессе шаннă, ĕненнĕ.

Шелепи - халăх сăмахлăхĕн юрăçи. Вăл фольклорпа илемлĕ литературăна пĕр ÿнере пĕрлештерме пултарнă чăн-чăн ăстаçă. Çавăнпаăна халăх юратнă та. Хăй пурăннă вăхăтра Раççейре кăна мар, тĕнчипех сарăлнă унăн хисеплĕ ячĕ. Унпа бельги çынни Морис Метерлинк, Ромен Роллан француз, Садриддин Айни таджик, иран çынни Абулькасим Лахути, Якуб Коласпа Янка Купала белоруссем, Зариф Башири пушкăрт, Владимир Маяковский вырăс - çыравçăсем тĕл пулса калаçнă. Вĕсем унăн пултарулăхне пысăка хурса хакланă. Тĕпчевçĕсем ун ятне Джамбул казах, дагестан çынни Стальский, Токтогул киргиз, Байрам Шахир туркмен юрăçă-сăвăçăсемпе тан лартаççĕ.

Хăй те вăл пурнăçа ахаль ирттермерĕм, хам ятулăх çĕр çинче йĕр хăварма пултарайрăм тесе шаннă. Çак шухăша пĕтĕмлетсе "Çул курки" сăвă çырса хăварнă:

Ĕçленĕ ĕç ахаль çухалмарĕ,

Куççуль тăкни сая каймарĕ...

Ÿтĕм çĕрте çĕрсе пĕтсессĕн те,

Ятăм çĕрмĕ тесе шутлатăп.

Сар кайăк юрри пек сăввăмсене

Юрла-юрлах куçăм хупăнчĕ...

Мана тăпра айне хунă чухне

Куççуль ан юхтарăр, хуйхăрса,

Савăнса, калаçса, юрла-юрла

Çĕрпе витсе хурăр юп курса.

Чăн-чăн чăвашла калать вăл: хăйсен тĕнне пăрахман çу чăвашĕсем хăйсен тăванне çапла ăсатаççĕ.

"Шелепи поэзийĕ - хăйĕн содержанийĕпе те, формипе те халăха çывăх поэзи. Вăл халăх юрри-сăввисен никĕсĕ çинче çитĕннĕ, халăх пурнăçĕнчи чи паллă пулăмĕсене сăнласа парассине тĕпе хывнă, ăна халăха çывăх илемлĕх мелĕсемпе усă курса туса пынă", - тенĕ М. Я. Сироткин тĕпчевçĕ. Çавăнпа эпир те Шелепие чăваш сăввин сар кайăкĕ тетпĕр.

МИТТА ВАÇЛЕЙĔН ПОЭЗИЙĔНЧИ ЛИРИКА ГЕРОЙĔ

9-мĕш класс валли

28.06.2009, 21:17

Сочинени эпиграфĕ: Митта - лирик. Унăн произведенийĕсенче пире илĕртекенни, пахи -философилле тарăн, чуна çĕклекен, илем кÿрекен поэзи, ытарайми илемлĕ те витĕмлĕ чĕлхе.

Александр Артемьев,Чăваш халăх поэчĕ.

"Митта Ваçлейĕн пултарулăхĕ - халăх пуянлăхĕ. Вăл яш ĕмĕре упрама, çамрăк вăхăта сая ярасран сыхланма, ăслă, хăюллă, маттур пулма вĕрентет. Кам Митта кĕнекине алла илет, вăл чăн-чăн поэзи пылакне тутанса пăхать...", - тесе каланă Алексей Талвир, чăвашсен паллă çыравçи.

Ман аллăмра поэтăн "Çак юрра ахаль мар юрларăм" кĕнеки. Унта сăвăçăн тĕрлĕ çулсенче çырнă хайлавĕсене суйласа кĕртнĕ. Вĕсенче кашнинчех поэт шухăш-кăмăлĕ, тавра курăмĕ, чун-чĕре ыратăвĕпе тунсăхĕ курăнать: пĕринче мухтать, ырлать, хавасланать* тепринче тунсăхлать, пăшăрханать, кулянать* виççĕмĕшĕнче - кулать, тăрăхлать, питлет, тарăхать...

Лирикăлла произведенисенчи шухăшсемпе кăмăл-туйăма палăртса тăракан сăнара лирикăлла герой теççĕ. Лирика геройĕ - автор ăнланулăхне уçса памалли мелсенчен пĕри. Унăн шалти тĕнчи, чун хусканăвĕ пĕр-пĕр самантри пурнăç пулăмĕсене хăй епле курса - туйса ирттерни урлă палăрать. Паллах, пур чухне те лирикăлла героя авторĕ хăй тесе шутламалла мар. Поэт хăй те, тепĕр çын та №эсĕ те, эпĕ те№ çав герой вырăнĕнче пулма пултараççĕ. Вăл пĕтĕмлетÿллĕ сăнар, тĕрлĕ çынсен канăçсăр туйăмĕсемпе хумхануллă шухăшĕсене палăртакан герой. Произведенин пĕтĕм шухăшĕ, хăвачĕ вулакан патне çав сăнар урлă çитет.

Мĕн çырать-ха вун саккăрти Митта? Нумай ачаллă çемьери тертлĕ пурнăçа пĕтĕмлетсе çапла çырать:

Сиктермерĕн мана кĕленче сăпкара,

Макăрсан пыл хумарăн тута-çăвара.

Анчах сансăр пуçне, ыр çĕр-шывăм,

Тĕнчере чи хакли тек пур-ши вăл?..

Мĕн-ха уншăн çав "тĕнчере чи хакли?" "...Чечен сад пахчи, аппан шурă пирĕ" пекскер, "укăлчари "симĕсленнĕ калча, хĕвелпе пĕрлешсе йăрăм-йăрăм" юхаканскер... Тăван кĕтес патне чунĕ çапла туртнинчен хăй те тĕлĕнет:

Çуралнă çĕр-шыв,

Эс ма илемлĕ?

Мĕншĕн яланах

Маншăн хисеплĕ?

(Çуралнă çĕр-шывра")

"Хаклă чăваш çынни" - поэтшăн тăван. Тăван шăпи - унăн шăпи. Вăл ăна йывăр ĕçре йăпатасшăн - ятарласа ун валли сăвă çырать.

Эпир иксĕмĕр те ĕç ачисем -

Çуралтăмăр асап йăвинче,

Пире йывăр пурнăç хăвачĕсем

/стерчĕçĕ хăйсен аллинче.

("Чăваш çыннине")

Вун сакăр çулхи яш каччăна тăван çĕр-шыв пилĕ, вăл ăна асăрхани, савса çитĕнтерни кирлĕ иккен.

Туятна? - Вĕт эпĕ тăван ывăлу,

Сана тасатакан чăн ырă çăлу!

("Тăван çĕр-шыва")

Поэт тăван çĕр-шывшăн тем тума та хатĕр. Унăн вăй-хал та, чун-чĕре хĕрÿлĕхĕ те çителĕклĕ:

Туятăн-и эсĕ: çак пирĕн чĕре -

Пĕр саншăн тапать вăл,

Пĕр саншăн хĕрет.

Чи сиплĕхлĕ, хаклă таса çăлкуç пек

Сан сывлăх-хăватшăн пулатпăр пуçпех.

("Çĕр-шывăм, çĕр-шывăм,...")

Çĕр-шыва "чăн чĕререн ялан юратса пурнас теп чĕлхемпе ĕмĕр йăпатса" текенскер, тăван халăх шăпи пирки шухăшлать Миттан геройĕ. Пиншер çул каялла вăйлă патшалăх тума пултарнă чăвашсем мĕншĕн мĕскĕн халăх пулса тăнă-ха? Ун шучĕпе, кам хăйĕн тăван чĕлхине, культурине юратмасть, çавăн ячĕ чыссăр. Çакăн пирки хурланать çамрăк сăвăç "Сĕрĕм" поэмăра. Çав вăхăтрах чăваш этемне çĕнĕлле пурăнма, "çĕн пурнăç тĕпелне" хăтлама йыхăрать:

Çитет пире, çитет - тертленнĕ,

Лаххан таврашĕнче çитет-тĕр йĕпенме!

("Сăваплă кĕтес")

Марш евĕр янăраççĕ Миттан 30-мĕш çулсенче çырнă сăввисем. Вĕсенче çĕнелекен çĕр-шыв аталанăвĕн таппи уççăн палăрать:

Кĕрлет хапрăк-савăт,

Шавлать çеçен хир.

Пурте - пирĕн шав вăл,

Пурте вăл - эпир.

("Уяв юрри")

"Эпир" - маттур чăваш çамрăкĕн сăнарĕ. Ĕçре те, уявра та вăл малта, ыттисене тата хастар пулма чĕнет. Çĕнĕ самана çыннин çивĕч пулмалла, вăхăта усăсăр ирттермелле мар тет. Çав вăхăтрах савăнма та пĕлмелле:

Юр ÿкет-и, лапка та лапка...

Пурнăç, пурнăç, ытла ан васка.

Çамрăк ĕмĕр - самант.

Ун парни -

Çут шăнкăравлă кĕç-вĕç çăварни.

("Çÿресе çинçелмен çÿрен ут...")

Поэтăн "Тайăр" ярăмри сăввисем - чун сăмахĕсем, асапланса ыратакан чĕре кĕввисем. Ярăмри лирика геройĕ - ăслă шухăшлă, ырă туйăмлă çирĕп çын. Çак сăвăсенче Митта хăйĕн шухăш-туйăмне, чалтунпа лашманра тÿссе ирттернĕ йывăр саманчĕсене философилле тарăн ăслăлăхпа палăртма пултарнă. Кунта сăмах ваклани те ытлашши.

Тăван чĕлхем! Таса хĕлхем

Парсам пăлхавлă чунăма,

Пар чăнлăх, савăнăç, илем.

Пар ирĕк - çутăрах çунма.

("Тăван чĕлхем!..")

Ман çул - çăлтăр витĕр - тап-такăр,

Ман кун - куççуль витĕр - уяр.

("Пуç янисен юрри").

Ман пурлăхăм чух, пин ылтăнăм çук,

Нумай кирлĕ мар тăван пĕрле чух.

("Анатри юрă")

И мĕн пуян, тăванăм,

Халăх пуян:

Унсăр пуçне кама пуç таян?

Эс те пуян, тăванăм,

Эп те пуян:

Пуçăмăрта сывлăх пур паян.

("И мĕн пуян...")

Çынлăхран кăларакан мăшкăла

Хăçанччен тÿсмелле-ши, тăван?..

("Чул çыран хĕрринче")

Тĕп пултăр тĕнчери çĕр тамăк!

Çул пултăр çăлăнăç кунне!

("Кĕçтук Иванова")

Пурнăçĕн юлашки çулĕсенче Митта хăй утса тухнă кун-çулне тишкерме пуçлать. Чунĕ сиснĕ-тĕр - пурăнмалли нумай та юлман... Ăна усăллах пурăнса ирттертĕм-ши, халăха тивĕçлĕ хайлавсем çырса ĕлкĕрейрĕм-ши?

Поэтăм, вилĕме ан асăн,

Çак пурнăç - ĕмĕрхи илем.

Кун-çулĕ кăлăх пулмасассăн,

Вилсен те пурăнать этем.

("Кĕрхи илем")

Поэт хăй çамрăклăхне аса илет, вăл кăштах шухă иртнĕ пирки ÿкĕнесшĕн. Çывăх тăванĕсене, юлташĕсене ырăпа асăнать, вĕсене чунран каламалли сăмахсене поэзин асамлă чĕлхипе çырса хурать.

Шухă пулнă, шухăшсăр çÿренĕ,

Такăрлатнă Атăл хĕррине.

Кам шутланă, кам ăна ĕненнĕ -

Чи хакли яш ĕмĕр иккенне?..

("Пит маттур-çке Иванов бульварĕ")

Çак йĕркесенче ÿкĕнÿ кăна мар, кунта пытарăнчăк шухăш та чылай. Çамрăк чухне кăна çыннăн пурнăçĕ ним шухăшсăр, пурнăç малалла кайнăçем вăл кăларса тăратакан ыйтусем нумайлансах пыраççĕ иккен. Çав вăхăтрах пурнăçра хăв вырăнна çамрăк чухне тупаймасан - ватлăхра йывăр килет тесшĕн вăл. Митта хăй шăпине тупнă, халь тин вăл ăна урăххипе улăштармастăп тет, пурнăç мĕн пехилленипе çырлахать:

Ан тив, муталарĕ хура-хур,

Ан тив, ĕмĕт çитсех каймарĕ,

Çапах каламашкăн систев пур:

Çамрăк ĕмĕр ахаль иртмерĕ.

("Ан тив, муталарĕ хура-хур...")

Митта, мĕн пурнăç тăршшĕпе ирĕклĕхе ĕмĕтленнĕскер, пурнăç вĕçĕнче çак шухăша пĕтĕмлетсе хăйне май тĕвĕ çыхать. Ун шучĕпе ирĕклĕх кăна пултару никĕсĕ пулма пултарать, поэтшăн ирĕклĕх çутă тĕнчере "чăн-чăн хакли", "нимрен хакли":

Поэзи, эсĕ Çил ачи

Эс Вут ачи, эс Шыв ачи...

Эс ирĕкшĕн çунса тăран,

Эс хумханатăн, пăлханан.

("Аслă стихия")

Поэт хăйĕн пултарулăх кун-çулне "Тав сана" сăвăпа вĕçлет. Ку вăл - юлашки сăмах. Хăйшĕн çутă хĕвел вырăнне пулнă юлташне Петĕр Хусанкая халалланă вăл ăна. Вăй-хăват, шанчăк, хавал, хĕвел парать иккен ăна тус-юлташĕ.

Вăй параттăн, ывăнса çитсен,

Сас параттăн, шухăша кайсассăн,

Е хĕвеллĕ çумăр пек ачашшăн

Ислететтĕн, чун типсе килсен...

Ахаль мар эп тайăлса каласшăн:

Чăвашсен пĕр лайăх сăмах пур -

Юлташ пултăр хăвăнтан маттур!

"Унăн... ытти нумаях та мар сăввисем юлашки вăхăтри темĕн чухлĕ шупка сăвă-юрă çинче чăн-чăн ĕнчĕ пĕрчисем пек йăлтăртатса тăраççĕ. Халăх чĕлхи, наци сăн-сăпачĕ, сахал сăмахпа нумай калама пĕлни, таса кăмăл, вĕри чĕре таппи, тарăн шухăш- акă мĕн туять вулакан Митта сăввисенче", - тенĕ хăй юлташĕн пултарулăхне хакласа Петĕр Хусанкай.

Паян "уççăнах калама пулать: Митта Ваçлейĕн поэзийĕнчи лирикăлла герой пурнăçа хытă юратакан, уншăн вута кĕрекен хастар, хĕрÿллĕ, ăслă çын. Савни умĕнче те, çĕр-шывпа халăх умĕнче те таса чунпа, ăмăртуллă ĕçпе, чыслă ятпа пурăнма тăрăшать вăл. Пирĕншĕн çак тĕллевсем, çак ăслă та çивĕч шухăшсем ют пулма пултараççĕ-и? Çук. Çавăнпа эпир халĕ те тахçанах çырнă сăвăсене савăнса, ăнланса вулатпăр, вĕсен янравлă чĕлхипе, вичкĕн шухăшĕпе, çулăмлă туйăмĕсемпе хавхаланатпăр".

ЭТЕМ ЧЫСĔПЕ ТИВĔÇЛĔХĔШĔН КĔРЕШЕКЕНСЕН ПУРНĂÇПА ВИЛĔМ ÇУЛĔ. (К.В.ИВАНОВĂН "НАРСПИ" ПОЭМИ ТĂРĂХ.) 10-мĕш класс валли 28.06.2009, 21:07

Сочинени эпиграфĕ: Этем этеме çын пек хисепле. Ваттисен сăмахĕ.

Çĕр çине çуралса килнĕ, ÿссе çитĕнсе пурнăçра хăй вырăнне тупнă çынна пуринчен ытла мĕн кирлĕ? Паллах, çăкăр-тăвар, муллăх-пурлăх, ытлăх-çитлĕх тейĕр эсир. Анчах çын кăмăлне тивĕçтерме ку кăна çителĕксĕр пуль. Ман шутпа, этеме тата хÿтлĕх кирлĕ. Çыннăн хÿтлĕх çук пулсан, унăнпур-çук çăкăр-тăварне те, мулĕпе пурлăхне те ним мар туртса илĕç. Кунсăр пуçне çынна чун апачĕ те кирлĕ-çке. Юрату, килĕшÿ-çураçу, тăванлăх туйăмĕсем чунра тымар яраймасан - этем ретĕнчен тухса ÿкесси те инçе мар.Енчен те çак туйăмсем çынра пур пулсан - ăна халăх чыс-хисепĕ çутатса тăрĕ. Чыс-хисеп вара çав çынна çĕр çинче çирĕпрех тăма вăй-хăват парĕ, вăл хăйне чăн-чăн çĕр çынни пек туйма пуçлĕ, хăйне те ыррипе кăна палăртма пуçлĕ - пурнăç тĕслĕхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, пултарулăхĕпе хăй таврашĕнчи çынсене савăнтарма тăрăшĕ. Кун хыççăн вара ыттисем те ун патне туртăнĕç - пĕр вăя пĕрлешсе çутă тавралăха ырăпа илемлетĕç.

Кашни çыннăн хăй чунĕ ыйтнă пек пурăнмалла теççĕ. Паллах, халăх ырă йăли-йĕркине, патшалăх çирĕплетнĕ саккунлăха пăсса мар ĕнтĕ. Этем чысĕпе тивĕçлĕхĕн аталану шайĕнчи ĕрет-несĕп картинчен тухмасăр тесшĕн эпĕ. Тата - хăйне çын пек туйса. Çак уçлăх чиккинчен тухсан çынна асап-инкек, терт-нуша е вилĕм кĕтет. Анчах пурнăç синкерĕ ун çынлăхне сĕмсĕррĕн таптасах лартать пулсан? Кун пек чухне мĕн тумалла? Кĕрешмелле тесшĕн К. Иванов хăйĕн Нарспипе Сетнер сăнарĕсемпеле.

Силпи ялĕ, вăрман ăшĕнче лараканскер, пуян ял: "кантур пекех çурчĕсем", "тĕрлĕ çимĕçлĕ пахча", "ем-ешĕлех сачĕсем", "сарă хапха килсерен" - "хула тейĕн инçетрен", "мулĕ пур-тăр çав вĕсен". Çăтмах тейĕн: "кайăк юрри", "хавас юрă", ним шухăшсăр "çыннисем улпут пекех утаççĕ", "ачи-пăчи выляççĕ", "хĕрĕсем акăш пекех утаççĕ" - "пурнăçсем, ах, аван аслă Силпи ялĕнче". Пĕрин кил-çуртĕнче тата - "кĕмĕл тенкĕ, тĕртнĕ пир", "тырă-пулă туллиех", "çу, сĕт-турăх, сăра, пыл", "картиш тулли япала", "урхамах пек лашисем", "выльăх-чĕрлĕхĕсем пичĕке пек". Тата мĕн кирлĕ çынна? Мĕн çитмест?

Çакăнта пурăнаççĕ те ĕнтĕ Нарспипе Сетнер ятлă икĕ çамрăк. Нарспи - "хирти сарă чечек пек", унăн "икĕ куçĕ... икĕ хура шăрçа пек", "явăнаççĕ хыçалта çивĕт вĕçĕ кăтрисем", "шăнкăртатать тенкисем", "сасси кайăк сасси евĕрлĕ". Ăна курсан - "каччăн чĕри çĕкленет", вăл кулсан - "каччăн чунĕ çемçелет". Çирĕп çын вăл, ĕçчен, "ирех ĕçе тытăнать": "юрла-юрла тĕр тăвать", е "çĕлеме ларать", е "пир тĕртме ларать", апачĕ те "хатĕр хăнашăн". Паллах, ун пек хĕре кам юратмĕ? Сетнер те - амăшĕпе пурăнаканскер, чипер ача. Унăн "пĕр урхамах лаши пур", "ватă карчăк амăш пур, вĕри юнлă чĕри пур". Тата "икĕ вăйлă алли пур", "вĕри вут пек çилли пур". Урăх Сетнерĕн "нимĕн те çук япала". "Пирĕн Нарспи... çав Сетнере юратать" иккен. Сетнер те ăна кăмăллать - "çÿллĕ валак патĕнче... куллен... Нарспие кĕтет". Анчах Нарспи ашшĕ Михетер хăйĕн хĕрне тепĕр ватă пуяна çураçса хунă-мĕн.

Çакă юратупа тулнă икĕ çамрăк чун пĕр-пĕрин патнетуртăнаççĕ. Анчах вĕсен çулĕ çинче çав тери пысăк чăрмав: "анчах асту: Михетер хĕрне памасть çукалла". Ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕнчен тухма хĕр упраçăн мехел çитейĕ-и? Мĕншĕн тесен, К. Иванов калашле, "вăйлă этем те хăй тĕнчине пăхăнать".

Çапах икĕ савни пĕрле пуласшăн, çемье çавăрасшăн, çутă ĕмĕр ĕмĕрлесшĕн. Анчах ирĕк çук. Апла ку хайхи "çăтмахри" тамăк мар-и? Уйрăм çыннăн тамăкĕ. Пурнăç çапла çав вăл: тавралăхра пурте хитре пек, пурте çителĕклĕ пек - анчах чуна ялан тем çитмест. Çын яланах хĕвел пек çутă телей патне туртăнать, никам çитейми ырлăх патне ăнтăлать. Анчах уншăн çине тăмалла, кĕрешмелле... Хăв телейÿшĕн хăв кĕрешмесен кам кĕрешĕ? Нарспи çак кĕрешĕве ертсе пыма хăй çине илет. Мĕншĕн Сетнер мар? Мĕншĕн тесен халăх этепĕ йĕркеленĕ пурнăç чаракĕсем Сетнерĕн вăйлах мар. Тата вăл - арçын. Арçын вара ку тĕнчере хăй хуçа. Нарспие çак чараксене çĕмĕрме те вăй-хал нумайрах кирлĕ.

Ман шутпа, çак кĕрешÿре Нарспипе Сетнер тăватă пысăк ункă татса тухма тĕллев тытаççĕ. Çав ункăсене татма вĕсен çичĕ пысăк утăм тумалла.

Кашни çыннăн хăй тавра халăх йăли-йĕрки тата хутшăну витĕмĕпе йĕркеленнĕ карта-ункă пур. Вăл кăмăл-туйăмри хытса çирĕпленнĕ шалти чарак, ĕрет-несĕплĕх. Ăна юрас тесен, Нарспин халăх йăли-йĕркинчен, ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен, ял-йыш умĕнчи чыслăхран тухма ирĕк çук. Нарспин вара хăйĕн чунĕ ыйтнине тивĕçтерес тесен çак ункăран тухмаллах. Унсăрăн вăл Сетнерпе пĕрле пулаймасть. Акă, Нарспи хăйне ватă йăмра патĕнче кĕтекен Сетнер патне васкать. "Нарспин çÿхе тутисем кулаççĕ-çке таçтанах". Анчах пĕр çураçнă хĕрĕн туйччен юлнă вăхăтра никампа та, пĕр каччăпа та тĕл пулма юрамасть-çке. Çапла майпа вăл халăх йăли-йĕркине пăсать, ашшĕ-амăш ятне ярать, чысне варалать. Ку унăн кĕрешÿ çулĕ çинчи пĕрремĕш утăм пулчĕ.

Пĕрремĕш унка - хăй тĕнчине татса тухма унăн тата тепĕр утăм тума тивет. Акă, Нарспи чунĕнче икĕ вăй-туртăм кĕрешет: пĕри, паллах, Сетнер еннелле туртать, тепри - ашшĕ-амăшĕ пиллесе, ирĕксĕрлесе яракан ĕмĕрхи çул енне. Хăшне йышăнмалла? "Атте-анне ухмах çав", "ÿсĕрпе хĕрне итлес темерĕ", "хĕрĕн чунне пĕлмерĕ" тесе вăрçать хайхи Нарспи, "çамрăк чун та пĕчĕк чун", чунĕ ытла çемçескер. Кайăк пулсан - "вĕçĕччĕ те кайĕччĕ" те çав. "Ăçта каяс, мĕн тăвас?.." - тет вăл Сетнере, чунне ыраттарса. Сетнер ăна хăй лаши çине лартса ку ялтан аяккалла илсе кайма та хатĕр. Тăхтамана пĕтерме те хал пур унăн. "Анчах ăна пĕтерсен, унран усал тĕнче пур" тет. Çапла вĕсем хăйсем нихăçан та уйрăлмасса чунĕсемпе тупатăваççĕ, сăмахпа мар пулин те. "Чун савнипе калаçса уйрăлассăн туймарăм", - тет Нарспи. Сетнерĕ те: "Ан ман, эппин, мĕскĕне", - тет. Ку - вĕсен иккĕмĕш утăмĕ. Пĕр ункă татăлчĕ те.

Соседние файлы в предмете [НЕСОРТИРОВАННОЕ]