Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:

chuvashskiesochineniyaizinterneta

.docx
Скачиваний:
594
Добавлен:
07.02.2015
Размер:
225.67 Кб
Скачать

Çеçпĕл Мишшин чăтăмлăхĕ çинчен те, пултарулăхĕ çинчен те пĕлмелли, калаçмалли, каласа кăтартмалли нумай çав. Сăвăç пурнăçĕ çинчен кĕнекесем, хаçат-журнал, Интернет материалĕсем чылай хальхи вăхăтра. Пĕлме тăрăшни те вулама ÿркенменни çеç кирлĕ. Темĕн те шыраса тупма пулать. Çеçпĕл Мишши пек маттур çынсем çинчен вара пирĕн пĕлмеллех, вĕсенчен тĕслĕх илмелле. Мана Çеçпĕл Мишшин чун хастарлăхĕ, ĕçченлĕхĕ, чăтăмлăхĕ, çирĕп кăмăлĕ, чун тасалăхĕ, таса юратăвĕ, тĕрлĕ енлĕ таланчĕ, витĕмлĕ сăмахĕ килĕшет. Хăй шухăшне уççăн калама пултарни, çутă та пысăк емĕтпе пурăнни те сăвăçăн паха енĕсене кăтартать. Поэтăмăрăн хастар чун-чĕринчен тухнă çунатлă сăмахĕсем халăх хушшинче анлă сарăлнă. Вĕсене пурте астуса юлаççĕ, вĕсемпе час-часах усă кураççĕ.

Кăвар чĕре! Кăвар чĕлхеллĕ

Чăваш ачи, сассуна пар!

Тухсам кунта. Сана кĕтеççĕ.

Килсем! Килсем! Эс пур, - çук мар.

(Чăваш ачине)

Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,

Çĕршывăн хастар ачисем,

Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,

Ан юлăр кун-çул уттинчен.

(Хурçă шанчăк)

Çĕн поэт ака та тутăр,

Утă çултăр,

Вутă çуртăр,

Ĕçлесе çĕн юрă хутăр,

Туй пулсан, - ташлатăр, култăр…

(Тинĕсе)

Кăвар чĕрем – пин çын чĕри,

Эп пĕр çын мар – эп хам пин-пин.

Эп пин чăваш, эп пин-пин çын!

Чĕрем юрри – пин çын юрри!

(Инçе çинçе уйра уяр)

Çĕнĕ çын, çĕнĕ поэт пулнă вăл Çеçпĕл Мишши. Çĕнĕ ĕмĕре, çĕнĕ пурнăçа, çĕнĕ Куна, çĕнĕ Чăваша мухтаса çырнă чаплă поэтăмăр, тăван чĕлхене, тăван халăха нимрен ытла юратнине, хисепленине, вĕсен шăпишĕн çуннине хĕрÿллĕ сăмахсемпе кăтартса панă. Унăн ăста та тарăн шухăшлă сăввисем пире йывăрлăха çĕнтерсе пыма, ырă ĕмĕт-шухăшпа малалла çирĕппĕн утма, чăваш ятне çÿлерех çĕклеме хавхалантараççĕ. Чĕнÿллĕ сăввисем яланах çĕнни патне, ырри патне туртăнма йыхăраççĕ. Чи пысăк поэт çеç çавăн пек чуна тыткăнлакан сăвăсем çырма пултарать.

Пысăк поэт пулнипе пирĕн асран тухмасть ĕнтĕ вăл. Унăн ячĕ чăваш литературинче, музыкинче, культуринче, чăваш халăх кун-çулĕнче пысăк сас паллисемпе çырăнса юлнă. Çеçпĕл ялĕ, Çеçпĕл музейĕ, «Сеспель» кинотеатр, «Çеçпĕл» кинофильм, Çеçпĕл ячĕллĕ преми, Çеçпĕл фончĕ, Çеçпĕл сăввисем – çаксем пурте юратнă поэтăмăр Çеçпĕл Мишши яланлăхах пирĕн чĕрере пулнине кăтартаççĕ.

Çеçпĕл, Çеçпĕл, санăн ыр яту

Ĕмĕрех упранĕ чунсенче.

Căввусенчи çивĕч сăмаху

Юлĕ манăн халăх асĕнче.

МЁНЛЕ ҪЫННА ИЛЕМЛЁ ТЕТПЁР?

Эс илемлӗ, эп илемсёр теҫҫӗ,

Илеме сӑна пӑхса виҫмен.

Чунпала кашнин хитреленесчё,

Чун пуян — тӑк — чи хнтре этем.

Н.Ильина.

Илем... Мӗнле ҫепӗҫҫӗн те ачашшӑн илтӗнет. Ахальтен мар ӑна паллӑ тӗпчевҫӗ Н.И.Ашмарин «чӑваш чӗлхинчи чи хитре сӑмахсенчен пӗри» тенӗ.

Мӗн —ши вӑл илем? Ман шутпа, илем — чуна ҫӗклентерекен, хавхалантаракан, кӑмӑла уҫакан, ырра ӗмӗтлентерекен, куҫа илӗртекен, чӗрене тыткӑнлакан туйӑм. «Асамлӑ вӑй-хӑват пӳр тейӗн ҫав унра. Ҫичӗ тӗспе йӑлкӑшакан асамат кӗперне асӑрхатпӑр-и е чӗвӗлти кайӑк юррине илтетпӗр — пирӗн пит-куҫ ҫуталать, чӗрене темле ӑшӑ туйӑм ҫупӑрланӑн туйӑнать. Уяр ҫанталӑкри янкӑр тӑрӑ сенкер тӳпе мӗнле хитре тата! Вӑл чуна лӑплантарать, ӑшра ырӑ канлӗх туйӑмӗ вӑратать. Акӑ тата каҫхи.тӗттӗме сирекен ҫутӑ уйӑх пӗлӗт хушшинчен ярӑнса тухать те тулли питлӗ сарӑ хӗр пек курӑнать. Йӑл-йӑл ҫиҫекен ҫӑлтӑрсем таҫта инҫете чӗнекен вӑй евӗр илӗртеҫҫӗ. Ӑнсӑртран-и пур халӑх поэзийӗнче те савнӑ ҫын куҫне ҫутӑ ҫӑлтӑрпа танлаштараҫҫӗ», — тенӗ кун пирки Г.Я.Хлебников критик — литературовед. Пур япалана та, пулӑма та «илем», «илемлӗ» сӑмахсемпе ҫыхӑнтарма пулать: ҫурхи илем, ял илемӗ, илемлӗ чечек, илемлӗ кӗвӗ, илемлӗ хӗр /каччӑ/, илемлӗ сӑмахлӑх... Илемре яланах мӗнле те пулин ырӑ пӗлтерӗше туйтаракан япала уҫӑмлӑхӗ, сӑн — сӑпачӗ пур. Анчах кашни сӑнлӑхах илемлӗ пулмасть. Сӑмахран, пылчӑкра сысна йӑваланни, шӑршлӑ пӗвере шапа кӑваклатни, хуҫӑлса аннӑ е хӑрса ларнӑ йӑмра, ӳсӗр ҫын тӑрлавсӑр калаҫни е тайкаланса-сулланса утни...

«Илем илӗртет», «Илем куҫран пӑхтарать», - тенӗ ваттисем, Илеме курма, курсан — чунпа туйма пӗлмелле. Илеме сӑнаса пӑхсан чунра ырӑ туйӑм ҫуралчӗ-тӗк, шухӑш-кӑмӑл ҫӗкленчӗ-тӗк — эсё илеме чунпа туйнӑ. Илем вӑл — пурнӑҫ. Пурнӑҫ илемлӗх пуррипе хитре. Анчах пурнӑҫа ҫут ҫанталӑк илемӗ кӑна мар хитрелетет. Пурнӑҫ вӑл илемлӗ ҫынсем пуррипе те пуян.

ВАЛЕРИ ТУРКАЙ СĂВВИСЕНЧИ ЧĂВАШЛĂХ ХАВАЛĔ

Туркай - ăрăмçă.

Туркай - йыхăравçă.

Туркай - Турă ачи.

Сăввисене... илĕр "ал валли".

И. Дмитриев.

Чăвашлăх вăл - эпир хамăр чăваш çынни пулнине уççăн, мухтанса, хавхаланса пĕлтерни. Чăвашлăхра хамăра хамăр хисеплени, наци мăнаçлăхне туйса тăни, чăваш çĕрне тата тăван халăхăмăра юратни, унăн ырă йăли-йĕркине аталантарни, халăх сăвви-кĕввипе ташши-кĕввине кăмăллани, илемĕшĕпе ÿнерне упрани, чăваш чăваша чыс туни, кашни чăваш хăй йăх-несĕлне, ашшĕ-амăшне сума суни, ачи-пăчине чăваш туса ÿстерни, халăхăн ырă пуласлăхĕшĕн ĕмĕтленсе шухăшлани тата кĕрешни малта тăрать.

Валери Туркай сăввисем те чăвашлăх туйăмĕпе çуталса тăракан хайлавсем. Вĕсемпе вăл хăй чăн-чăн чăваш поэчĕ пулнине пĕлтерчĕ. Халăх пурнăçне, унăн шухăш-кăмăлне, чун-чĕре туртăмне уçса пама пултаракан сăмахçă-ăстаçă пулнине çирĕплетрĕ. Халăх вара уйрăм çынсенчен тăрать. Мĕнлерех курать-ха поэт çав чăваша?

Эс пул академик,

Эс пул, генерал,

Эс пул çĕр ĕçченĕ -

Тăван çĕр хуçи...

Эс пул пысăк пуçлăх,

Пулсам эс кĕтÿç,

Эс пул çамрăк йĕкĕт,

Пулсам ватă çын...

Çакна çеç, çакна çеç

Ан ман эс, чăваш:

Чăвашшăн чăваш - чи хаклă юлташ!

Чăвашшăн чăваш - тăван-хурăнташ!

тЧăвашшăн чăваш - чи çывăх юлташ!

Чăвашшăн чăваш - тăван-хурăнташ!

/"Чăваш тупи"/

Халăхĕ вара, поэт "Атăл урлă каçрăмăр", "атте-анне пехилне асран ямарăмăр", "пĕрне-пĕри савма, пулăшма манмарăмăр" тет пулсан та, "пĕр хăват, пĕр йыш пулма хăнăхайман". "Тĕлĕретпĕр-ха", "вăранмастпăр-ха иккен эпир".

Никамран нимпе катăк мар эпир.

Никамран нимпе чухăн мар эпир.

Пур сăмахăмăр. Пур Эрешĕмĕр.

Улăпсем те пур. Кăйкăрсем те пур.

Пур Кун-çулăмăр, авалхи Кун-çул.

Пур ыр ятăмăр, таса чунăмăр.

Пĕрлĕх çеç сахал! Ирĕк çеç сахал!

Тĕп хуламăр пур... Çук Çĕр-шывăмăр.

/20-мĕш ĕмĕр вĕçĕнчи хурлăхлă

чăвашăн хÿхлевĕ"/

Чăвашăн тĕп хули - Шупашкар - "хăш чухне чи çывăх тус пек, хăш чухне усал тăшман пек" туйăнать поэта. Поэта анчах мар ĕнтĕ:

Ку вăл - манăн Шупашкарăм:

Чăваш мăшкăлĕ, мухтавĕ,

Чăваш савăнăçĕ, терчĕ,

Чăваш ĕмĕчĕ, инкекĕ,

Чăваш чăнлăхĕ, ултавĕ,

Чăваш тамăкĕ, çăтмахĕ...

/"Шупашкар"/

Мĕншĕн вырăсланать-ха Шупашкар чăвашĕ - канăçсăрлантарать поэта çак ыйту. Хĕрхенет вăл çакăн йышшисене:

вырăсланнă чăвашсем

ĕмĕлкесем пек

хĕвĕшеççĕ ман тавра

ăшçунтармăшсем...

сивĕ тĕксĕм çăлтăрсем

хăрнă хунавсем...

/"Вырăсланнă чăвашсем..."/

Эпир авалхи аслă несĕлсен халалне, ырă йăли-йĕркине манман-ха. "Тутар-и, вырăс-и е хамăр чăвашах -ăна тулли кĕрекене лартмасăр ку таранччен пĕрре те кăларман". Чăвашăн чун тараватлăхĕпе сăйлăхĕ сăваплă пÿрт ăш-чиккинчен те пысăкрах:

Хăна валли юлашкине пулсан та

Чăн-чăн чăваш лартать сĕтел çине.

Ан тив, чăвашăн çук тем тĕрлĕ çимĕç:

Банан та персик, иçĕм, ананас...

Ун вырăнне эпир таса чунпа сăйлатпăр,

"Тавсси" тесе çĕклетпĕр алтăра.

/"Чăваш килне иртен-çÿрен кĕрсессĕн..."/

Хамăрăн чăвашлăха хамăр хÿтĕлеме, упрама, аталантарма пĕлетпĕр-и эпир? Камран килет вăл? Чăваш хĕрарăмĕнчен-и? Чăваш пуçлăхĕнчен-и? Чăваш арĕнчен-и? Чăваш хĕр упраçĕпе яш-кĕрĕмĕнчен-и? Манкурта тухмастпăр-и эпир?

Эй, чăваш хĕрарăмĕ!

Санăн куçунтан

Пуласси пăхать паян

пулăшу ыйтса.

Санăн ывăлу-хĕрÿ

Чăвашла пĕлет-и?

Санăн ывăлу-хĕрÿ

Тăван халăха

Ыр сунмашкăн, юратма

Хăнăхса ÿсет-и?

Эй, чăваш пуçлăхĕсем,

Халăха ан сутăр!

Тăван халăх пĕрре çеç,

Ăна ырă сунăр!

Эй, чăваш яш-кĕрĕмĕ!

Тĕлĕрсе çитет!..

/"Утăм хыççăн утăм"/

Поэт: "Чăвашра Арсем пĕтмен-ха", - тет, - "пулĕ ĕç те, кĕрешÿ те, килĕç ирĕклĕ кунсем". Арçын - çĕр-шыв вăй-халĕ, хăюлăхĕ, хастарлăхĕ, маттурлăхĕ, çирĕплĕхĕ...

Вăл, чăваш, пĕрре пăхма çеç

Халран кайнăн туйăнать.

Чĕринче ун Турă Пилĕ -

Шанчăк çулăмĕ - çунать.

Пулĕ ĕç те, кĕрешÿ те.

Усса лармăпăр алла.

Чăвашра Арсем пĕтмен-ха.

Пурăнатпăр-ха апла!

/"Чăвашра Арсем пĕтмен-ха!"/

Чăваш вăл Чăвашра кăна мар. Пушкăртра та, Чĕмпĕрте те, Самарта та, Çĕпĕрте те пур вăл. Пур чăваш пĕрле пулсан, алла-аллăн тытăнсан - "Чăваш тĕнчи" пуринчен вăйлă, пуринчен çирĕп, пуринчен те аслă:

Чăвашшăн çук çич ют чăваш.

Эп - сан, эс - ман хурăнташ!

Эй, тăвансем, ылтăнăмсем!

Эй, тусăмсем, çăлтăрăмсем!

Мĕн виличчен пĕрле пурнар!

Чăваш тĕнчишĕн кар тăрар!

/"Пехил"/

Анчах чӑваш мар чӑвашсем нумайланчӗҫ мар —и? Маргинал чӑвашсем. Йӑхне маннӑ чӑвашсем. Чӑваша чӑваш хисепе хуман чӑвашсем. Чӑваш чӑваша сутма та хатӗр чӑвашсем.

Ах, епле вӗсем ӑслӑ!

Ах, епле вӗсем харсӑр!

Ах, епле вӗсем!..

Пурпӗр

Чӑваш мар чӑвашсем —

Чӑваш мар!

Чӑваш мар!

Чăваш мар!

Чӑвашла калаҫаҫҫӗ,

Чӑвашла шухӑшлаҫҫӗ,

Чӑвашла ятлаҫаҫҫӗ... Чӑвашах —иҫ вӗсем! Ачисем?! Ачисен ачисем?!

Чӑваш мар — Чӑваш мар ачасен Ашшӗсем — амӑшсем.

/"Чӑваш мар чӑвашсем"/

Поэт вара ҫаплах хӑй юррине — чӑвашлӑх кӗввине — чӗре хавалӗн тӗрри — эрешне сӑмахлӑха хывать.

Чӑваш эп.

Эп пулӑп Чӑваш ӗмӗрех.

Пӗлетӗп эп: мансӑр

Пушанӗ тӗнче.

Ак мӗншӗн пурнасшӑн

Эп ҫак Ҫӗр ҫинче.

Ҫурри эп — Европа,

Эп — Ази — ҫурри.

Чӑваш эп.

Ман туррӑм — Ыр кӑмӑл Турри.

/"Ҫурри эп — Европа..."/

Чӑт.

Ёҫле.

Кӗреш.

Ҫӗнтер...

/"Кам калать Чӑваш Енре Улӑпсем пулман тесе?"/

Турӑпа,

Хӗвелпе килӗшӳллӗ пурнатри?

Эй, эсир, чӑвашсем!..

Эп сире юрататап!

/"Ман ытарма ҫук ырӑ та маттур чӑвашӑмсене"/

Ҫавах эпир — чӑвашсем — вӑйлӑ. Мӗншӗн тесен "кашни чӑвашра Улӑп юнӗ вылять", "Кирлех-тӗк, эпир тӗнчене кисрететпӗр, кирлех — тӗк, пӳлетпӗр эпир Атӑла!" Ертӳҫӗсемпе те вӑйлӑ эпир. Вӗсене, поэт шучӗпе, "ятламалла тет пирӗн — йӑпанмалӑх", мӗншӗн тесен вӗсем — "пире ертсе пыракансем", "эпир вара" — вӗсене ҫуратнӑ халӑх. Вӗсенче — шанчӑк. "Ҫӗнӗ кун ҫуталасси — малта".

Хисеплӗ пуҫлӑхӑмӑр, тен, сиртен

Мӗн килнинчен ытла темех килмест —тӗр...

Анчах эсир маттур та харсӑр чух

Эпир те хамӑр вӑйлине сисетпӗр.

Апла —тӑк, пулӑр — халӑхпа пӗрле!

Хӑвра ҫуратнӑ халӑхран ан писӗр!

Ан манӑр: халӑх пӗтӗмпех курать.

Кам — халӑхҫӑр, ҫав чӑннипех телейсӗр.

/"Чӑваш енӗн ертӳҫисенё"/

Ҫав Улӑпсем пуртан вилмерӗ,

Сӳнмерӗ Шанчӑк Чӑвашра.

Ҫав Улапсем пуртан паян та

Вай — хал тапса тӑрать чунра,

Ҫав Улӑпсем пуртан нихҫан та

Чӑваш Хӗвелӗ сӳнес ҫук.

Ҫав Улӑпсен ятне нихҫан та

Эпир асран кӑларас ҫук.

Апла — пурнатпар — ха, пурнатпӑр!

Утма тивсен те тӑваллаг

Апла — тек каялла чакмастпӑр...

Утсам, Чӑваш, ут малалла!

/"Ҫав Улӑпсем пуртан"/

Кун —ҫул шӑпи пурне те татса парать, пурне те хӑй вырӑнне лартать, Чӑвашӑн чӑвашлӑхне таптакан, хӗсӗрлекен, пӗтерекен, сумсӑра кӑларакан та кун —ҫул сучӗ умне тӑрӗ. Вара курӑпӑр — хӑшӗ самантлӑха кӑна килнӗ, хӑшӗ — ӗмӗрлӗхе, яланлӑха, нихҫан сӳнменлӗхе...

Чӑваш Чӗлхишӗн ҫапӑҫса

пуҫ хунӑ Удӑпсем,

куҫӑрсене уҫсамӑр!

Курсам, Атилла,

кур, Купрат,

Алмуш — патшамӑр, кур,

курсамччӗ, Иван Якӑльч, кур:

паян Чӑваш Чӗлхин тӑшманӗсем

явап тытаҫҫӗ сирӗн умӑрта!

Ҫунтар, питле йӗксӗксене, Кӑвар Чӗреллӗ Ҫеҫпӗл!

Калах, кала хӑв сӑмахна,

Сӑваплӑ Кӗҫтенттин!

Элкер! Митта!

Ӑҫта эсир?

Ӑҫта эс, Хусанкай?

Паян Чӑваш Чӗлхин тӑшманӗсем

явап тытаҫҫӗ сирӗн умӑрта!

...Чӑваша

Халӑхсен тӗрминче

усракансене —

намӑс!

Чӑвашла калаҫман чӑвашсене —

намӑс!

Ачи —пӑчине

чӑвашла вӗрентмен чӑвашсене —

намӑс!

Чӑваш Чӗлхине вилӗм сунакансене — •

намӑс!

намӑс!

намӑс!

Хамӑн шухӑша Валерий Туркай каланӑ сӑмахсемпех вӗҫлес килет. Вӗсенче — унӑн чун хавалӗ, хевти. Ҫак ҫутӑ ырлӑх, поэзи анине акӑнса, калчан шӑтса тухса паха ҫимӗҫ пачӗ: "Пӗчӗк халӑх ҫук. Пур халӑх та аслă. Кашни халӑх вӑл ҫак тӗнчере пурришӗн аслӑ... Эпир питӗ нумай тума пултаратпӑр паян. Эпир ҫапах та икӗ миллионлӑ халӑх, аслӑ халӑх. Паян пирӗн, чӑвашсен, пурин те пӗр пулса, пӗр тӗллев тытас пулать. Ҫав тӗллев вӑл — пӗрлӗхлӗ, вӑйлӑ, пысӑк культурӑллӑ, ҫутӑ пуласлӑхлӑ, кӳршӗсен хисепне тивӗҫлӗ ирӗклӗ наци пуласси. Ҫак тӗллев пурнӑҫланассипе пурнӑҫланаймасси, паллах, кашни чӑвашранах килет, санран та, манран та — пуринчен те".

ÇЫН ТАТА ÇУТ ÇАНТАЛĂК

Василий Алентейăн "Хирте вĕршĕнсем вĕçеççĕ" романĕ тăрăх

Сочинени эпиграфĕ: "Çут çанталăка упрасси - кашни çын тивĕçĕ".

Каларăш.

Этем çут çанталăкăн уйрăлми пайĕ. Вăл хăйне çуратакан-ÿстерекен тăван тавралăхăн хăватне алла илме пуçлани нумай вăхăт пулать ĕнтĕ. ,мĕрсем хушшинче наукăпа техникăна аталантарса, хăйне валли апат-çимĕç ытларах туса илес тата çут çанталăк ырлăхĕпе туллинрех усă курса пурлăх пухас тĕллевпе ăна хăй аллине çавăрса илчĕ-илчех. Этем хăйне пурăнма вăй-хăват паракан çутă та чĕрĕ тавралăха унран мĕн кирлине илессипе кăна виçме пуçларĕ пулас. Çут çанталăкран унăн мĕн пуррине пăчăртаса-ĕмсе илетпĕр те - каялла вара хамăр нимĕн те парасшăн мар. Çĕр-аннемĕрĕн, мĕн пур чĕрĕлĕхĕн, çут тĕнчен пусмăрçине тухмастпăр-и капла? Юхан шывсем, çăлкуçсем типеççĕ, тÿремлĕхсем çырма-çатрана куçаççĕ, ката-вăрмансем хăраççĕ, çĕр пулăхлăхĕ чухăнланать, кайăк-кĕшĕкпе чĕр чун сасси илтĕнме пăрахать... Çакна кулленхи пурнăç çаврăмĕнче асăрхамастпăр та вĕт. Хамăр ларакан турата касмастпăр-и? Эгоист мар-и эпир? Çут çанталăкэкологийĕпе чун экологийĕ пирки калаçма, татăклă йышăнусем тума вăхăт çитмерĕ-ши?

Акă, "Хирте вĕршĕнсем вĕçеççĕ" романри Иван Пантюхин бригадир та, салтака кайиччен тăрăшуллă механизатор пулнăскер, виç-тăватă çул ĕнтĕ пĕр сукмакпа çÿрет. Çав вăхăтрах çак сукмака татнă пĕчĕк шырланран хĕп-хĕрлĕ тăмлă вар пулса кайнине асăрхамасть те. "Кашнинчех сикнĕ те каçнă, сикнĕ те каçнă. Пĕррехинче тин, хăй çак шырлана сиксе каçаймасăр персе ансан, унтан упаленсе тухма тивсен, шухăша путать. "Хам куç умĕнчех тарăнланса пычĕ-çке çак шырлан. Мĕншĕн шухăшламан-ха эпĕ ун пирки маларах? Мĕншĕн çатанпа-мĕнпе пÿлсе лартман эп ăна?" - тет вăл. Вара вăл тăван уй-хирти пĕтĕм çырма-çатра çинчен шухăшлама пуçлать.

Мăрсакасси ялĕ /ячĕ те аваллăхпа палăрса тăрать/ виçĕ касран тăрать: Çывăхкас, Вăтакас, Инçекас. Пантюхин Инçекасра пурăнать. Хăйсен килне çитме унăн Хисмет çырми урлă каçмалла. Анчах çав элес-мелес тарăн та чăнкă ту -чакăллă çырмана никам та анса хăпараяс çук. Вĕçрен-вĕçех тĕпсĕр çурăксем, хăвăлсем. Унта нимĕнле курăк та ÿсмест. Хĕрлĕ тăм ишĕлсе, юхса тăрать. Ку çырмана ÿксе миçе пăру-ĕне, путек-сурăх вилмен-ши? Вăйă вылякан ачасем миçе мечĕк-пÿске çухатман-ши? Ун çумĕнчи пĕччен хурама та хăрса кайнă. Никам каçайми çырма. Пĕр татăк супăньшĕн, пĕр курупка шăрпăкшăн нуша кăтартать - лавккана пĕр сехет çаврăнса çÿремелле. Пĕр ял çыннисене икĕ пая уйăрса янă çак çырма. Ютшăнмах пуçланă пĕр-пĕринчен. Çамрăксем хирĕçкелени те пулкаланă. "Эпир хамăр енче хамăр хуçа. Пирĕн енчи хĕрсемпе çÿрес тесен чи малтан четвĕрт эрех лартмалла. Ун хыççăн тата четвĕрт", - теççĕ пĕррехинче Иван Пантюхина Антон Удейкинпа Улмури Витали, вăл Ульккапа-савнипе тĕл пулма пырсан. Иванпа Улькка пĕчĕк чухне пĕр урамрах чупса çÿренĕ. Урам варрипе пĕчĕкçĕ çырма çеç пулнă. Ун урлă ачасем вăшт та вăш чупса каçнă. Халĕ вара тавран - тарăн çырма пуçĕнчен çаврăнса çÿремелле. "Тĕпсĕр çырмасем шырланран пуçланаççĕ", - тесе шухăша тĕвĕлет Иван Пантюхин.

"Тыр-пулшăн" колхоз председателĕн Антон Удейкинăн килĕ Хисмет çырмин леш енче. Каçхине çап-çутă чÿречесем ытла та уçăмлăн курăнаççĕ. Çывăхрах вĕсем. Ал тăсмалăх çеç. Анчах Пантюхинсенпе Удейкинсен пÿрчĕсем умĕнче тарăн та армак-чармак çырма. Çак çырма ыйтăвĕ ытларах Пантюхина канăç памасть иккен. "Патша - çырма. Яла ишет вăл, аркатать. Кашни кун, пĕр чарăнмасăр кăшлать, çурать... Уй-хире мĕн чухлĕ им-çам кăларатпăр. Тар тăкса тăрăшатпăр. Укçа-тенкĕ пĕтет. Хисмет вара - йăлтах туртса илет. Çурхи шывпа, çумăрпа юхтарса ярать. Тыр-пул тухăçне яланлăхах ÿстерес тесен чи малтанах çырма-çатрана хирĕç атакăна тухмалла пирĕн", -тесе Удейкина ÿкĕте кĕртесшĕн вăл.

Ак хайхи çырма, ишĕлсе, çынсен пÿрчĕсем патнех çитет. Чи малтан Тусур Павăлĕн çуртне çĕнĕ çĕре куçарма тивет. Çырма вара ахаль те хĕсĕнсе юлнă урама татах хĕсрĕ, çĕмĕрчĕ. Унтан Улмури Уçăпĕ куçса кайрĕ... Каярах ыттисем те хăйсен пÿрчĕсене çырмаран чылай аякка чакарса лартрĕç. Удейкинсем çеç куçма васкамаççĕ. Акă, пĕррехинче, вĕсен килĕ умĕнче çамрăксем хĕрсех волейболла вылянă чухне, сасартăк çырма хĕрри шума тытăнать. Площадкăран çамрăксем аран-аран сиксе тухаççĕ. Тĕнче пĕтнĕ чухнехи пек шăв-шав пуçланать. Антон Удейкинпа арăмĕ килтех пулнă иккен. Вĕсем урама тухма васкаççĕ. Хапхине уçать Антун - ури çĕре лекмест.

Удейкиншăн пулсан, унăн колхоз çĕрĕнчен паян мĕн илме май пуррине пăчăртаса илмелле. Хуçалăх, паллах, сулмаклă утăмсемпе аталанать. Районта та малтисен шутĕнче. Унччен гектартан çич-сакăр центнер тĕш тырă туса илнĕ пулсан, халĕ çуллен вăтăршар центнер тухать. Государствăна икĕ план чухлĕ ăсатать вăл. Колхозниксене кашни уйăхрах, хуласенчи рабочисемпе служащисене панă пекех, пĕр чăрмавсăр ĕç укçи тÿлет. Çак тĕллевпех Тăрна шурне татса ярса торф кăларттарнă вăл. Тонни-тоннипе. Çапла майпа, чăнах та, колхоз çĕрĕсен тухăçлăхĕ ÿснĕ. Анчах çут çанталăк илемĕ - Тăрна шурĕ типсе ларнă, унран çăлкуçĕ те тарнă. Ку хуçана нимĕн чухлĕ те шутлаттармасть. /лĕм, тен, лабораторисенчех тутлăхлă апат тума вĕренсе çитĕç. Хĕвел çутинчен, сывлăшран, шывран тÿрех апат-çимĕç хатĕрлеме тытăнĕç", - тесе юмахлать. Çапах та пĕтĕм ял халăхĕ Хисмет çырмин хăрушлăхĕ пирки калаçма пуçланине кура Удейкинăн килĕшмех тивет - "Сельхозтехникăпа" килĕшÿ туса çырмана тикĕслесе пĕве тума тытăнаççĕ.

Удейкинăн арăмĕ - Ольга Петровна - ун пек мар. Вăл, Пантюхин пекех, çут çанталăкпа тăван тавралăх шăпипе канăçсăрланать. Ăна уйрăмах колхоз ферминчен тухакан тислĕк шывĕ Хисмет çырмипе юхса Хăмăшлăх çырминех çитни кулянтарать. Ял халăхĕн кĕпе çума та вырăн çук иккен. "Пĕвене картласа лартиччен усал шыв шăпине татса памалла. Тислĕк шывне пухма пысăк шăтăк чавмалла, унăн стенисене чулпа çирĕплетес пулать, цементпа шăлса хытармалла", - тет вăл. Тăрна шурĕ те Улькка чунне ыраттарать. Тем пысăкăш кÿлĕ ĕмĕрлĕхех çухалать вĕт-ха. "Пуçлăх теççĕ сире. Хăвăр вара пĕрне, янтăрах панине, пĕтертĕр. Тепĕрне темиçе пин тенкĕ укçа тăккаласа, çĕнĕрен тăватăр", - тет вăл мăшăрне пăскăртса.

Удейкин вара Хисмет çырмине пĕвеленинчен усси пуласса та ĕненмест. Тĕрĕссипе ĕненет-ха, анчах унăн паянах çитĕнÿ тумалла. Мĕншĕн тесен çамрăксем çитĕнеççĕ иккен, унран аслăраххисем, пултаруллăраххисем. "Пурте хам ĕçленĕ вăхăтра пултăр. Çĕкленĕвĕ те. Проценчĕ - мĕнĕ те. Дипломĕ, ялавĕ те. Эпĕ - хальхи çын. Эпĕ - хальхи кунпа пурăнатăп, - тет вăл хăй те. - Курăн акă, татах темиçе орден илетĕп. Герой ятне илетĕп... Эсир мана тепĕр пилĕк-ултă çултан, вунă çултан, çĕр çултан пайта кÿрекен ĕçсемпе хупласа хурасшăн..."

Улькка вара урăхларах шухăшлать. "Купăста, хăяр, кишĕр... Хулана вĕçĕ-хĕррисĕр ăсатăпăр çав пурлăха. Уй-хире шăварма тытăнăпăр. Хисмет çырминчи шывпа. Кунсăр пуçне чăп-чăмăр та мăнтăр карас пулăсем çăтăл-çăтăл сикме тытăнĕç унта. Мăрсакасси ялне чăн-чăн илем, хаваслăх килсе çитĕ... Ара, чăннипе, эпир хамăршăн çеç мар, пулас ăрусемшĕн те пурăнатпăр-çке". Çав вăхăтрах Антун калани те тĕрĕс пек. "Эпир кăна /Мăрсакасси çыннисем/ тăрăшни вăл, тĕнчешĕн пулсан, вĕçĕ-хĕррисĕр сĕм вăрманти пĕр кăткă тĕмĕнчи кăткăсем айкашнă пек çеç. Эпир кăна тăрăшнипе тĕнче нимĕн чухлĕ те улшăнас çук. Çут çанталăка сыхласа хăварасси - пĕтĕм халăх, пĕтĕм тĕнче ĕçĕ", - тет вăл. "Хăналăха çеç пурăнатпăр эпир тĕнчере", - тет пĕррехинче Улькка ашшĕ. Амăшĕ те тĕнчере вăхăтлăха çеç пурăнатпăр тет. Антун ашшĕ те хĕр çураçма килсен çаплах каланăччĕ. Май килнĕ чухне çĕр çинче савăнса юлмалла, ĕмĕр иккĕ килмест тесе ĕнентересшĕн вĕсем. "Çук, атте те, анне те, Антун та, Антун ашшĕ те тĕрĕс каламаççĕ. Паянхи ырлăх-савăнăçшăн тăрăшни вăл чĕрĕк телей, çур телей кăна* чи пысăк телей вăл - малашлăхшăн, пулас ăрусемшĕн, пĕтĕм этемлĕхшĕн тăрăшни... ,мĕр-ĕмĕр пурăнтăр вăл - тĕнче. Илемлĕрех те илемлĕрех пултăр. Пирĕн ăна илемлетме вăй хумалла", - тет, хăй шухăшне пĕтĕмлетсе, Улькка.

Пантюхинпа Тусур Павăлĕ, хăйсем çине тăнипе, Тăрна шурĕнчи çăлкуçсене çĕнĕрен чавса уçаççĕ. Анчах Удейкин вăй-хала икĕ çĕре сапалама килĕшмест. Унăн малтан Хисмете çăварлăхламалла. "Çурхи шывпа пĕрле Хисмете чи лайăх тăпра, уй-хир хăйми, мĕн чухлĕ ăсанать", - тет вăл. Тата часах тыр-пул пухса кĕртме тытăнмалла, сенаж хывма та пуçламалла. Удейкин тем пек хирĕçлерĕ пулин те, Пантюхинпа Тусур Павăлĕ халăха Тăрна шурне юсама йыхравлаççĕ. Çынсем хаваслансах килĕшеççĕ. "Акă, вĕсем урам тăрăх шавласа, кулкаласа пыраççĕ. Ял çыннисем чÿречисене уçа-уçа пăхаççĕ, хапха умне чупа-чупа тухаççĕ. Вăйпитти çынсем те курăнкалаççĕ. Ваттисем те. Акă, пĕрин хыççăн тепри хутшăнать вĕсен йышне. Ачасем те кĕшĕлтетсе пыраççĕ". Юлашкинчен смена хыççăн пушаннă, Хисмет çырмине тикĕслекен бульдозерсем те çитеççĕ. Тăрна шурĕнче халăх кăткă пек хĕвĕшет. Халăх сурать - кÿлĕ тăвать тенĕ пек нимелле ĕçлесе кÿлле çĕнĕрен чĕртме пултарчĕçех мăрсакассисем. "Эпир кунта хамăр ирĕккĕн тухнă. Чун-чĕре хушнипе. Пире никам та улталамасть, улталас та çук. Эпир хамăр ирĕккĕн, хамăр пуçарупа нимĕн те тума пултараймастпăр-и? Халăх тем те тума пултарать", - теççĕ çынсем такам çăхав панине хирĕçлесе.

Хисмет çырмине те пĕвелесе лартаççĕ. Пĕве никĕсне чула цементпа хытарса хываççĕ. Укçа-тенкĕ, паллах, сахал мар пĕтрĕ. Анчах халь ун урлă çурран çынсемпе лавсем кăна мар, автомашинăсемпе тракторсем те каçса çÿреççĕ. Яла пĕр çыхха тинех пĕрлештерчĕ çак пĕве. Хисмет çырми текех çынсене пĕр-пĕринчен уйăрса тăмасть. Çумăр та час-часах çăвать. Çавăнпа пĕвере шыв нумай. Унпа хирсене те шăварма пулать. Ачасем те пĕве хĕрринчен татăлма пĕлмеççĕ. Тăрна шурне пăхса тăма вара Тусур Павăлне уйăрса лартаççĕ.

Анчах Антон Удейкин чунне, шĕкĕ евĕр, кĕвĕçÿпе вĕчĕрхенÿ çиме пуçлать. Хăй, Ольга Петровнăпа Иван Пантюхин пекех, çулĕпе вăтăртан кăна иртнĕ-ха, ĕçлемелле те ĕçлемелле çынсен шухăшне итлесе, хăв шухăшласа хунине çынсемпе канашласа, йышпа сÿтсе явса, ырă ĕмĕтлĕ колхозниксен пуçарăвĕсене çул уçса парса... Вăл халĕ Пантюхин бригадирпа Сидоров парторг районти мелиораторсене колхоз уй-хирне çумăр çутармалли установка лартма чĕннĕшĕн кăмăлсăр. Тата кун çинчен хăйне пĕлтерменшĕн. Тĕрĕссипе, ку ĕçе тумаллине хăй те аванах чухланă-çке. "Халех, кăçалах, туса пĕтернĕ-пĕтерменех пайтине илме пулать унран. Пÿлмене ылтăн тырă хутшăнать унпа", - тет вăл. Мелиораци ĕçĕсене государство хăй саплаштарать тата. Хуçалăхăн пĕр пус та тÿлемелле мар. Савăнмалла çеç Удейкинăн. Çитменнине установкăн тĕрлĕ пайĕсем пĕлтĕртенпех хир варринче сапаланса выртаççĕ. Анчах çак ĕçе унран ыйтмасăр йĕркелени чунне çĕтĕлтерет. "Вĕсем çумăр çутармалли установкăна хăйсем ларттарнă пек кăтартасшăн мар-и? Председатель авторитетне епле те пулин кăшласа аркатма вĕтеленеççĕ", - тет вăл вĕчĕрхенсе. ПМК начальникĕ хайхи установкăн насус станцине тума ĕç аллисем ыйтма пырсан та, вăл ăна, бригадирпа парторга кĕвĕçсе, пĕр рабочи те памасть. Хăй ăшĕнче - тупатпăр, уншăн чăрмав пулмĕ тесе калама хатĕр пулин те. Çапла майпа пĕр килĕшсе татăлнă ĕçе путлантарасшăн. Техника кунта килме çула тухнине пĕлсен те.

Пантюхин унран ыйтмасăрах мелиораторсене хăй бригадинчен тăхăр çын уйăрса панине пĕлсен, Удейкин тарăхсах каять. Ăшĕнче хăй мелиораторсем килнĕшĕн савăнчĕ пулин те. Ку каллех Пантюхин ĕçĕ-çке. "Пантюхин йăлтах виçерен тухрĕ-çке капла. Чăнах, хăйĕн мĕн тăвас килет, çавна тăвать. Пĕри хăй еккипе ун пек хăтлантăр, тепри кун пек. Çу-ук, каплах иртĕхтерме юрамасть Пантюхина", - тет вăл. Пантюхина хăй патне чĕнтерет те вăрçмах пуçлать: "Эсĕ мĕн хăтланатăн-ха? Эсĕ председателе итлеми пултăн. Председатель саншăнноль кăна". Халех çав тăхăр çынна каялла илсе килме хушать. Пантюхин, паллах, килĕшмест. "Пăрса ывăтмаллах, тасатмаллах Пантюхина. Бригадиртан кăларсан хевти пĕтет-ха унăн. Чухласа илет вара вăл: кунта пурăнма сывлăш çук ун валли. Эпĕ ăна нимĕнле ырă ĕç те памастăп. Тислĕк хырма яратăп сысна фермине..." - тет Удейкин председатель хăй ăшĕнче, Пантюхин пек лайăх бригадир тупаймасса пĕлсех. "Тыр-пул тăвас тĕлĕшпе хурлама çук ăна. Кунта пултарать вăл, такамран та ирттерет. Ним те калаймăн, тăпра хакне чухлать. Тăван уй-хирпе кăвапипех çыхăннă. Мăрсакасси çыннисем çĕлĕк хывсах сывлăх сунаççĕ ăна", - тет вăл çавăнтах.

Арăмĕ те хăй ирĕкĕпе фермăри тус-юлташĕсемпе пĕрле насус станцине тума васканине пĕлсен Удейкин хăй чунĕпе Улькка чунĕ хушшинче те тĕпсĕр çырма пуррине туйса илет. "Эпир хире-хирĕçле икĕ тĕрлĕ çын мар-ши? Апла пулсан, пирĕн çемье пурнăçĕ хăçан та пулин ишĕлсе анатех". Анчах кăна та Пантюхин айăпĕ тесе шутлать вăл. Пантюхин ăна мĕнле те пулин такăнтарасшăн, вăрттăн çыртасшăн, арăмĕпе хирĕçтерсе ярасшăн тесе вĕчĕрхенет. "Уйрăлас-мĕн пулсан, Улькка, паллах, маншăн выртса йĕрес çук. Хăй валли çĕнĕ мăшăр паян тесен паян тупать вăл. Ара, мĕн шутламалли унта. Пантюхин кĕтсех пурăнать-çке, авланмасть, - тет. - Çу-ук, Пантюхин ун çумне нихçан та сĕртĕнеймест. Эпĕ ку тарана çитсе те çын хурри пулман-ха... Пантюхина тăпăлтарса ывăтмаллах манăн... Лапчăтатăп Пантюхина!"

Кĕçех çур аки ĕçне пĕтĕмлетме вăхăт çитет. Председатель правлени ларăвне пухмасть те пухмасть. Сăлтавĕ: Пантюхин каллех çур акине ăнăçлă вĕçленĕ. Ялав та ун бригадинчех юлма пултарать. Чи пысăк преми, парне каллех вĕсене лекет. Пантюхина ĕçрен кăларма витĕмлĕ сăлтав та çук иккен. Акă, Пантюхин бригадинчи çынсем каллех шырлансене хирĕç "атакăна" тухрĕç. Çатанпа пÿле-пÿле лартаççĕ вĕсем, чулпа-мĕнпе пĕвелесе лартаççĕ. Тăпра тултарса тикĕслеççĕ.

Антон Егорович вара хăй кунран-кун вĕчĕрхенÿ лачакине тарăнрах та тарăнрах путнине сисет. Каялла чакас килмест унăн. Никама та парăнас килмест. Арăмĕ хăйĕнчен уйрăлассине пĕлсен те: "Пурте эсир пĕр-пĕринпе çыхăннă... Пурте мана тăлласа лартасшăн, тĕртсе ÿпĕнтересшĕн. Кавар ку, чăн-чăн кавар", - тет. Çапах хăй ăшĕнче ытлашши хĕрÿленнине асăрхать. Халăх кăмăлсăррине те сисет. Вара правленине пухма тиврех Удейкинăн. Пантюхина та бригадиртах хăварма шутларĕ. Хĕрлĕ ялав та вĕсен аллинче юлчĕ, никама та парнесĕр хăвармарĕç.

Акă, Иван Пантюхинпа Ольга Петровна Тăрна шурĕ патĕнче уçăлса çÿреççĕ. Кунти тавралăх кÿлĕ çĕнĕрен чĕрĕлсе тăнăранпа питĕ улшăннăиккен. Курăк пуснă ура айĕнче шăрчăксем йăлт та йăлт сикеççĕ, тĕлкĕлтурасем умранах вĕçе-вĕçе иртеççĕ. Таçта çитиех çап-çутă шыв сарăлса выртать. Пĕве хĕрринче çамрăк хăяхсем. Шыв çине хăвасем пуç уснă. Тепĕр енче шкул ачисем лартнă хăвасем, çÿçесем, йăмрасем... Шыв çийĕн вĕршĕнсем вĕçеççĕ. Ку таранччен çак тăрăхра çирĕк тăрри, пăрчăкан, çерçи, кăвакарчăн, текерлĕк, шăнкăрч йышши кайăксене çеç курма пулнă. "Кур-ха, хирте вĕршĕнсем. Халиччен пирĕн хирте нихçан та вĕçмен вĕсем. Нихçан та", - хаваслансах калаçать Улькка. "Тĕрĕс. Халиччен пирĕн хирте вĕршĕнсем пулман. Халĕ пур вĕсем. Малашне тата йышлăрах вĕçĕç", - тет Пантюхин та унпа килĕшсе.

Акă, Пантюхинпа Улькка хăрнă хурама патне çитрĕç. Унта вĕсем çамрăк чух кунсерен пĕр-пĕринпе тĕл пулма çÿренĕ, хăйсем пĕр-пĕрне юратни çинчен систернĕ. Хурама... Армак-чармак ларатчĕ вăл. Чунра пушăлăх, шиклĕх çурататчĕ. Тĕнче хăрса пĕтес пек туйăнатчĕ ун çине пăхсан. Ак халĕ, пурнăçри тĕрлĕ сăлтава пула сивĕннĕ, хăйсем упрайман юрату çĕнĕрен чĕрĕлет. Çак хурама патне ĕнтĕ савнипе тĕл пулма çитеймен ĕçлĕ Пантюхин пĕррехинче. Çакна ăнланайман Улькка чĕри вара Иванран ютшăнма пуçланă. Антун Удейкин вара хăй сĕмсĕрлĕхĕпе тунсăха путнă Ульккана хитре сăмахсемпе, çаврăнăçулăхĕпе çавăрса тыткăна илнĕ. Анчах турри вĕсене ача та паман. Хăй йăнăшне тÿрлетесшĕн пулнă пекех. Ивана тата çав вăхăтрах виçĕ çуллăха çара илнĕ. Вăл трактористра кăна ĕçленĕ-çке. Антон вара ял хуçалăх специалисчĕ, агроном - ăна çара илмелле мар.

Соседние файлы в предмете [НЕСОРТИРОВАННОЕ]