Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:

chuvashskiesochineniyaizinterneta

.docx
Скачиваний:
594
Добавлен:
07.02.2015
Размер:
225.67 Кб
Скачать

Салампипе Алмазов урăх нихăçан та пĕр-пĕринчен уйрăлмĕç,пĕр-пĕрне килĕштерсе юратса пурăнĕç тесе калама иккĕленетĕп эпĕ. Салампи юратура хăй шанчăклă пулнине çирĕплетсе пачĕ-ха, анчах та Алмазова манăн пĕрре те шанас килмест. Таса та хăватлă туйăмпах юратать-ши вăл Салампие? Тем пекехчĕ те...

"ХУРА ÇĂКĂР" РОМАНРА СĂНЛАННĂ ПУРНĂÇ ЙĂЛИПЕ ЙĔРКИ 11-мĕш класс валли

19.07.2009, 00:35

Сочинени эпиграфĕ: Тахçан сĕм авалра... çичĕ ют пусмăрĕнче кун курмасăр пурăннă пулсан та... чăваш хăй пайтине çухатман, чĕлхине те, йăлине те, ĕçченлĕхне те, çивĕч ăсне те хатарлăн усранă, упранă... Романран.

Романри тĕп ĕçсем 19 ĕмĕр вĕçĕпе 20 ĕмĕр пуçламăшĕнче тĕне кĕмен чăвашсем пурăнакан Утламăш ятлă ялта пулса иртеççĕ. Кунти чăвашсем ытти тăрăхри чăвашсенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмаççĕ. Анчах хăйсен ячĕсене чăн чăвашла хураççĕ, ăрури несĕлсем халалласа хăварнă йăла-йĕркене çирĕп тытса пыраççĕ. Хăйсен уйрăмлăхĕпе мухтанаççĕ те вĕсем. Çакна çухатас мар тесе, хĕр качча памалла-и, ывăл авлантармалла-и - хăйсем йышши тымарсене аякри ялсене кайса шыраççĕ. Патша тÿре-шарисем, паллах, лăпкă пурăнма паман вĕсене: лашмана та ыттисенчен ытларах çÿретнĕ, хырçă-куланайне икшер хут тÿлеттернĕ... Çапах мăн аслашшĕсен пехилне манман - чăваш йăли-йĕркине пăрахман, асран кăларман.

Мĕнле сăн-сăпатлă курăнать-ха романра чăваш ялĕ, килĕ-çурчĕ? Ял çыннисем ытларах çамкасăр тата тăррине улăм витнĕ, ăна сайхахпа пусарнă çуртра пурăнаççĕ* вĕсен "урамалла тухакан пĕчĕк чÿречесем" пур. Тата хăш-пĕрисен "чăнкă пусмаллă крыльца пур", унăн "тăррине кĕтеслекен хăмасене чăвашла касса тĕрленĕ", умне "чĕнтĕрленĕ карлăк" тытнă. Çурт умĕнче лаштра хурама е йăмра-тирек ларать. Çил хапхи пур. Лаптак витнĕ лаçă. Лаçă умĕнче - армак-чармак тараса. Лупасайĕ, унта чăхсем чаваланаççĕ. Хÿме çумĕнче хăрах турталлă юман акапуç. Сăлăп янă витере хушка çамкаллă çÿрен юпах кĕçенет. Вĕрлĕк тытнă картиш. Картишĕнчен пÿрте кĕме пăлтăр умне пусма сарнă. Пахчаналла е кил хушшинелле пÿртĕн тепĕр пĕчĕк чÿрече пур. Пахчинче - пилеш йывăççипе улмуççи. Пахча варринче - арпалăх. Унтах - йĕтем.

Пÿрте кĕрсе пăхар-ха. Маччи çÿллĕ мар пирки - пăчă, тăкăскă, чĕрĕ сывлăш. Пĕрене çурăкĕнче таракансем çатăртатаççĕ. Алăк патĕнчи йăрхахсенче тĕрлĕ тумтир çакăнса тăрать. Урлă е тăрăхла сак çинче маччаналла перĕнес пек тÿшек-минтер купаланса выртать. Тенкел çинче - сăран питлĕ минтер - хуçа вырăнĕ. Кил хуçи - çемье пуçĕ çара сак çине лармасть-мĕн. Чăвашăн тата йăли çапла - чи асли, чи ватти апата лармасăр ыттисен кашăк тытма юрамасть. Çемьене çирĕп тытса пырас йĕркен йăли ку. Тĕпел - кил ăш-чиккин чи сумлă вырăнĕ. Унта пĕтĕм пысăк ыйтусене татса параççĕ, тĕп йăла-йĕркесене туса ирттереççĕ. Кунтах тăван-пĕтене пĕр хушша пуçтаракан сĕтел пур.

Роман пуçламăшĕнче алăк патĕнчи йывăç пуçелĕклĕ путмар çинче Çамакка выртать. Вăл юлашки çула пуçтарăннă. Çавăнпа тĕнĕ çывăхнерех вырттарнă ĕнтĕ ăна. Ун витĕр вилнĕ çын чунĕ тухса каять теççĕ чăвашсем. Шалкăм çапнă çемье пуçне. Сыватас тесе юмăç патне те кайса пăхнă, мунча пăлтăрĕнче шăпăр та çыхтарнă, пÿлĕхçе те тархасланă - усси çук иккен. Унпа сывпуллашма тачă тăванĕсем пухăннă. Вилес умĕн çемье пуçĕн пил сăмахĕсене каласа хăвармалла. Анчах... Çамакка "хăрах аллине кăкăрĕ патнерех çĕклерĕ, такама кăчăк туртса чĕннĕ пек, пÿрнисене икĕ хут хутлатрĕ" - йывăр чирлĕскер, нимĕн те калаймарĕ. Вăл икĕ ывăлне туслă, килĕшÿллĕ пурăнма пиллесшĕн пулчĕ пуль, ку таранччен пухнă мулне ятран халалласа хăварас терĕ пуль... Вара ирĕксĕрех икĕ тăванăн пĕр-пĕрне виле урлă алă пама тиврĕ. Пĕр сĕтел çинчи çăкăр-тăвартан уйрăлмасăр, тăванла пурăнма тĕв тăваççĕ вĕсем. Анчах виле çинче алă памаççĕ теççĕ те... Кун пек туни ырра çаврăнмасса хăратать. Çамаккан "сăтăрăлса пĕтнĕ сарă енчĕкĕнче" 62 тенкĕ укçа пулнă иккен, вăл та "пăхăр авăрлă çĕçĕ тĕлне лексе" саланса каять. Çапла майпа çыравçă укçашăн вăрçăнни пурнăçра ырă патне çитермессе малтанах систерсе хурать. Тен, çавăнпах Çамакка пытарса хăварнă мулне шыракан Шерккейĕн пурнăçĕ те çак сăлтавпах йывăра çаврăнчĕ пуль. Халăхра: "Пиллемесен кĕл, пиллесен пин", - тени чăнлăха çаврăнчĕ пуль.

Мĕн çисе пурăнаççĕ-ха кунти чăвашсем? Çăкăрпа сухан, хушăран пултăран яшки, чăмăрла çĕр улми. Çăнăх пур чухне - салма. ,не юр-варĕ пур ĕнтĕ. Ăна хуçалăха тĕреклетес ĕмĕтлисем ытларах пасара сутма илсе тухнă. Эрех ĕçмен, ачисене те иртĕхме паман. Çапах та, хăна килсен, "хăй яра кун выçă ларсан та", ун валли мĕн те пулин тупать, çынран та пулин кивçен илсе, "ăна çăкăр-тăварсăр кăларса ямасть". Акă пуян Кантюкăн сĕтелĕ çинче хуплу ларать. "Аш хуплăвĕпе юнашар услам çу, çăмарта, чăкăт, тăварланă çу, капăртма, хутлăн-хутлăн пĕçернĕ пÿремечи, тĕрлĕ какай" - пĕтĕмпех хăна умĕнче. Çаксене пĕçере-пĕçере кил хуçисем çĕр çывăрман. Хăла пылтан тунă кĕрчеме те пур иккен. Ăна "вун ик кăшăллă юман пичкере çулталăк ытла çĕр айĕнче усранă" - "пасар эрехĕ пĕр хĕрринче тăтăр". Хăнине вара пĕр-пĕр патшана ăсатнă пекех ăсатаççĕ. Малтан пуç тайса ĕçмешкĕн курка сĕнсе тытаççĕ. Кантюк та Алиме мăшăрĕпе çав йăлана пăрахасшăн мар. Çын умĕнче ÿкесшĕн мар: пĕр-пĕрне алă вĕççĕн тытса, ывăлĕ-хĕрĕпе пĕрле хаклă хăна умне чĕркуçленсе лараççĕ, тайăн юрри юрлаççĕ:

Урамĕсем вăрăм та, хай, утмашкăн,

Хапхăрсем вырăсла - уçмашкăн,

Ĕнтĕ умăр çутă та çийĕр хĕрлĕ,

Вăтанатпăр куçăртан пăхмашкăн.

Акă мĕнле чыслать чăваш хăй хăнине. Мĕн чухлĕ тараватлăх кунта, ыр кăмăллăх, сăпайлăх, сăйлăх... Ку та кăна мар - кил хушшине тухса, урам хапхине яри уçса, алă сулса ăсатать вăл ăна. "Чипер кайăр, тата килсе курмалла пултăр", - тет юлашкинчен. "Рехмет /тавах/ умран юлнă çăкăр-тăваршăн, ырă хуçа", - тет хăни те, хăй те хăнана пымашкăн чĕнсе. Шерккей те, хăйне çĕр выртмалăх юлма ыйтсан: "Ун пек ятăма ярас марччĕ", - тет.

"Пĕсмĕлле, Турра шĕкĕр, Пÿлĕхе кÿренместпĕр", - теççĕ кунти чăвашсем пурнăç епле йывăр пулсан та. Телей шыраса, çĕнĕ çĕре, Çĕпĕре каякансем те пур ялта. Кантюк шăпах çавна май хăй кÿршин хăлтăр-халтăр çуртне сутăн илсе юлнă. Çапах, ăнсăртран ура такăнсан та, çакă ырă мара пĕлтернине пит ĕненеççĕ утламăшсем.

Мĕн тăхăнаççĕ-ши хăйсен çине чăваш ялĕн çыннисем? Ытларахăшĕ - килте тĕртсе çĕлетнĕ кăвак йĕм, улача пир кĕпе. Урара - çăпата, пуçра - çăм шлепке. Пуян Кантюк çеç - шурă çăм калушпа, кăвак кĕпепе, çÿхе хура шăлаварпа. Паллах, хĕрарăм тумтирĕ капăртарах ĕнтĕ. Умра - саппун, кĕпине тĕрĕпе илемлетнĕ. Уйрăмах хĕр упраçсен чипер вăл. Кĕпе çийĕн мăя çакнă, çурăмĕ хыçĕнче - ылмалийĕ, алă вĕççĕн тĕрленĕ тутăр... "Чăваш çынни вăл, ватти кăна мар, çамрăкки пулсан та, вăрăмрах та шалпартарах тумтире куç хывать. Уншăн тесен - ăшă та питĕ пултăр - çавă паха..."

Çапла тырă акса-туса, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе, вăрман касса-кăкласа, пахча çимĕç ÿстерсе-сутса пурăнаççĕ кунти чăвашсем. Анчах вăл пĕтĕмпех Турăран килет теççĕ вĕсем: "...Тырра пÿлмене пухса иличчен тем те курасси пулĕ..."

Чăваш çынни хăй ачине мĕн çамрăкран ĕçе вĕрентет. Саккăрти ача алла çурла тытать, хĕр ача çыхать, арçын ача çăпата хуçать. 15 çулхи ачан вара хуçалăхра тума пĕлмен ĕç те çук. "Кам ĕçрен хăрамасть, тар тăкать те шÿт тăвать - ял çинче унăн ячĕ хисепре". Шерккей те ĕçсĕр ларас пулсан чирлесе ÿкнĕ пулĕччĕ. Ашшĕ ăна мĕн çамрăкран ĕçпе пурăнма вĕрентнĕ. Картишĕнчен пÿрте кĕме пĕлмест чăваш - вите тасатмалла, вут-шанкă вакласа купаламалла, пуçвĕрен явмалла, урапа-çуна тÿрлетмелле... "Кая юлсан - каю шăтать те, ят каять, малта пырсан - ял курать те, чыс пулать", - тет Селиме те амăшĕ вĕрентсе каланисене асра тытса.

Çутă кун хыççăн каç пулсан та ĕç пĕтмест чăвашăн. Выртмана тухмалла, авăн чĕртсе тырă типĕтмелле, йĕтĕн-кантăр шăртласа çип арламалла, пир-тăла тĕртмелле, çĕвĕ-тĕрĕпе аппаланмалла... Кашни вăхăтăн хăйĕн ĕççи. Кашни ĕççин хăй илемĕпе савăнăçĕ. Акă, выртмара асамлă юмах-халап итлесе йăлăхнă çамрăксем, пĕри выртма йĕркинепăсса тĕлĕрме пуçлать, унран тăрăхлама хатĕр: пĕр-пĕр калта е тыркас тытса килеççĕ те çывăраканăн кĕсйине чиксе çĕлесе хураççĕ е такмак каласа ăна ял хĕрринчи васана çити туртса каяççĕ.

Чăвашăн пурнăçĕ уявран уява иртет теççĕ. Вĕсем, çĕр ĕçĕпе тачă çыхăннăскерсем, йывăр ĕççисем вĕçленсен е пуçланас умĕн килнĕ. Акă, çинçе уявĕ. Халăх утă çулма тухман-ха, хирте вырма пуçланман - халăх килте канать. Çинçере кун çутинче пĕр ĕç те тума юрамасть. Çăкăр пĕçермелле пулсан та - çĕр варринче ĕçле. Çак йĕркене кам пăсать - ăс кĕртеççĕ, шывпа ислетеççĕ. Çинçе çитиччен çичĕ хут шыва кĕрсе тухса ĕлкĕрмелле - чир-чĕр çулăхмасть иккен. Уяв вăхăтĕнче пĕтĕм халăх урамра. Уява йĕркеллĕ ирттерме урам пуçĕ суйлаççĕ. Шыва кĕртекеннине палăртаççĕ. Каç пулса тĕттĕмленсен тин пÿрте кĕреççĕ çынсем. Уйрăмах çамрăксем пит хавас çак уява - карталанса сăвă-юрă калаççĕ, ут яраççĕ, кĕрешеççĕ. Пĕчĕкреххисем - лапталла, йăкăрла, кусналла, çăмарталла, чышкăлла выляççĕ. Ваттисем чи малтан кĕçĕн чÿк ирттерсе таврăнаççĕ, унтан çамрăксемпе ача-пăча савăннине кăмăллăн пăхса-сăнаса, тепĕр чух вĕрентсе яраççĕ, çав вăхăтра сăмах-юмах пуплеме те манмаççĕ.

Чăваш акатуйĕ тата мĕне тăрать! Кунта этемĕн вăй-халĕпе хевти пĕтĕмпех палăрать. Акатуй паттăрне те, акатуй пикине те палăртаççĕ çав вăйă-кулăллă уявра. Кĕрешсе паттăра тухакана тăла пиншак, ут ярса мала тухакана пасар кĕпипе шăлавар тухать - вĕсене вара ялти чи чыслă та ятлă хĕр пикесем параççĕ. Парнисене пĕтĕм ялĕпе пухаççĕ: пит шăллисем, сăмса тутрисем, сĕлкĕсем, явлăксем, пиçиххисем, сурпан вĕçĕсем, чечеклĕ чаршавсем, катанпир татăкĕсем... Тăррине элем çыхнă уяв шăччи тавра çака-çака тухнă вĕсем. Тухтар, акă, ут ярса çĕнтерет. Ăна пĕрремĕш парне параканни Селиме пулать. Арихвепе Мерчен ыттисене парне пама тивĕçлĕ иккен.

Хĕрсемпе каччăсем касси-урамĕпе карталанса ялти чи илемлĕ вырăна пухăнаççĕ те - сăвă-юрă, ташă-такмак тул çутăличчен ян каять. Уявсенче е эрне кунсенче чăваш вăййи кăнтăрла çитеспех пуçланать. Хĕрсем чи капăр тумĕсемпе тухаççĕ çак уява: мăйисем, шĕлкемисем, кĕмĕлтен тунă тăватшар ретлĕ тевечĕсем, хаклă йышши çеçтенкисем вĕсен çийĕнче.

Çынна ĕç-хĕл, уяв-савăнăç кăна мар хупăрлать, хуйхă-суйхă та пусать. Чир-чĕр те çулăхса сывлăха хавшатать. Халăх мелĕпе унран хăтăлма тăрăшать чăваш. Акă, Елисса Тухтара чикен курăкĕпе сипленме вĕрентет. "...Сиплĕ курăк тет. Малтан вăл ăна ăшĕ ыратнă тĕле тытса сăвать, кайран вĕретсе ĕçет... Такмакĕ пысăк: "Пĕр чикен сăвап, виç чикен сăвап тесе тăххăра çити ытă хисеплесе каять те унтан çаплахмайпа кутăнла хисеплесе килет, кайран: "Пĕр чикен сăвап - пĕртте ан пултăр", - тесе пĕтерет".

Çав вăхăтрах çынна инкек сунса унăн ырлăх-сывлăхне пăсма хатĕр çынсем те пур ял хушшинче. Акă, Шерпике тухатмăш. Шерккей килĕ умне "кăмрăкланнă ывăс" килсе хурать... Унта çÿç пайăрки те, тăмран туса хытарнă чăкăт та, тăпра муклашки те, тĕрлĕрен пĕрчĕсем те... Чи варринче тăхланран шăратса тунă мăкла качака... Ывăс аяккинче, пĕр хĕрринче, çăкăр хытти выртать". Кунтах пĕчĕк чĕрес, унта темиçе сум нухрат укçа... Тата... ăпăр-тапăр. Тухатланине сирмесĕр хапха витĕр тухма юрамасть. Хÿме ишсе-сÿтсе çеç тухма пулать имĕш. ,неннĕ çакна çын. ,лĕкрен ĕненнĕ, тĕшмĕш пулин те. Кĕтмен çĕртен сиксе тухакан хуйхă-суйхă сахал-им пурнăçра? Ун пек чухне ирĕксĕрех ку тухатмăш ĕçĕ мар-ши тесе шутлатăн.

Тÿркĕллинчен те хăрать мĕскĕн чăваш. Мĕн вăл тÿркĕлли? "Вăл, амăшĕсем хăйсен чи юратнă хĕрне качча панă кун çĕнĕ кил-йышра çĕнĕ çынна ялан хисеплĕх те килĕшÿ пултăр тесе, пехиллесе парса яракан йĕрĕх пукани иккен. Ун пеккине улт-çич сыпăкран ытла тытма юрамасть имĕш". "Илен кÿлли инкекĕ", "Сĕве синкерĕ" те юмăç чĕлхипе çеç тухать иккен. Шерпике карчăк юмăçлани, вĕрÿ-суру чĕлхипе такмаклани пурне те ĕненмелле пулса тухать, мĕншĕн тесен ку ĕç-хĕле ахаль çын кулленхи пурнăçра тумасть.

Акă, çăварни уявĕ. Савăнăç, кулă-юрă, катаччи. Тĕрлĕ сасăллă шăнкăравсем. Çуна хыççăн çуна. "Лашисене çилхисенчен тĕрлĕ тĕслĕ тутăрсем, хăюсем çака-çака янă... Кутлăх-йĕнерчĕкĕсенчен кĕрен те симĕс, хĕрлĕ ярапасем анаççĕ". Çунисене хурапа сăрланă, ÿречисем шурă кĕмĕлпе тыттарнă пек илемлĕ. Анчах камшăн уяв савăнăçа, камшăн инкеке куçать. Шăпах çак хаваслă самантра Селимене халăх йăлипе Кантюксем вăрласа каяççĕ. "Мĕнле йĕрке вăл?.. Тĕк тăран çынна... кĕсьерен укçа вăрланă пек илсе каяççĕ те таса ĕмĕте çапса хуçаççĕ", - тет чунĕпе аманнă Тухтар. Мĕнле тискер пулаççĕ вара çынсем?" - тет вăл çавăнтах. Халăх йăли-йĕрки уйрăм çын чунĕнчи кăмăл еккипе пымасть çав. Вăл авалтан пыракан йăлана кĕрсе çирĕпленнĕ пурнăç йĕрки. Ăна çĕнĕрен шухăшласа кăларма та, пăсма та юрамасть. Унсăрăн ваттисем çилленеççĕ тет халăх. Акă тепĕр йăла-йĕрке те çакнах çирĕплетет.

Типĕ çанталăка пула халăх выçлăх ан чăттăр тесен катаран шыв вăрласа туй тумалла иккен. Шыв туйĕ тума чи малтан шыв кĕрÿшĕ суйласа илмелле. Ăна пĕр-пĕр авланман çынна тăваççĕ. Ытларах чухне чухăн, тăлăх каччăна лекет çак шăпа. Унăн вара ĕмĕрне те мăшăрланма юрамасть, пусаллах пурăнмалла. Ăна ял халăхĕн тăрантармалла, тумлантармалла... Анчах кайран шыв хуçисем вăл камне пĕлсен шыва путарма пултарĕç. Ялта шыв кĕрĕвĕ пуррине пĕлсен яла вут чĕртсе çунтарĕç, ял варри тĕлне хура юпа лартса хăварĕç теççĕ ял çыннисем. Акă, хурлăхпа пусăрăннă Тухтара, эрех ĕçтерсе минретнĕскере, кĕрÿ тумне тăхăнтартса сиктĕрмеллĕ тăрантаспа шыв кĕрÿшĕ тума илсе каяççĕ. Тăватă лавпа çирĕме яхăн çын. Юнашар пысăк пичкеллĕ урапа та пур, унтах тĕрлĕ ĕçме-çиме. Туй пуçĕ те пур - Кантюк. "Ырă пикемĕр, таса çăл шывĕ, килтĕмĕр эпĕр сан патна сумлă ятпа та чап кăтартас шутпа. Хамăрпа пĕрле илемлĕ те чипер качча лартса килтĕмĕр, - пуçлать вăл хăй сăмахне, йăли-йĕркине. - ...Пирĕн сумлă каччă вара Тухтар сана хĕвеллĕ ир асне илет те... тунсăхлать... Пике-шыв, савса юратсамччĕ пирĕн качча..." Хăйне улталанине сиснĕ Тухтара çыхса пăрахаççĕ, ан кăшкăртăр тесе, çăварне тутăр чикеççĕ. Туй каччисем тултарнă пичкене шăтараççĕ, юхтарса çула тухаççĕ. Шывĕ юхса пĕтиччен ăна хăйсен кÿллине çитсе ямалла. Анчах çак йăлана инкекпе вĕçлеме памаççĕ, Эпселемпе Савантей туя хирĕç халăха илсе тухаççĕ.

"Хура çăкăр" роман - чăваш пурнăçĕн энциклопедийĕ. Кунта халăхăн кулленхи пурнăç йăли-йĕрки тĕплĕн сăнланнă. Йăла-йĕрке чăваш çыннине хăйне тата çемйине тытса тăма, ял-йыш пĕрлĕхне пĕтĕçтерсе ертсе пыма, пурнăçа шанчăк парса йĕркелеме, инкек-синкеке сирме, хуйхă-суйхăна пусарма, савăнăç-илеме туйма пулăшнă, чун-чĕре тата ăс-хакăл пуянлăхне упраса пурăнма хистенĕ. Паянхи пурнăçшăн çак йăла-йĕркесен пĕлтерĕшĕ тĕксĕмленнĕ пулин те, эпир мăн асаттесен кун-çулне хисеплеме, вĕсен мешехисене чунпа туйса ăнланма тивĕç.

ШĂПА ПŸРНИНЧЕН ХĂТĂЛМА ÇУК. (ÇЕМЕН ЭЛКЕРĔН "ХУРАПА ШУРĂ" ПОВЕÇĔ ТĂРĂХ.)

10-мĕш класс валли

Сочинени эпиграфĕ: Шăпа пÿрнинчен хăтăлма çук.

Каларăш.

"Элкер геройĕсем характер тĕлĕшĕнчен аталанмаççĕ, вĕсен шăпине Мăн Турă хăй çырнă. Çĕр çинчи çыннăн тĕллевĕ - çав шăпапа çураçасси, тем тĕрлĕ йывăр пулсассăн та хуçăлмасăр юлма пултарасси", - тесе çырнă В. Г. Родионов профессор-литературовед.

Чăваш халăх поэчĕ Çемен Элкер хăй те хура-шур нумай курнă. "Хурапа шурă" повеçĕнче çыравçă хăй пурнăçĕн хăш-пĕр саманчĕсене илнĕ, таса юратăва мĕн виличчен упрамалли, кун-çула çынлăха çухатмасăр пурăнса ирттермелли çинчен çырса кăтартнă.

Хайлавра эпир расна шухăш-кăмăллă, расна ăс-хакăллă сăнарсене куратпăр. Ахаль мар илнĕ вĕсене ăста прозаик. "Кашни çыннăн хăйĕн шăпи, хăйĕн ăраскалĕ", - тесшĕн пире çыравçă. Ку - чăнах та çапла. "Шăпа урлă сиксе каçаймăн", - тенĕ ваттисем.

Мĕн-ши вăл шăпа? Шăпа вăл, ман шутпа, çут тĕнчене килекен çынна çут çанталăк панă сăн-пит, ÿт-пÿ, ăс-тăн, кăмăл, ăраскал. Çын мĕнле шăпапа çуралать, çавăн пек пурăнса ирттерет. "Шăпу мĕнле, пурнăçу çапла", - тенĕ ватă çынсем.

"Хурапа шурă" повеçри Ленăпа Наçтÿç расна шăпаллă, расна ăраскаллă сăнарсем.

Лена - кăвак куçлă, сарă çÿçлĕ, таса сăнлă, кăшт тăрăхларах пĕчĕк пит-куçлă, тÿрĕ сăмсаллă, яштак хăва хулли евĕр çинçе пÿллĕ илемлĕ хĕр. "Ку санитарка, лăпкă кĕтесри чăваш хушшинче ÿснĕскер, пĕрре тĕл пулсанах хăйĕн сăпайлăхĕпе тыткăна илчĕ. Вăл хăйне кăшт именчĕкреххĕн тыткалать, анчах пуринпе те уçă кăмăлпа, ăшшăн калаçать... Ку хĕр хресчен хушшинче ÿссе йывăр ĕçсемпе те, нушапа та паллашса çитнĕ пулмалла", - тесе шухăшлать ун пирки больницăра сипленекен вăрçă инваличĕ Сергей.

Лена - чăваш хушшинчи вырăс хĕрĕ, вăл чăвашла лайăх вĕренсе ÿснĕ. Чипер хĕрĕн калаçăвĕ те, тыткаларăшĕ те, шухăш-ĕмĕчĕ те, кăмăлĕ те - пурте килĕшÿллĕ, ырă. Ленăна çут çанталăк нихăш енчен те кÿрентермен - ăраскалне çеç паман ăна.

Ленăпа Сергей пĕр-пĕрне юратса пăрахаççĕ. Анчах шăпа вĕсене пĕрле пулма пÿрмен иккен. Лена хăй юратман çынна качча тухать. "Пĕр усал йăли пулмасан аванах тейĕттĕм эпĕ ăна. Ĕçме вĕренсе кайрĕ! Ÿсĕр чух тата чăкăлташма тытăнать. Çак йăли лайăх мар!" - тет вăл.

Лена таса чунлă та çирĕп кăмăллă. Унăн мăнкăмăллăхĕ çук, вăл çынпа яланах тараватлăн калаçать, май пур таран пулăшма тăрăшать. Упăшки пĕрмаях ĕçет пулин те, Лена ăна пăрахса тухса каймасть. "...Кирек мĕнле пулсан та эпĕ хам упăшкана суйма е улталама пултараймастăп. Пĕрлешнĕ чух - тулли лава пĕрле туртса пыма сăмах панă, пĕрлетуртма кÿлĕннĕ - пĕрлех пыр!" - тет вăл.

Попов, Лена мăшăрĕ, кашни кун тенĕ пек ÿсĕр килет, ĕç укçине арăмне памасть - йăлтах ĕçсе пĕтерет, аллине ирĕке ярать, темиçе хут та ĕçсĕр юлать, çемйине чухăнлăха кĕртсе ÿкерет... Лена çавах чăтать, тÿсет, упăшкинчен уйрăлма шутламасть. Куççуль, асап, тарăху... Пĕр ырă кун та çук уншăн. Йывăр хуйхă- суйхăпа пусăрăнса, пĕр канмасăр ĕçлесе вăл чирлесе каять: чĕри ыратнипе аптрама пуçлать. Больницăра та выртать - сывалаймасть...

Ленăна, нумай çул хушши хула поликлиникинче санитаркăра вăй хунăскере, ĕçтешĕсем тирпейлесе пытараççĕ. Ун çинчен пурте ырă сăмах çеç калаççĕ: ытла та тÿрĕ чунлă, уçă кăмăллă, тирпейлĕ те ĕçчен пулнă вăл! Пурăннă кунĕсенче Лена упăшкине тĕрĕс çул çине тăратасшăн, ĕçме пăрахтарасшăн çуннă, ачисене тутă та питĕ усрасшăн нумай нушаланнă. Çемьене йĕркеллĕ тытса тăрас йывăрлăха йăлтах хăй çине илнĕ. Вăхăтсăрах ватăлса ларнă, вăхăтсăрах çĕре кĕнĕ.

Елена Яковлевнăна ытла та йывăр шăпа тивнĕ. Çав йывăр шăпапа килĕшсе вăл хăйĕн пурнăçне хĕн- асапра пурăнса ирттерет. Турă çырнă шăпаран ниçта та тарса хăтăлма çук пулĕ çав. Хăв шăпуна улăштарма-урăхлатма хăтланни хăвна-хăв улталани, хăвăн чунна варалани çеç. Тен, Лена çавăнпа хăй пурнăçне улăштарма шутламарĕ? Упăшкинчен уйрăлса Сергейпа пĕрлешме те май пурччĕ унăн. Анчах сăпайлă та таса чунлă хĕрарăм çăмăл пурнăç шырамарĕ, мĕн пуррине упраса пурăнчĕ. Юратнă хĕрĕн, пĕлĕшĕсен, ĕçтешĕсен асĕнче унăн çутă сăнĕ, ырă ячĕ ĕмĕрлĕхех юлчĕ.

Ленăпа танлаштарсан, Наçтÿç - пачах урăхла сăнар. Вăл качча кайса уйрăлнă хĕрарăм. "Упăшка пекки ман питĕ усал çын пулчĕ. Вырăнсăрах кĕвĕçетчĕ, ниме те шанмастчĕ. Ĕçсе ÿсĕрĕлсен хĕнесе пĕтеретчĕ. Тата ача-пăча таврашĕ пулмарĕ те пирĕн, çавăнпа пушшех ÿпкелешетчĕ... Тÿссе пурăнаймарăм. Уйрăлтăм та хулана килсе кĕтĕм..." - тет вăл.

Сергей Андреевич, тĕп хулара пĕр хаçат редакцинче ĕçлекенскер, Настьăпа столовăйĕнче паллашать. "Эпĕ кăмăллакан официантка пит çамрăках та марччĕ. Вăл, çирĕм пиллĕк урлă каçнăскер, чăмăр питлĕ те пысăк хура куçлă, вăтам пÿллĕ хĕрарăмччĕ. Унăн сăн-пичĕ, кĕлетки тата вăл уçă кăмăлпа калаçни килĕшетчĕ. Кăмăл туртнине пула эпĕ унпа хаваслансах калаçаттăм".

Сăн-пуç енчен чиперех пулсан та кăмăл-туйăмĕ урăхларах иккен Наçтÿçĕн. Пĕрле пурăнма пуçласан Сергей ăна, çырăва сахал пĕлекенскере, çитĕннĕ çынсен шкулĕнче вĕрентесшĕн пулать - Наçтÿç килĕшмест. Арăмне лайăхрах пăхас тесе тĕрлĕ çи-пуç илсе парать. Анчах"тумланса пынă май унăн кăмăлĕ те улшăнчĕ: вăл хăйне мăнаçлă тытма пуçларĕ, ялтан килекен хĕрарăмсемпе вĕсем чухăн тумланнă пулсан тиркешсе те йĕрĕнерех калаçрĕ, час-часах театра, кинона, паллакан çынсем патне хăнана кайса çÿреме пикенчĕ. Юлашки вăхăталла тата таçта кая-кая çухалма та пуçларĕ".

Наçтÿç сăнарĕнче чăваш хĕрарăмĕн ырă енĕсем çукпа пĕрех. Вăл хăйне ирĕке ярса ĕçкĕпе аташма та, еркĕн арçынсемпе ашкăнма та пултарать иккен. Упăшки хăйне лайăх пăхнине, уншăн тăрăшнине ним вырăнне те хумасть: кÿрентерет, хисеплемест, намăс кăтартма та именмест, элеклет. Ниçта та ĕçлемест, иртĕхсе пурăнать. Сергей вара арăмĕн хăтланăвĕсене курса йăлăхать те хваттертен тухса каять. Наçтÿç ăна кайран та канлĕ пурăнма памасть: час-часах укçа ыйтма пырать. "Эпĕ выçă, эпĕ çĕтĕк... Тавай мана халех пĕр ик çĕр тенкĕ. Унсăрăн суда паратăп, алимент шыратăп. Мĕншĕн тесен манăн сывлăх санпа пурăннă чух пĕтрĕ... Пуç ыратать, шăм-шак та шултăркарĕ. Манăн сывлăха эсĕ пĕтертĕн!" - тесе ÿпкелешет вăл.

- Эх, Наçтÿç, Наçтÿç! Мĕнле кутăн çын эсĕ?! Чĕлхÿ мĕнле çаврăнать-ши сан çакăн пек сăмахсем калама?! Сывлăху хавшать пулсан, вăл ху йĕркесĕр пурăннинчен, ĕçке ернинчен килет вĕт? Тÿрĕ çын пулнă пулсан эсĕ мана çапла кăшламăттăн, чĕререн тав тăвăттăн кăна", - тет ăна хирĕç Сергей.

Анчах та упăшки сăмахĕсене вăл хăлхине те чикмест. Столовăйсене, пивнăйсене кĕре-кĕре ларать, пĕр ĕçсĕр çапкаланса çÿрет. Çăмăлттай шухăшлă хĕрарăм ĕçлес-вăй хурас вырăнне ĕçсе-аскăнланса, пĕр тĕллевсĕр-мĕнсĕр, намăс-симĕсе туймасăр, паянхи кунпа çеç пурăнать. Юлашкинчен Наçтÿçпе Сергей судпах уйрăлаççĕ. Пĕччен тăрса юлнă хĕрарăм вара тĕрмере ларса тухнă малтанхи упăшкине шырама урăх хулана тухса каять. Сергей ăна ырă сунса ăсатса ярать, çул çине укçа та парать.

Наçтÿçе шăпи яланах таçталла сĕтĕрет. Пĕр вырăнта тĕпленсе пурăнма пултараймасть вăл. Хăйĕн пурнăçĕнчи ырлăха хăй пĕтерсе-таптаса пурăннă пек туйăнать. Наçтÿç ăраскаллă та ытлă-çитлĕ пурăнма пултаратчĕ вĕт-ха. Сергей Андрееевич - таса чунлă, ырă кăмăллă, шанчăклă çын. Ун пек арçын хÿттинче савăнса çеç пурăнмалла. Анчах та Наçтÿç çав ырлăх-телее упрама пĕлмест. Хăй ларакан турата хăех касса ÿкерсе пыни мар-ши вăл? Хăй çулĕ çинче Сергей Андреевича тĕл пулни, унпа пĕрлешсе çемье çавăрни - Турă панă телей. Наçтÿç вара хăйĕн кĕске ăсĕпе иртĕнчĕк кăмăлне пула çав "парне" хакне ăнланмасть, чунпа туйса илеймест. Çут çанталăкĕ ăна çирĕп кăмăл та ырă шухăш-туйăм панă пулсан, вăл Сергейпа, тен, килĕштерсе пурăннă пулĕччĕ. "Ăраскала укçалла илме çук", - тенĕ ваттисем.

Наçтÿçĕн пурнăçĕ ăнмасть. Вăл куçса кайнă хулара та ăна инкек те асап çеç кĕтет. Унăн пурнăçĕ еплерех çулпа пынине эпир Сергей патне янă çырăвĕнчен пĕлетпĕр. "Кунта эпĕ хамăн малтанхи упăшкана тупма шутланăччĕ. Тупаймарăм. Нимĕнле ĕçе те кĕме тăрăшмарăм. Ресторансенче, столовăйсенче пĕр тĕлсĕр çапкаланса çÿрерĕм. Тÿррипех калатăп сана: тĕттĕм кĕтессенчи таса мар çынсемпе - вăрăсемпе, шулĕксемпе çыхланса кайрăм. Ĕçке ерни пĕтерчĕ мана! Аллăмсем кукăрăлчĕç. Ĕçес килет, çиес килет, - укçа çук. Йывăр ĕçе каяс килмерĕ. Çăмăл пурăнса, укçа-тенке те çăмăл майсемпех тупас килчĕ. Çапла вара аллăмсем ют çын кĕсйисене кĕме вĕренчĕç. Хам та вăрра вĕренсе кайрăм. Çакăншăн темиçе хут милицине, суда лекрĕм. Юлашкинчен хытах айăпласа юсанмалли çурта хупрĕç. Унтан лагере ячĕç. Вăрçă çулĕсенче лагерьтен тимĕр тăпри кăларакан руднике куçарчĕç. Йывăр ĕçпе лутăркарĕç, тÿрĕ пурăнма вĕрентрĕç... Халь ĕнтĕ тинех ирĕке тухрăмăр. Пĕр пÿлĕмлĕ хваттер пачĕç. Ку хваттерте халь пĕр арçынпа иккĕн пурăнатпăр. Вăл та хам пекех ларса тухнăскер, хампа тантăшах..." - тесе çырнă вăл. Малалла Наçтÿç хăйĕн çырăвĕнче çамрăк ĕмĕрне тăрлавсăр ирттерсе янăшăн ÿкĕннине, хăй тунă йăнăшсене ăнланса илнине, хăйĕн киревсĕр ĕçĕсене сивленине, малашнехи пурнăçĕ лайăхланасса шаннине пĕлтерет. Пĕрле пурăннă вăхăтра хăйне "этем вырăнне хурса хисепленĕшĕн, лайăх пăхнăшăн" Сергей Андреевича чĕререн тав тăвать, "арлă-арăмлăх йĕркинчен тухса кÿрентернĕшĕн" каçару ыйтать.

Паллах, Наçтÿç хăйне-хăй алла илнĕшĕн, тÿрленме вăй-хăват çитернĕшĕн эпĕ савăнатăп. Çавах та иккĕленетĕп: хăйĕн кун-çулне ырă ĕçпе, таса чунпа пурăнса ирттерме кăмăл хăвачĕ çитейĕ-ши унăн?

Ленăпа Наçтÿç пурнăçĕнчи хăш-пĕр самантсене йĕрлесе тухнă хыççăн манăн çапла калас килет: "Кашни çын хăй шăпине пăхăнса пурăнать. Çапах та, çĕр çинчи пурнăçа пуянрах та илемлĕрех тăвасси çынран хăйĕнчен килет".

ЮРАТУРА МĔН МАЛТА: ТУЙĂМ Е ĂС-ХАКĂЛ? (ХУММА ÇЕМЕНĔН "СТАНЦĂРА" КАЛАВĔ ТĂРĂХ.)

10-мĕш класс валли

28.06.2009, 21:40

Сочинени эпиграфĕ: Юрату вăл асамлăх: çыннăн чĕрине çивĕчлетет, вăйлатать, сисĕмлетет!!! Альбина Любимова.

"Юратусăр пурнăç çук", - тенĕ ваттисем. Икĕ çын пĕрне-пĕри савсан, чĕререн юратсан, ăнланса-килĕштерсе пурăнсан... Мĕн пур-ши çакăнтан ырри, пахи?

Юрату вăл чун-чĕрери нимĕнпе виçейми пысăк та аслă туйăм. Юрату туйăмĕ çынри ытти туйăмсенчен чи асамли, чи хăватли, чи ăшши, чи çепĕççи, чи ачашши, чи савăкки... Çак вăйлă туйăмсăр çын - суя чунлă е пачах та чунсăр çын. Юрату туйăмĕ чунран тухса тарсан, ун вырăнне курайманлăх, усаллăх, аскăнлăх туйăмĕ вырнаçать. Кусем вара - хăрушă. Ырă туйăм ырă шухăш çуратать, ырă шухăшлă çын ырă ĕç тăвать. Усал туйăмлă çын, паллах, çут çанталăка та, кайăк-кĕшĕке те, çынсене те юратмасть. Юнашар пурăнакан çывăх çыннине те хисеплеми, ăнланми, пулăшми пулать. Юлашкинчен ăна хăйĕн чури туса хурать: хĕнет, мăшкăллать, ун ĕнси çинче пурăнать. Çавăнпа та кашни çын чунĕнче илемлĕхпе юрату туйăмĕ хуçаланмалла. Йĕри-таврари илеме курса сăнама, çынсене юратса хисеплеме пултаракан çынна пуян чун-чĕреллĕ çын тетпĕр.

Çĕр çинчи чи пысăк та асамлă туйăмсем вĕсем каччăпа хĕр, арçынпа хĕрарăм хушшинчи таса туйăмсем. "Юратупа тĕнче тăрать", - тенĕ ваттисем. Çынсем пĕр-пĕрне юратмасан, çирĕп çемье тĕвĕлемесен, ырă-сывă ачасем ÿстермесен - пурнăç малалла каймасть. Хăшĕ-пĕрисем юратăва, чăнах та, черченкĕ япалана упранă пек сыхлаççĕ, теприсем вара - ним шелсĕр таптаççĕ. "Юрату мĕн тери иксĕлми вăйлă пулсан та, икĕ чун пĕр-пĕрне шанма пăрахсан вилет", - тенĕ Альбина Любимова. Упрамасан, кăмăлтан пăхмасан, хакламасан, кирек хăш япала та çухалать, ванать, арканать. Юрату та çавах. Икĕ чĕре хушшинче çуралакан хĕлхем яланах çунса, çуталса, ялтăраса тăмалла, ăна сÿнме памалла мар.

Хăв килĕштерекен-юратакан çынна малтан куç курать, унтан, ăна сăнанă-пăхнă хыççăн, чĕре туйса илет. Анчах чĕре вăл ăслăрах, куç суйланине пурне те йышăнмасть, тулашри чиперлĕхпе шалти кăмăл-туйăм килĕшсе тăнине тишкерет. Хăй юратăвне тепĕр çынна парнелеме, ун пурнăçне телейлĕ тума пултарать-и? Кун-çул тăршшĕне савнă çыннипе пĕрле утса тухма чун пуянлăхĕпе ăсталăхĕ çитет-и? Таса юратăва упраса хăварма, хĕн-асапра пĕрле çунма, телейшĕн кĕрешме чун хавалĕпе кăмăл хăвачĕ тупăнать-и? Юратăвăн тĕпренчĕкĕсене - ачи-пăчине - çуратса ÿстерме, çын тума чун ăшшипе ăс-хакăлĕ пур-и?.. Çаксене пурне те пурнăçлас тесен юратура çыннăн çирĕп туйăмлă, çивĕч ăс-хакăллă пулмалла. Туйăмсене ирĕке ярсан, ăспа-тăнпа шухăшласа пăхмасан, чун туртăмне шута илмесен - юрату хăвăрт сÿнет. Кун пек юрату шанчăксăр, вăйсăр, илемсĕр. Юрату вăл çыннăн пурнăçне илемлĕ, телейлĕ, тулли тумалла. Чăн-чăн юрату икĕ чуна вĕренÿре, ĕçре вăй-хал парса, хавхалантарса, ыррипатне йыхăрса тăмалла.

Паллах, юрату ĕмĕрлĕхе таса та çирĕп пултăр тесен, вăл кунран кун илемленсе те чуна ăшăтса тăтăр тесен, кулянмалли те, асапланмалли те, чĕрене ыраттармалли те, куççуль юхтармалли те пулать.

Юрату -

телей вăл тетчĕç.

Ĕненместĕм:

Ма тесен

вăл маншăн пулнă

Яланах -

асап.

Юрату -

асап вăл теççĕ.

Ĕненместĕп:

Ма тесен

вăл халĕ маншăн -

савăнăç,

телей!.. -

тесе çырнă Раиса Сарпи поэтесса.

Хуть те мĕнле йывăр пулсан та юратăва вилме памалла мар. Юрату туйăмĕ сĕвĕрĕлсен, пурнăç çути те сÿнет. Ку вара çыншăн - чи пысăк çухату. Çавăнпа та юратура улталанмалла мар. "Çиччĕ виç те пĕрре кас", - тенĕ ваттисем. "Çиччĕ виçмесĕрех" юратса пăрахса асапланнин, чуна кăлăхах çунтарнин ним усси те, ним ырри те çук. Тен, эсĕ суйласа илнĕ çын - сана пачах та тивĕçлĕ мар. Эсĕ вара уншăн хуйхăрса куççуль тăкатăн. "Юрату суккăр", - теççĕ халăхра. Апла пулин те, Альбина Юрату сăвăç калашле: "Юратакан чĕре çич куçлă. Çын курманнине витĕр курать. Юратакан чĕре çич хăлхаллă. Никам илтменнине çивĕччĕн илтет. Юратакан чĕре çич туйăмлă. Никам сисменнине сисет".

Соседние файлы в предмете [НЕСОРТИРОВАННОЕ]