Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:

chuvashskiesochineniyaizinterneta

.docx
Скачиваний:
594
Добавлен:
07.02.2015
Размер:
225.67 Кб
Скачать

Çут çанталăк эрозийĕ тата чун эрозийĕ, вĕсене епле сиплемелле - çак темăсене автор тĕлĕнмелле танлаштарура уçса панă. Акă, хурама тавра чăшăлах çамрăк хунавсем шăтса тухнă. Тем чухлех вĕсем. Пĕчĕкçĕ çамрăк вăрман пекех курăнаççĕ. Пĕве нÿрĕ пани пулăшнă вĕсене. Иванпа Улькка та ăшă та ырă туйăмпа çĕнĕрен çĕкленеççĕ. Хисмет пĕвипе Тăрна шурĕ вĕсене каллех çывăхлатрĕ. Удейкин та пăсăлсах кайман-ха. Ырăпа усал кĕрешеççĕ унра. Унăн чунне сиплеме вăхăт пур-ха. Чун-чĕринче ырă туртăмсем çухаличчен. Кая юлман-ха. Иванпа Улькка пеккисем юнашар пулсан унăн малашлăхĕ пысăк пулĕ.

Çын тата çут çанталăк пĕр-пĕринпе тачă çыхăннă. Çут çанталăкри тавралăх мĕн чухлĕ тасарах, этем унпа мĕн чухлĕ сăпайлă килĕшÿре пурăнать, çын сывлăхĕ çавăн чухлĕ çирĕпрех. Çĕр мĕн чухлĕ пулăхлăрах, çын пурнăçĕ çавăн чухлĕ тулăхрах та пуянрах. Çĕр çынна сĕткен парса ÿстерет. Тыр-пул, пахча çимĕç, улма-çырла, сиплĕ шыв-юм, мăйăр-кăмпа, вутă-шанкă - пурте çут çанталăк пурлăхĕ, çынна вăй-хăват паракан ырлăх. Ешĕл чечек-курăк, анлă улăх-çаран, симĕс тумлă вăрман, чĕвĕлти кайăк-кĕшĕк юрри, ăшă çумăр, асамакĕперĕ, уçă варкăш çил - çыннăн кăмăл-туйăмне çĕклеççĕ. Çут çанталăк илемĕ çын чунне çĕклентерсе, хавхалантарса тăрать, канăçлăх кÿрет, хуйха-суйха сирет.

Çавăнпа та, хамăра пурнăç парса тăракан çут çанталăка пурин те упрамалла, сыхламалла. Хамăрăн çĕр çинчи çак тивĕçе манас марччĕ. Çут çанталăкпа туслă пулсан - хамăра та сăвап пулĕ.

ЧĂВАШ ХĔРАРĂМĔН ЙЫВĂР ШĂПИ

/Ю. Скворцовăн "Уках хурăнĕ" тата "Сурăм хĕрĕ" повеçĕсем тăрăх/

Юрла кăна юрла теççĕ,

Юррăмсем арча тĕпĕнче,

Уççи атте-анне аллинче.

Паян кăна капла, ыран-темле -

Пурсăмăр та Турă аллинче.

Халăх юрри.

Юрий Скворцов хайлавĕсенчи геройсен кун-çулĕ синкерлĕ те йывăр шăпаллă. Хăй те ялта çуралса ÿснĕскер, автор ял çыннисен сăнарĕсене ĕнентерÿллĕн çырса кăтартнă, вĕсен шухăш-кăмăлне, туйăмĕсене чăн-чăн психолог пек палăртнă. Унăн хайлавĕсене вуланăçемĕн вулас килет, геройĕсене йывăр самантсенче пулăшас, вĕсен шăпине çăмăллатас килет.

Хĕрарăм шăпи вăл нихăçан та çăмăл пулман. Унăн пурнăçĕ телейлĕ е телейсĕр пуласси вăл мĕнлерех çемьере ÿснинчен те, еплерех мăшăр лекнинчен те, хăш саманара пурăннинчен те нумай килет. Юрий Скворцовăн "Уках хурăнĕ" повеçнех илер. Хайлаври тĕп сăнар - Укахви - çут тĕнчепе киленсе, тантăшĕсемпе выляса-кулса, чун савнийĕпе савăнса пурăнас вырăнне çамрăклах çĕре кĕрет. Мĕншĕн вăхăтсăр татăлать-ха унăн пурнăçĕ?

Йывăр вăхăт, йывăр ĕç, йывăр чир, йывăр хуйхă, йывăр шăпа... Пур йывăрлăх та пĕр çын çине тиенет. Ăçтан чăттăр ĕнтĕ çын чĕри?

"Вăрçă пуçлансан ялти чылай ытти ачасемпе пĕрлех Укахви те шкула çÿреме пăрахрĕ: Тăван çĕр-шывшăн хаяр вăрçă пынă чух, пĕтĕм халăх мĕн пур вăй-халне тăшмана пĕтерме панă чух кунсерен улт-çич сехет шкулта, икĕ сехет çул çинче, юлашкисене - кĕнеке çинче ларса ирттерме намăс пекчĕ Укахвие".

Вун пиллĕкри хĕр ача пысăккисемпе пĕрле колхоз ĕçне çÿрет: тырă вырать, утă çулать. "Çук, ывăнмастчĕ мар Укахви. Çамрăк пĕвне йывăр килетчĕ çак хăйĕн çулĕсене кура мар пикеннĕ ĕçрен. Паккус варринчех кукленсе анас килетчĕ. Алăсем ывăнса тĕнсех ларатчĕç, хул-çурăм юлмастчĕ. Хытса çитмен çамрăк шăм-шак ирсерен такам хĕнесе тăкнă пек суратчĕ".

Укахвин çамрăк чĕринче юрату туйăмĕ те çуралать. Хăйĕнчен икĕ çул аслăрах Кольăна юратса пăрахать вăл, ăна çара ăсатать, тĕрленĕ сăмса тутри парать, çав парнене упрама ыйтать.

Часах ялти виçĕ хĕре: Укахвие тата унран пĕр çул аслăрах Хĕветлипе Ольгăна окоп чавма яраççĕ. Шартлама сивĕре кунĕпе ĕçлесси, паллах, çамрăк хĕрсемшĕн чăтма çук йывăр пулнă ĕнтĕ. "Пуринчен ытла çамрăк шăм-шаксене сивĕ хуçрĕ. Çил тумтир витĕр, ÿт-тир витĕр кастарса шăмăсенех çитсе кăтăклать, сулăнтарса ярать, çĕр çумĕпе, вирт кайнă пек, сăлпăран кустарать. Пите кăшт çиле хирĕç тытсанах тăм илсе ярать, çул çинче те хăяккăн çеç, минутсерен çил енне çурăмпа çаврăна-çаврăна утатăн. Алла алса ăшĕнчех чăмăртаса тытатăн та - алса пÿрнескисем пушăллах сулланса пыраççĕ. Тăм илтерсе янă аллисене хĕрсем сивĕ шыва чикеççĕ те, çара алăранах пăр "перчетки" шăнкăлт! хывăнса ÿкет".

Çулталăка яхăн асапланнă хыççăн хĕрсем тăван ялне таврăнаççĕ. Ял-йышпа пĕрле уйра ĕçлесси, çут çанталăк илемĕпе киленсе утасси - телей. Анчах ку вăхăтлăха çеç. Виçĕ хĕр тантăш каллех çула тухать: хальхинче торф кăларма... Торф кăларасси те çăмăл ĕç мар: "çиелтен пĕр си илетĕн те - аялта шыв". "Атă кунчинчен сивĕ шыв юхса кĕрет", анчах нимĕн тума та çук: чăтмалла, тÿсмелле.

Чăтаççĕ, тÿсеççĕ чăваш хĕрĕсем. Торф кăларнă çĕртен киле таврăнаççĕ. Яла çитме пĕр çухрăм çурра яхăн юлсан вăрçă чарăнни çинчен пĕлеççĕ.

"Тăватă çул хушшинче мĕнле йывăр вăхăтра та ывăнтăм темен, ним ĕçлесен те хуçăлса ÿкмен хĕрсем çак хыпара илтсен сасартăках хăйсем чăн-чăнах халтан кайнине сиссе, тинех пĕрре канлĕн ларса канмаюранине пĕлсе лăштăрах çул хĕррине лăчăрăнса анчĕç.

...Юнашар ларакан хĕрсем пĕр-пĕрин çумне тата тачăрах çыпçăнчĕç те сасартăк пĕрне-пĕри мăйран ыталаса илчĕç.

- Укахви!..

- Ольга!..

- Хĕветли!..

Сасартăк виççĕш те харăсах хÿхлеме тытăнчĕç...

- Ольга, Хĕветли! Атьăр пĕрре паян тăватă çул хушши капланса пынă, тумлам кăлармасăр чăтнă мĕн пур хура куççуле ăшран тасатар! Атьăр макăрар пĕрре чун каниччен!..

Хĕрсем пĕрне-пĕри чăмăртаса вĕçĕмсĕр пĕр-пĕрин ячĕсене асăнчĕç, пĕр хушă куççулĕсене пытармасăр ача пек татăлса йĕчĕç..."

Вăрçă чарăннă, хĕр туссем тĕрĕс-тĕкел таврăннă... Халĕ ĕнтĕ ирĕклĕ çĕр çинче пур кăмăлтан савăнса çеç ĕçлемелле, вăййа тухмалла, ырă ĕмĕт-шухăшпа пурăнмалла пек туйăнать. Анчах та... Йывăр ĕç хăйĕн йĕрне хăварнă-хăварнах. Укахви е хулĕ, е ура шăмми ыратнипе аптрама пуçлать, хушăран чăтмалла мар ыратни те пулать, анчах хĕр кун пирки никама та шарламасть. Вăхăтлăх ырату çеç пулĕ-ха тесе шухăшлать вăл. Çук иккен. Çамрăк хĕре чир çапсах ÿкерет. Амăшĕ хистенипе Укахви больницăна та кайса пăхать. Унта та савăнтармаççĕ ăна. "Çулталăк каярах сывалма тытăнмалла пулнă санăн", - теççĕ. Чунĕ йĕрет пулсан та хăйне хаваслă тытма тăрăшать Укахви. Чирĕ ытла шала кайни çинчен никама та каламасть, пĕчченех асапланать.

"Сăн-пуçĕпе те кĕлеткипе вăл - çамрăкла çĕмĕрĕлмесĕр, пур енчен те çителĕклĕ пурнăçпа пурăнса, савăнса-кулса ÿснĕ пулсан - таврипе паллă хÿхĕм хĕрех пулма пултарнă. Пĕвĕ те, тен, вăрăмрах кайĕччĕ-и, халĕ вăл - вăтам пÿллĕ хĕр. Самай ÿснĕ тапхăрта тутлăхлă апат-çимĕçпе пурăннă пулсан пилĕкĕ çинçерех пулатчĕ-тĕр. Тарпа касăлмин те, - пичĕ тĕксĕмленместчĕ пуль, алли хытмастчĕ.

Хитре хĕр пулатчĕ Укахви.

Тата вăрçă вĕренме чăрмантарман пулсан Укахви инженер та, врач та, кирек кам та пулма пултарнă".

Çук, сывалаймасть Укахви: хулĕ тĕкĕнмелле мар ыратать, урисем шыçăнса каяççĕ, сывлăшĕ кĕскелет, чĕри тапма чарăнать... Пурнăçра ыррине кураймарĕ Укахви. Хăйĕн йывăр хуйхине "çут çанталăкпа калаçса", таврари илеме "ыталаса", йывăç-курăка "ачашласа" çеç пусарчĕ.

Вилĕмрен хăрушши çук иккен, унран никам та хăтăлаймасть. Укахви вил тăприйĕ çинче шурă хурăн пуçне усса ларать. "Çав хурăн та - Укахви пекех - йывăр чухне, сивĕ чухне чунне хытарса куççульне пытарать... Хĕвел пăхсан çеç чунĕ ăшăнса çемçелсе каять те иртнине аса илсен ирĕксĕрех куççулĕ тухать.

Çĕр-шыв ирĕкĕшĕн, этем телейĕшĕн пуçне хунă çынсем çинчен, вĕсен юнĕ çĕре ÿкменни çинчен, çак хальхи тăнăç пурнăçшăн халăхăн мĕнешкел илемлĕ çынсене çухатма тивни çинчен калать çак хурăн..."

Укахви юратнă савнине фронтран кĕтсе илеймесĕрех, телей мĕнне ăнланаймасăрах, çемье ырлăхне кураймасăрах вилет. Унăн хурлăхлă шăпи- чуна çÿçентерет, вăхăтсăр уйрăлса кайни - чуна ыраттарать. Йывăр шăпаллă Укахви сăнарне аса илсен - куççуль тухать.

"Сурăм хĕрĕ" повеçре сурăх кĕтĕвĕ пăхакан вун саккăра пуснă хĕрĕн телейсĕр шăпи çинчен çырса кăтартнă. Сухви нумаях вĕренмен, çичĕ класс çеç пĕтернĕ. Анчах та вăл чунĕпе питĕ сисĕмлĕ, тавçăруллă, ăнкаруллă та ăслă. Пурнăç çине вăл айванла пăхмасть, хăйĕн кашни утăмне тĕплĕн шухăшласа тăвать.

"Сухви çинçе пилĕклĕ, теветкел сăн-питлĕ, вăтам пÿллĕ хÿхĕм хĕр. Сăн-пичĕпе вăл хĕвел тухăç халăхĕсен хÿхĕм хĕрне аса илтерет. Çÿçĕ те, хулăн куç харшисем те, пăт хура куçĕ те, кăшт тĕксĕмрех сăнĕ те - ăна калама çук хăйне евĕр илем кÿреççĕ.

"Питĕ юсу хĕр вара" теççĕ ун пирки ялта. Сĕт пек шурă куç шурри çинче пиçсех çитмен çĕмĕрт тĕслĕ хăмăр куç шăрçи, ун ăшĕнче тепĕр хуп-хура пĕчĕк пухра пек пăнчă ларать. Тутине вăл чăпăрт тытса çÿрет. Сăмси пĕчĕк те тÿрĕ, пичĕ пиçнĕ пĕрлĕхен тĕслĕ, тути тăсăк йĕкĕр чие пек.

Сухвие амăшĕ питĕ çирĕп тытнă. Ку таранччен никам та Сухви каччăпа тăрса сăмах хушнине те, вăйă картинчен тăрса юлнине те курман. Анчах кăçалхи пухăсенче ăна нумай каччă куç хывнă имĕш".

Çак чипер те ĕçчен хĕре Хĕветли инке хăйĕн кĕçĕн ывăлне Санькăна качча илтересшĕн. "Сăмаха пуç тавра шухăшламасăр пат персе ямасть, çиччĕ виçсе калаçать: ватăпа - ватă пек, яшăпа - яшă пек. Çын ачисем пек вĕçкĕн мар, шулака мар. Кăмăллă, сăпайлă, хитре... Тăван-пĕтенĕсем хушшинче те апла-капла çын пулман, нихăшне те усалпа, ырă маррипе асăнмаççĕ...", - тесе шухăшлать вăл Сухви пирки.

Хĕветли инке ывăлĕ - музыкант, вăл музыка училищи пĕтернĕ, халĕ хулара ĕçлесе пурăнать. Санька час-часах Сухвие аса илет. Çулталăк çурă ĕнтĕ вăл çуралнă ялта пулманни. Акă пĕр çуллахи кун каччă тăван ялне таврăнать. "Яла çапах та чун туртать. Кирек ăçта кайсан та, кирек мĕнле çынсемпе пулсан та - тăван ялах, тăван ял çыннисемех аса килеççĕ. Кирек мĕнле хулара пулсан та Санька пурпĕрех - ял ачи. Ял чунĕ, ял кăмăлĕ ун".

Санька Сухвие хăйĕн пулас оперинчи савнă хĕр сăнарĕ евĕр курса тăрать. Хăйсен ĕмĕтĕнчи çак илемлĕ пикепе курса калаçмах килнĕ вăл хуларан. Пысăк сисĕм-туйăмлă Сухви Санькăн кашни сăмахне чунпа йышăнать, унăн шухăш-кăмăлне лайăхрах пĕлме тăрăшать.

Сухвие Саня валли çураçса каяççĕ: Сурăм пуххи кунхине туйĕ пулмалла. Анчах та хĕр чĕри канăçсăр тапать: Санькăпа иккĕшĕн пурнăçĕ телейсĕр пулассăн туйăнать ăна. Хулара ĕçлесе пурăнакан, "вун виçĕ-вун тăватă çул таран вĕреннĕ" çын ялта "сурăх кĕтĕвĕ пăхакан çичĕ çул çеç вĕреннĕ" хĕре ăнланма, хисеплеме, ĕмĕр тăршшĕпе юратса пурăнма пултарĕ-ши? Тăван тавралăхран, Сурăм шывĕнчен, ял-йышран яланлăхах уйрăлса каясси те килмест ял пурнăçне хăнăхса çитнĕ хĕрĕн. Хăйĕн пуласлăхĕ çинчен нумай шухăшлать Сухви. Чĕрине ыраттарсах туя хатĕрленет.

Сурăм пуххи... "Саня пухха çитсе кĕнĕ-кĕменех хăйĕн хулари икĕ юлташне - çамрăк юрăçсене - тĕл пулчĕ. Унтан вĕсем икĕ хĕр хушшинче пыракан Сухвие тĕл пулчĕç. Вара улттăн юнашар тăрса утма тытăнчĕç.

Саня юлташĕсем ытларах искусство çинчен калаçрĕç. Артистсен, кĕнекесен ячĕсене асăнчĕç. Хĕрсене те калаçтарма пăхрĕç. Саньăн пĕр юлташĕ тĕрлĕ ыйтусемпе тек-текех Сухвие тапăнчĕ: "Пĕлетĕн-и, "вуланă-и?" Сухви пуçĕпе çеç хирĕçлесе сулать. Саня та унпа яшсем умĕнче нимĕнле сăмах та пуçармарĕ. Саня юлташĕ пĕр çаврăм утса тухсан сасартăк Саня енне çаврăнчĕ:

- Профан камне пĕлетĕн-и эсĕ, Саня, - терĕ вăл".

Сухви хăйĕн çинчен Саня юлташĕсем кулса-тĕксе калаçнине илтет те çамрăксенчен уйрăлса юлать. Кÿреннипе те куляннипе, тарăхнипе те çилленнипе никам кĕтмен ĕç туса хурать: хăйне пĕрле кĕтÿçĕре çÿрекен Куçмана вăрлаттарса ярать.

Сухвие шыраса ывăннă Санька çумăртан тарса пĕр лавкка кĕлечĕн картлашки çине хăпарса тăрать. Кĕлет çумĕнчи çамрăксем хушшинче вăл Сухвие курах каять.

"Сухви Саня çине кăн-н! пăхрĕ. Унăн пит-куçĕ, ахаль те салху сăнлăскер, тин кăна чунтан татăлса макăрнă хыççăнхи пек хурлăхлăн курăнчĕ; вăл пĕчĕк ачан халех иртекен таса тарăхăвĕпе хытнă тейĕн. Куçĕсем шывланса йăлтăртатрĕç. Пит çăмартисем çинче - те çумăр тумламĕсем, те куççуль - икĕ тумлам чĕтрет... Тути хĕррисем кăшт кăвакарнă".

Саньăн çураçнă хĕрне, пулас арăмне, хăй куçĕ умĕнчех вăрласа каяççĕ.

Çакăн хыççăн Санька виçĕ çул яла килмесĕр пурăнать. Пĕр кĕрхи кун хуларан таврăннă чух сурăх кĕтĕвĕ патĕнче пĕчĕк ачаллă хĕрарăма курать. Саня Сухвие палласа илет. Вĕсем пĕр-пĕрне ыталаса илеççĕ, чунĕсене уçса калаçаççĕ. Сухви хăй Санькăна юратни çинчен калать. "...Эп сана ĕмĕр тăршшĕпех, çĕр айне кĕричченех асран ямăп, ăшра тытăп", - тет. Хăйĕн шăпи телейсĕр килсе тухнăшăн Саньăна та, хăйне те ÿпкелешет.

"Манра та айăпĕ пур. Эпĕ ваттисен тыткăнĕнче пулнă пулас. Сана тахçанах килĕштернĕ, санпа калаçасшăн пулнă. Анчах анне ирĕк паман. Эпĕ анне ирĕкĕнчен тухайман. Ялти ватăсен умĕнче куçран ÿкесшĕн пулман. Эпĕ ăна малтан хам та сисмен. Халĕ тин туйма пуçларăм. Вĕренессе те мана вĕрентмен. Эсĕ те айăплă. Ытла хăвăрт пырса кĕтĕн. Пĕрер çул туслă пулнă пулсан - эпир пĕр-пĕрне ăнланса çитеттĕмĕр тен? Пĕр-пĕрин йăнăшĕсене, çитменлĕхĕсене малтанах, юсама майĕ пур чух, асăрханă пулăттăмăр. Халĕ ĕнтĕ эпĕ телее урăххинче тупнă: кил-йышра, ача-пăчара... Пĕр-пĕрне мăшăрла килĕштернинче... Хама хам тата эп ун çумĕнче ниме юрăхсăр çын вырăнĕнче туймастăп. Сана качча пынă пулсан эпĕ хама шăпах çапла ниме кирлĕ мар вырăнĕнче туяттăм. ,мĕр тăршшĕпех сан юлташусем манран артистсен, кĕнекери геройсен ячĕсене пĕлменнишĕн кулнă, мана намăслантарнă пулĕччĕç. Эпĕ халĕ хама майлă телейлĕ, Саня..."

Сухви хăйне-хăй эпĕ телейлĕ тесе лăплантарать пулин те, унăн чĕри пысăк та хĕрÿ юрату патнех ăнтăлать. Юратман çынпа пурăнни - вутра çуннипе пĕрех. Ăна Сухви халĕ хăй те лайăх ăнланать. Чун-чĕрене юрату туйăмĕ çеç çунатлантарса тăрать теççĕ. Çав асамлă туйăм пулмасан - чун-чĕре те пушă, кăмăл та салху, пурнăç та илемсĕр. Сухвин ĕмĕр тăршшĕпех юратушăн тунсăхласа, асапланса пурăнмалла-ши? Çавăн пек пурнăçа вăл хăй суйласа илчĕ-ши е шăпи çапларах пулчĕ-ши унăн?

ЭТЕМĔН ЧЫСĔ, ТИВĔÇĔ, КĂМĂЛ-СИПЕЧĔ..

. /Мĕтри Кипекĕн "Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ" приключениллĕ романĕ тăрăх

Сочинени эпиграфĕ: "Паттăртан вилĕм те тарнă". Каларăш.

Çыннăн чăн-чăн сăн-сăпачĕ самана кăларса тăратнă йывăр вăхăтра, кăткăс лару-тăрура уççăн палăрать. Хĕрхенÿсĕр хаярлăх, ăнсăртла кĕтменлĕхпе ултавла сисменлĕх, чикĕсĕр нушалăхпа тискер асаплăх витĕр тухать этем. Пурнăç çапла тĕрĕслет тейĕн. Шăпах çакăн çинчен çырса панă та Мĕтри Кипек çыравçă хăйĕн "Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ" романĕнче.

Романри ĕçсем Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче, Хĕрлĕ Çар чикĕ леш енне нимĕç фашисчĕсен çарне çĕнтерсе каçас умĕн, Польша çĕрĕ çинче пулса иртеççĕ. Тĕп сăнар - Турханов Владимир Александрович полковник. Ăна пирĕн çар командованийĕ тăшман тылне - Люблин воеводине ярать. Тĕп тĕллев - разведка тăвасси. Унта çитсенех тыткăнран тарнă тата хăйсем хăтарнă салтаксенчен партизан отрячĕ йĕркелет, Польша партизанĕсемпе, нимĕç антифашисчĕсемпе тата чех, словак, еврей çыннисемпе алла-аллăн тытăнса тăшманахирĕç паттăррăн кĕрешме пуçлать. Турханов чăн-чăн патриот, интернационалист. Вăл хăйĕн Тăван çĕр-шывĕн ирĕклĕхĕшĕн çеç мар, Польша çĕрне те Гитлер вăрă-хурахĕсенчен хăтарассишĕн юн юхтарать. Унпа пĕрле ытти вырăс тата чăваш офицерĕсемпе салтакĕсем те: Громов майор, Савандеев капитан, Соколов лейтенант, Волжанин лейтенант, Пуянтайкин... Тутар, çармăс, мăкшă, пушкăрт тата ытти халăх çыннисем те лекнĕ кунта. Вĕсем хушшинче Айкашев майор та пур. Вăл та, ытти партизансем пекех, вăрçă хирĕнче фашист тыткăнне лексе хăтăлнăскер.

Кам вăл партизан? Фронтра çапăçакан салтакран уйрăларах тăрать вăл. Çара çĕр-шыв хушнипе хăйсен тивĕçне пурнăçлама пыраççĕ пулсан, кунта вара çынсем пурнăç шăпи хистенипе килнĕ. Паллах, тĕллевĕсем те кашниннех тĕрлĕрен. Пĕрисем, чăнах та, халăха вилĕм сунакан фашизма, ăна чунран кураймасăр, тавăрма шут тытнă. Кун йышшисем ытларах. Вĕсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр çапăçаççĕ. Теприсем пурнăç кустăрмине пула килсе лекнĕ - пленран тарма май килнĕ, анчах фронт леш енне каçма май çук. Вара ирĕксĕрех вăрмана тарса пытанма тивнĕ. Кусем çапăçма хавасах мар, вĕсем çĕнтерÿччен вăрманта пурăнса вăхăта ирттересшĕн. Анчах хăйсем çине тăшман тапăнсан - ниме пăхмасăр хĕрÿ çапăçăва кĕреççĕ. Виççĕмĕшсем вара - унччен те тĕлли-паллисĕр пурăннă хăравçă чунлă çынсем. Вĕсене пуринчен ытла хăйсен пуçĕ сывă пулни интереслентерет. Хăйсем сахаллăн пулсан та - партизансем умне пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ. Отряда кирек хăçан та - çав шутра çапăçу вăхăтĕнче те - пăрахса кайма та, тăшмана сутăнма та пултараççĕ.

Мĕтри Кипек хăйĕн романĕнче Тăван çĕр-шыв гражданинĕн, унăн ирĕклĕхĕпе чысĕшĕн пыракан вăрçă хирĕнчи Совет çарĕн офицерĕн сăнарне уçса пама тĕллев тытнă. Ăна вăл Турханов полковникпа Айкашев майор кăмăл-туйăмĕпе тыткаларăшĕ, шухăш-тĕллевĕ урлă ĕнентерÿллĕ кăтартса пама пултарнă.

Кам-ха вăл Турханов? Çак вăрçăччен кам пулнă вăл? Унăн ачалăхĕ Сĕве юхан шывĕ хĕрринче ларакан чăваш ялĕнче иртнĕ. Ялĕ, ÿснĕçемĕн, вырăс тата тутар ялĕпе пĕрлешнĕ пирки Турхановшăн тутарпа вырăс чĕлхи те тăван чĕлхе пулса тăнă. Каярахпа, пурнăç хистенипе, испанла, унтан нимĕçле тата полякла калаçма хăнăхнă. Ашшĕ унăн Атăл тăрăхĕнчи выçлăх çулĕнче выçса вилнĕ. Вара ача çуртĕнче ÿснĕ, унтах вулама-çырма вĕреннĕ. Пĕчĕкренех вăрçăлла выляма юратнă. Ытларах командир пулнă вăл çав вăйăсенче. Çавăнпах ĕнтĕ хастар çамрăк çар училищинче вĕренет, офицер ятне илет, кавалери шкулĕн начальникĕн адъютантĕнче вăй хурать. Офицер чысĕ мĕнне аван чухлаканскер, ăна чун ĕненĕвĕ вырăнне хураканскер, вăл хăйĕн командирне, Барсукова, "халăх тăшманĕ" тесе персе вĕлересрен хăтарса хăварать. Айăпсăр тата таса чунлă Барсукова Мускава - пысăк ĕçе - Генеральнăй штаба куçарсан Турханов Испанири республиканецсен çарĕнче фалангистсемпе çапăçнă. Танксен ротин командирĕ, батальон командирĕ, каярахпа бригада командирĕ пулнă. Хăйне шанса панă çар ĕçне ăста туса пынăшăн тата паттăррăн çапăçнăшăн правительство ăна виçĕ орденпа чысланă тата Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă.

Сăнĕнчен пăхсан та ăна япăх çын теме çук. "Çирĕм çичĕ - çирĕм сакăр çулсенчи çын, сарлака çамки те картланман... Çар çыннисен йĕркипе яка та тирпейлĕ тумланнă". Аттисем лакпа витнĕ евĕр йăлтăртатаççĕ. Пурте виçеллĕ, пурте йĕркеллĕ.

"Мĕнешкел этем! Хăйшĕн ырлăх та ыйтмасть, чысласса та кĕтмест, ăçта хушатăн, çавăнта тухса каять. Хăй чĕрĕ чухнех палăк лартмалла ун пек çынна", - тет ун çинчен Барсуков генерал.

Айкашев вара сăн-питĕнченех сивлек: "...килпетсĕр вăрăм ураллă этем", "аялалла усăнса тăракан хулăн тутипе ансăр çамки", "çÿçĕ такам пикенсех тăпăлтарса кăларнă пек сайраланса кайнă", "сухалĕ пачах шăтман пулмалла, янахĕ çинче хăш-пĕр хĕрарăмсенни евĕр çемçе мамăк кăна".

Турханов пекех чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ вăл, авланнă. Икĕ ачипе мăшăрĕ кĕтеççĕ ăна çĕнтерÿпе таврăнасса. Анчах Айкашев мĕн ачаранпах хăйне тăвăр пушмак тăхăнса тухнă çын евĕр туйнă. Ун пек çынна таврари илем те илĕртмест, юнашар çын мĕн калани те кăсăклантармасть. Çав ăнман çын евĕр уксахласа пырать пурнăç çулĕпе Айкашев. Ăна ним те савăнтармасть, ним те кăмăла каймасть. Усал выльăх хырăмĕ тутă чух та макăрать тенĕ пек, вăл чипер пурнăçра та яланах кĕвĕçнĕ, ыттисене ăмсаннă. Унăн яланах ыттисенчен малта пулас килнĕ, анчах мала тухма ĕмĕтленекенĕн ырми-канми ĕçлемелле тата çивĕч ăс-хакăллă пулмалла тенине илтесшĕн те пулман. Çавăнпа мала тухас вырăнне хыçалта çапкаланса пынă. Тыткăна лексен те хăй офицер пулни çинчен лагерьте никама та каламасть. Ыттисем, кунтан тарса тухма пĕр шухăшлисем, уйрăм ушкăн йĕркелесен те - аякра тăрать. Çав вăхăтрах лагерь администрацине сутăннă çынсемпе йытă пек йăпăлтатнă. Çавăнпа ăна тыткăнрисем те провокатор вырăнне хураççĕ. Анчах Турханов ушкăнĕпе Соколов отрячĕ вĕсене ирĕке кăларсан, партизана тухнă кашни çыннăн тивĕçне палăртма вăхăт çитсен, вăл офицерсен пухăвĕнче хăй те пулма тивĕçлĕ тесе чĕрре кĕрет.

"Кĕвĕçÿ этем ăшне тĕтĕм-çулăмсăрах çунтарса кăмрăклатать, - тет Мĕтри Кипек. - Айкашев çынна ырă тăвасси çинчен аса та илмен, кирек хăçан та хăйшĕн кăна тăрăшнă. Ку çеç-и! Çыннăн пурнăçĕ ăнать пулсан, вăл ăна та ăмсаннă, пурăна киле курайми пулнă". Отряда килнĕренпе вăл уйрăмах Турханова ăмсаннă, "...çирĕм сакăр çулта, эпĕ лейтенант ятне илнĕ чух, вăл полковник ятне илнĕ... Ман çула юриех пÿлсе пырать", - шухăшлать вăл. "Пулла пулă çиет тенĕ пек, мана та паллакан çынсемех пĕтерсе пыраççĕ. Кашни чĕр чун, кашни выльăх çут тĕнчере пурăнассишĕн кĕрешет пулсан, манăн мĕншĕн кĕрешес мар? Савандеев капитан кăна, çапах та штаб начальникĕ пулса тăчĕ, мана, майора, рота кăна шанса пачĕç. Мĕншĕн? Турханова килĕшменрен мар-и?" - тет вăл.

Айкашев çак самантрах чапа тухасшăн. "Мĕншĕн нимĕç батальонĕ ман рота тăнă çĕре пырса тухман-ши пĕреххут! Вара эпĕ чапа тухнă пулăттăм", - тет вăл Байдиреков ротине митингра мухтассине пĕлсе. Çав вăхăтрах вăрманта мăртăхса çÿрет... "Хам ротăна Турханов отрядĕнчен уйăрса, лагерьтен тарнă çынсене пухса, пысăк отряд тăвас мар-ши? Вара çав отрядпа пĕрле пĕр-пĕр лăпкă çĕрте Хĕрлĕ Çар килессе кĕтсе ларма пулĕччĕ. Пысăк отряд командирĕ пысăк звани илме тивĕçли каламасăрах паллă. Çапла эпĕ те майортан подполковник, тен, полковник та пулса тăрăп", - тет кĕвĕçсе.

Турханов полковник вара, тăшман тылне самолет çинчен сиксенех сутăнчăк поляксен аллине лекме пултарнăскер, хăйĕн тивĕçне тĕрĕс ăнланаканскер, тÿрех тăшмана хирĕç вирлĕ кĕрешме пултаракан отряд йĕркелеме пуçăнать. Отряда разведчиксем, радистсем, пулеметчиксем ытларах кирлĕ пулсан, ытларах музыкантсем, подводниксем, танкистсем лекеççĕ иккен. Тата поляксен çĕрĕ çинче поляксен чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлекен çынсем те кирлĕ, унсăрăн вырăнти халăхпа партизансем хушшинче ăнланулăх пулмĕ. Отряда тата шалти çирĕп йĕркелĕх те кирлĕ. Партизансен дисциплинине çирĕплетме Турхановăн самаях тар тăкма тивет. Вăрçăра хăйĕн вырăнĕпе тĕллевне пĕлмен салтак вăл выльăх пекех пулнине лайăх ăнланса илет.

Вĕренÿре ытларах тар юхтарсан, вăрçăра юн сахалрах юхать. Çавна шута илсе, Турханов вĕренÿ ĕçне çарти пекех йĕркелет. Партизансем хĕвелпе пĕрлех ура çине тăрса зарядка тăваççĕ, пит-куçа çуса, пур-çук тумтирĕсене тирпейлесе тăхăнаççĕ, стройпа утаççĕ, гранатăсем ывăтаççĕ, пăшал переççĕ, окопсемпе траншейăсем чаваççĕ, политика ыйтăвĕсене тĕрĕс ăнланма вĕренеççĕ. Çав вăхăтрах хуралта тăраççĕ, вăрман çулĕсем çине завалсем тăваççĕ. Каçхи апатченех - вĕренÿ те ĕç.

Полковник ытти отрядсемпе те çыхăну йĕркелеме шутлать. Вăрман тăрăхĕнчи ытти отрядсене пĕр чăмăра пуçтарсанпитĕ пысăк вăй пулмалла та тесе шухăшлать вăл. Анчах çав отрядсен пĕр командирĕ ăна çапла тусан тăшман умĕнче пысăк йышлă отряд хăй çаврăнăçусăрлăхĕпе инкеке кĕрсе ÿкме пултарать тесе ăнлантарать. Пĕчĕк отрядсем вара кĕтмен тăшман килсе тухсан та, кĕске çапăçу хыççăн та вăрманта ним йĕр хăвармасăрах çухалĕç тет. Турханов çакна ăнланса илет те хăйĕн йăнăш шухăшне пăрахăçлать. Вара отрядне те виçĕ рота çине пайласа тĕрлĕ вырăна вырнаçтарать. Анчах пысăк операцисенче тĕрлĕ отрядсем пĕр-пĕринпе çыхăну тытса çапăçмалла тесе йышăну тăвать, çав çыхăнусене йĕркелет. Краковский ертсе пыракан Людово çарĕн отрячĕпе шăпах çапла туслăн пурăнаççĕ вĕсем.

Çынлăх туйăмĕ те пысăк Турхановăн. Ева радисткăна вăл операцине илесшĕн мар, хĕрарăм ĕçĕ мар вăл тет. Лешĕ тилмĕрсе ыйтсан çеç килĕшет. Ева Пысăк Çĕр çинчен поляксен отрядĕнче ĕçлеме вĕçсе килнĕ, хăйĕннисене тупсан унăн унта куçмаллаччĕ. Турханов Евăна хистемест: е каятăн, е юлатăн - хăвăн ирĕк тет. Ку ыйтăва вăл командир пек мар, çын чунĕ мĕнле ыйтать, çапла татса парасшăн. Ева тата ăна юратать те иккен. Турханов аманса çухалсан, ăна пикенсе шыраканни те Ева кăна пулать, анчах хăй те тăшман аллине лекет. Турханов хĕре шыраса тупать, тыткăнран хăтарать.

Турханов хăй хыпарсăр çухалсан та, ун отрячĕ арканса каймасть. Вăл çирĕплетнĕ йĕркелĕх хăй еккипе пырать-ха. Анчах нумайăшĕ сухал хырма пăрахнă, тумтирĕсене çуман. "Нимĕçсем вĕсем дисциплинăллă çартан кăна хăраççĕ", - тет вăл. "Пурне те устав хушнă пек тăвăпăр", - теççĕ партизансем хăйсен командирĕ сывах таврăннипе савăнса. Çийĕнчех отряд тăшманпа çапăçма мĕнле хатĕррине тĕрĕслеме смотр ирттерме шут тытать Турханов полковник. "Канса çитĕ ĕнтĕ, çапăçу пуçлама шăпах", - теççĕ партизансем те.

Айкашев вара офицер чысĕпе çар командирĕн тивĕçĕсене епле пурнăçласа пырать-ха? Акă, пĕррехинче Турханов Айкашев ротине çитет. Кунта отряд командирĕ çирĕплетнĕ кун йĕркине никам та пăхăнмасть иккен. Стройпа утмашкăн вĕрентекен заняти вырăнне боецсем хĕвел çинче пляжри пек хĕртĕнсе выртаççĕ. Пĕр командирĕ те вырăнта çук, çакăнта тăшман килсе тухсан - пурте пĕтеççĕ. Турханов Айкашева хăй патне чĕнтерет. Анчах лешĕ тепĕр виçĕ сехетрен, кăнтăрлахи апат хыççăн тин, ун патне пырать.

- Эпир парада хатĕрленместпĕр-çке, тăшманпа çапăçма хатĕрленетпĕр, - тет вăл хăйне тÿрре кăларма тăрăшса.

- Стройпа лайăх çÿреме пĕлни çар çыннисене дисциплина тытма, командир хушнине пĕр турткалашмасăр туса пыма... хăнăхтарать, - тет Турханов.

Хăй ăшĕнче Турханова "устав чури" тесе хирĕçлетАйкашев. Тăшманпа вирлĕ çапăçма мар ăс парать вăл хăйĕн боецĕсене. Партизансене: "Эсир отряд командованийĕнчен хамăра хăвăртрах фронт линийĕ урлă каçарса яма ыйтăр", - тет.

Нимĕçсем партизансен базине çавăрса илсен, Турхановăн отряда Висла урлă каçарма приказ пама тивет. Шыв урлă каçас умĕн Турханов йывăр аманать. Партизансем хăйсен командирĕ патне чупса пырасшăнччĕ. "Полковник вилнĕ, хăвăр çăлăнăр, - тет Айкашев боецсене. - ...Турра шĕкĕр. Тинех унран хăтăлтăм ĕнтĕ... Акă халь çакăнтах çĕрсе выртăн. Эпĕ вара... сан вырăнна кĕрсе ларăп..." Çак эгоистла хăтланупа вăл офицер чысне çухатмаллипех çухатать.

Шыв урлă каçсанах Айкашев отряд командованине хăй аллине çавăрса илме шутлать. Никам ирĕк памасăрах Турханов вилни çинчен, отряд командирне хăйне лартни çинчен приказ çырать. Çакна ĕненмен Ева радистка Мускава кун çинчен пĕлтерме килĕшмесĕр ун патне васкавлăн çитсен, çынлăхран тухса пыракан Айкашев ăна пусмăрлама та тăрать. Хĕр упраç ăна хирĕç тăма вăй çитерсе тухса тарма ĕлкĕрсен, вăл ăна арестлеме хушать.

Çапла Айкашевăн отрядри авторитечĕ пĕтсех пырать. Ротăри боецсем те ытларах Пуянтайкин замполитпа канашлаççĕ. Пысăк йăнăш та тума ĕлкĕрет вăл. Партизансене Ковальски ялне тĕплĕн разведка тумасăрах тапăнма илсе каять, анчах вутлă çумăр айне пулнăскерсен вилнисемпе аманнисене пăрахса хăварсах ним йĕркесĕр чакма тивет. Çитменнине рота тăнă вырăнтан пĕр уйăхлăха хатĕрленĕ апат-çимĕçе илсе тухма май килмест. Партизансене нимĕçсем хупăрласа илеççĕ.

"Хам паттăрлăха кăтартма пулĕччĕ те... Кирлĕ-ши вăл? Чĕррĕн юлассине пĕлнĕ пулсан, çапăçма пулĕччĕ ĕнтĕ. Вара кăкăр çине "Ылтăн Çăлтăр" медалĕ çакма та пултарĕç. Анчах çапăçура вилсен?.. Вилнисене... чап та, мухтав та кирлĕ мар. Апла пулсан кирек хăçан та пуçа çăлма тăрăшас пулать", - тет те хăйпе пĕрле пилĕк çын илсе, отряда пăрахса, шыв урлă каçса тарать. Боецсене юхан шыв леш енне пулăшу ыйтма каятăп тесе суйса хăварать. "Хама хам çăлмасан, урăх кам çăлтăр? Тепĕр тесен эпĕ епле тарнине пĕлекенсем пурте вилсе пĕтĕç. Вара темле те суйма пулĕ", - тет вăл хăйне хăй, дезертира тата сутăнчăка тухнă Айкашев.

Пулăшу кĕтекен партизансем тан мар çапăçура паттăрсен вилĕмĕпе çапăçса вилеççĕ. Пĕтĕм ротăран пĕр çын та тыткăна парăнмасть.

Хăй пуçне çăлассишĕн юлташĕсене пăрахса хăварнă хăравçă вара этем ятне те илтме тивĕçлĕ мар. Присягăна пăснă Айкашева партизансен трибунал сучĕ çакса вĕлермелле тăвать. "Вăрçăра пуля чи малтан паттăра шыраса тупать", -тенĕччĕ Айкашев. Апла мар иккен. Турханов: "Çук, пуля сана паттăр çынсенченмаларах шыраса тупĕ", - тени тÿр килчĕ. Айкашева, хăй ыйтнипе, персе вĕлерме йышăнаççĕ.

Паттăр вилмест теççĕ халăхра. Чăн та, мĕнле кăна хăрушлăх витĕр тухмасть Турханов полковник. Вилĕмпе пурнăç хушшинче çип пек тытăнса тăрать унăн кун-çулĕ. Икĕ хут йывăр аманать вăл. Пĕрремĕшĕнче ăна тăванла поляксем çăлса хăвараççĕ. Анчах иккĕмĕш хутĕнче хăйне пăхăнса тăракан офицерах, чыспа тивĕç мĕнне маннăскер, çынлăх туйăмне çухатнă, кăмăл-сипетне йăштарнă çын сутать - çапăçу хирĕнче пăрахса хăварать. Вара нимĕçсен тыткăнне лекет. Концлагерьти юнлă та тискер тата выльăха кăларакан асап витĕр тухать вăл. Анчах парăнмасть, шанчăка çухатмасть, хăй пек паттăр çынсем пулăшнипе ирĕке тухать. Малашне те тăшманпа çапăçать, çĕнтерĕве çывхартма пĕтĕм вăй-халне хурать.

Соседние файлы в предмете [НЕСОРТИРОВАННОЕ]