Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:

chuvashskiesochineniyaizinterneta

.docx
Скачиваний:
594
Добавлен:
07.02.2015
Размер:
225.67 Кб
Скачать

Çĕр çинчи кашни çыннăн çуралнă çĕрĕ-шывĕ, тăван савнă ялĕ, ашшĕ-амăш килĕ пур. Çавсем пуррипе çын телейлĕ те. Кирек ăçта пулсан та, хамăра сĕткен парса ÿстернĕ, вăй-халлă тунă, мăшăр çунат хушса вĕçтерсе кăларса янă тараватлă çĕре манар мар. Тăван ял, тăван кил умĕнчи парăма ырă ĕçпе, тулли кăмăлпа, чыспа-хисеппе саплаштарса пырар.

Тăван ялăма савса та юратса Валентина Тарават сăвăçă сăмахĕ-семпе калас килет:

Салам сире, тăван хирсем!

Юратнă ял, салам сана та!

Эсир савса кĕтсе илсен

Эп ача евĕр савăнатăп.

МĔН ВĂЛ ЧУН ТАСАЛĂХĔ?

Ирĕклĕ темăпа çырнисем 18.06.2009, 20:29

Сочинени эпиграфĕ: Таса чунлă пул. Ваттисен сăмахĕ.

"Кĕпÿ варалансан шывпа çăватăн та - тасалать, чуну варалансан - ниепле те çуса яраймăн", - тет мана асанне. Çакăн пек ăса вĕрентсе калакан сăмахсем мана кашни илтмессерен шухăша яраççĕ. Тумтир, чăнах та, тусан лексе е пылчăк сирпĕнсе вараланать. Мĕнле вараланма пултарать-ха çын чунĕ? Мĕн лекнипе тасамарланать вăл? Мĕнле çынна таса чунлă теме пулать?

Таса сывлăш, таса çăлкуç, таса çи-пуç, таса чун... "Таса" сăмаха манăн "ырă", "илемлĕ" сăмахсемпе юнашар тăратас килет. Пĕлтерĕшĕпе те пĕр-пĕрне çывăх вĕсем.

Таса чунлă, ырă чунлă, чунĕпе илемлĕ тетпĕр эпир лайăх та сапăр çын çинчен. Таса чунлă этем вăл, ман шутпа, хăй пурнăçĕнче нимĕнле усал ĕç те тумасть, никампа та вăрçса-харкашса çÿремест, никам çинчен те элек сармасть, никама та кĕвĕçсе-ăмсанса пурăнмасть, çын хуйхишĕн савăнмасть, эрех-сăрапа иртĕхмест, çын япалине хапсăнмасть.

Таса чунлă çын ашшĕ-амăшне те, тăванĕсене те, ытти çынсене те хисеплесе пурăнать, никама та кÿрентермест, пур ыйтăва та сапăрлă татса парать, пуçпа шухăшласа кăмăллă калаçать, çынна йывăрлăхра, пĕр-пĕр пысăк ĕçре пулăшма тăрăшать, çынпа пĕрле кулянать, çынпа пĕрле савăнать.

Таса чунлă çын хăйне киревсĕр тытса, аскăнланса, укçашăн ÿт-пĕвне сутса, çын çемйине аркатса, пурнăç йĕркине пăхăнмасăр пурăнса хăйĕн чунне вараламасть* Турă умĕнче, ашшĕ-амăшĕпе ачи-пăчи умĕнче, çынсем умĕнче çылăха кĕмест. Чуна варалама çăмăл, тасатма - йывăр* çылăха кĕме çăмăл, каçарттарма - йывăр.

Ман шутпа, таса чунлă çынсене çĕр çинче пурăнма çăмăлрах. Ир тăрсан та, каç выртсан та - вĕсен чунĕ таса, уçă, нимĕн те кансĕрлемест, нимĕн те вĕчĕрхентермест. Таса чунлă çынсене Турă та хăй хÿттине илнĕн туйăнать - телей те ăнăçу парса тăрать.

Пĕр-пĕр усал ĕç турăн пулсан е пĕр-пĕр çынна кÿрентертĕн пулсан - канлĕхе çухататăн. Сана хăв тунă ĕçшĕн намăс та, çылăх та. Санăн чуну вараланчăк, ăна тасатмасăр - канăç тупаймастăн.

Çын вĕлерекенсен чунĕ еплерех чăтать-ши? Вĕсем хăйсен çылăхне ĕмĕрне те каçарттарса пĕтереймеççĕ, вараланчăк чунпах ĕмĕрне ирттереççĕ. Çавăнпа та чуна варалани хăвна хăв ура хурса-такăнтарса пурăннипе пĕрех.

Эпĕ шутланă тăрăх, çылăхлă çынсем вĕсем çавах ырă курса пурăнаймаççĕ çĕр çинче. Чунна вараларăн пулсан, санăн пурнăçу ăнма пăрахать, телей санăн аллунтан вĕçерĕнет. "Çынна ырă тăвакан, хăй те ырă курать тет, çынна усал тăвакан, хăй те усал курать тет", - тенĕ ваттисем. Пурнăçра ырă чунлă пулнине нимĕн те çитмест ĕнтĕ.

Хальхи вăхăтра чунсăр та сĕмсĕр çынсем йышлансах пыраççĕ. Вăрă-хурахсем, рэкетирсем, террористсем, тара кĕрĕшсе çын вĕлерекенсем нумайлансах кайрĕç. Вĕсем никама та пăхса тăмаççĕ: ватă-и, çамрăк-и, пĕчĕк ача-и... Япала çеç мар, çынсене те вăрлама пуçларĕç. Укçашăн е теприсем хăйсен çăткăн та аскăн кăмăлне тултарассишĕн çынсене пусмăрлаççĕ, çаратаççĕ, вĕлереççĕ, ÿт-пĕвне пайласа е хăшне-пĕрне, тен, чĕрĕллех çĕр айне чыссăррăн, выльăха пытарнă пек, чавса чикеççĕ. Çын пурăнакан çуртсене сĕмсĕррĕн сирпĕтсе яраççĕ. Çак ĕçсене тăвакансем ăçтан таса чунлă пулччăр ĕнтĕ? Вĕсем тахçанах чунĕсене шуйттана сутса янă, хăйсем чунсăр юлнă. Чунсăр та сĕмсĕр, çăткăн та нĕрсĕр çынран мĕн кĕтмелли пур ĕнтĕ? Ун çумĕнче ырри нимĕн те юлман, вăл пуçĕпех усала парăннă. Вăл хăйĕн чунне нихăçан та тасатсапĕтереймест, вилсен те тамăка лекет. "Çылăхне кура тамăкĕ. Çылăхран çĕленрен тарнă пек тар", - тенĕ ваттисем. Анчах та пурте "тарма" пĕлмеççĕ çав. Хăшĕ-пĕрисем укçа-тенкĕ çитменнипе лайăх мар ĕçе явăçаççĕ, теприсем иртĕхсе тем те хăтланаççĕ, виççĕмĕшĕсем патшалăх шанса панă ĕç вырăнĕпе усă курса пуйса юласшăн.

Эп ăнланнă тăрăх, таса чунлă çын вăл - саккуна пăхăнса пурăнакан çын. Патшалăх саккунĕсене пăхăнмасăр, вĕсене хирĕçле ĕç тăвакансене ниепле те таса пурнăçпа пурăнаççĕ теме май çук. Çыннăн мĕн тума юранипе мĕн тума юраманнине ачаранах пĕлмелле. Кун çинчен ашшĕ-амăшĕ те, вĕрентекенсем те каласах, ăнлантарсах тăраççĕ. Вĕсем каланине, вĕрентнине хăлхана чикекен çыншăн, паллах, чи хакли вăл - чун тасалăхĕ. Чун таса пулсан чĕрене те, пуçа та çăмăл: ытлашши хуйхă, ытлашши шухăш çук.

"Таса чун çăтмаха каять", - тенĕ ваттисем. Ку вăл таса чунлă çыннăн вилĕмĕ те чыслă тенине пĕлтерет.

Чăваш литературинче пире тĕслĕх парса тăракан таса та ырă чунлă сăнарсем сахал мар: Константин Петровăн "Юратупа наркăмăш" повеçĕнчи Алексей Черемухин, Александр Артемьевăн "Симĕс ылтăн" повеçĕнчи Валентин Актаевпа Нина Атласкина, "Салампи" повеçĕнчи Салампипе Анна Ивановна, Çемен Элкерĕн "Хурапа шурă" повеçĕнчи Ленăпа Сергей, Илпек Микулайĕн "Хура çăкăр" романĕнчи Элентей, Александр Алкан "Хамăр ялсем" поэминчи Иван Юманов. Çак геройсен чун тасалăхĕ вĕсен ĕçĕ-хĕлĕнчен, шухăш-кăмăлĕнчен, калаçăвĕнчен, тыткаларăшĕнчен, сапăрлăхĕнчен курăнать. Пурнăç çавăн пек ырă çынсем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ. Çĕр çинчи пур çын та чунсăр пулас пулсан, мĕн пулĕччĕ-ши тĕнчере? Ун çинчен шухăшлама та хăрушă. Çавăнпа та кашни çыннăн ваттисем вĕрентсе каланă ăслă сăмахсене асра тытмалла. Çăткăнлăх, сĕмсĕрлĕх, кĕвĕçÿ-тавăру, иртĕхÿ-савăшу туйăмĕсене ирĕке ярса чуна варалар мар. Çут çанталăк панă ÿт-пĕве, сăн-пите, чун-чĕрене таса тытар. Чун тасалăхне укçалла илме çук.

Эпĕ хамăн юратнă асаннене мана пурăнма вĕрентнĕшĕн, йăнăш тăвасран, инкек-синкек патне пырса тухасран, чуна вараласран асăрхаттарса тăнăшăн тав тăватăп. Унăн ăслăлăхĕпе вĕрентĕвĕ маншăн та, манăн ачасемшĕн те, ачасен ачисемшĕн те ĕмĕрлĕх халал пултăр.

ПУРНĂÇ - КĔРЕШŸ

(Чăваш çыравçисен хайлавĕсем тăрăх) Ирĕклĕ темăпа çырнисем 18.06.2009, 19:59

Сочинени эпиграфĕ: Кĕрешÿсĕр пурнăç çук. Ваттисен сăмахĕ.

Чăн пурнăç - çурхи шывсен юххи,

Инкексемпе пур ырлăхсен пуххи.

Эй, пурнăç!

Лартах танатуна:

Кĕрешĕве чĕнетĕп эп сана! -

тесе çырнă Раиса Сарпи хăйĕн "Пурнăç" сăввинче. Мĕнле кĕрешÿ çинчен калать-ши поэтесса? "Пурнăçра нимĕн те ахаль килмест: çитĕнĕве, телее, ырлăха çĕнсе илмелле", - тесшĕн пулĕ ĕнтĕ паллă сăвăçă. Пĕр-пĕр çынпа хире-хирĕç тăрса, сулкалашса, вăрçса-харкашса, çапса-амантса тытăçмалли çинчен сăмах пымасть кунта. Пурнăçри кĕрешÿ вăл - чун тарăхăвĕ, чун канăçсăрлăхĕ, чун парăнманлăхĕ* тĕрĕсмарлăхпа, тасамарлăхпа, ултав-суяпа, танмарлăхпа, чухăнлăхпа килĕшсе тăма пултарайманни. Кулленхи пурнăçра сиксе тухакан йывăрлăхсемпе, çитменлĕхсемпе, чир-чĕрпе, хуйхă-инкекпе ал-урана ирĕке ярса кĕрешмелле мар. Пур чăрмавсене те ăспа-тăнпа, тĕплĕн шухăшласа, "çиччĕ виçсе", ăшри туйăмсене шута илсе сирсе пымалла. Урăхла каласан, ăспа та, чунпа та, туйăмсемпе те, шухăш-кăмăлпа та кĕрешме пĕлмелле иккен. Кун пек кĕрешÿре ăс-тăн çивĕчлĕхĕ, чун çирĕплĕхĕ, вăй-хал пиçĕлĕхĕ, чун тасалăхĕ тĕп вырăнта тăрать. Пурнăç ăнса пытăр тесен, лартнă тĕллеве пурнăçлас тесен, "кĕрĕк арки йăваласа" лармалла мар, утăм хыççăн утăм, çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ, çĕнтерÿ хыççăн çĕнтерÿ тумалла. Пурăнан пурнăçра тем тĕрлĕ самант та килсе тухать. Хăш-пĕр чухне хăвăнпа хăв та кĕрешетĕн, хăвна хăв та çĕнтеретĕн, "куç хăракан" пысăк та йывăр ĕçсене те парăнтаратăн, хăвна хăв усал ĕç тăвасран, инкеке çакланасран тытса чарса тăратăн, сÿнме пуçланă шанчăка çĕнĕрен çунатлантарса яратăн. Хăвна хăв чăн-чăн çын шутĕнче тытса тăрас тесен чун-чĕре хавалĕ, чун-чĕре вăйĕ питĕ çирĕп кирлĕ. Нишлĕ те вăйсăр чунлисем кĕрешеймеççĕ. Вĕсем хăйсен шăпипе тÿрех çырлахаççĕ, хăйсен чыс-хисепне, ят-сумне çĕклессишĕн тăрăшмаççĕ. "Кĕрешĕве тухайманнисенчен" ыттисем тăрăхласа кулма та, мăшкăллама та пултараççĕ, халăх хушшинче вĕсем "хăйшĕн хăй тăрайман, хăй пурнăçĕшĕн хăй кĕрешеймен" çынсем шутланаççĕ.

Çак çĕр çинче чунпа хастаррисем, чунпа вăйлисем, чунпа хăватлисем çеç лартнă тĕллеве пурнăçлама, çукран пур тума, хăйсен ятне çĕклеме, пурнăçпа савăнса та киленсе пурăнма пултараççĕ.

Пурнăçри кĕрешÿре хăшĕ-пĕрисен чунĕсем "çунса каяççĕ", кĕрешÿ йывăрлăхĕсене чăтаймаççĕ вĕсем. Ун пекки те пулать. Çавăнпа та, кĕрешÿре çĕнтерес тесен, ура çинче çирĕп тăмалла: хăвна хăв хисеплемелле, хăвăн вăй-хална шанмалла, шанчăка çухатмалла мар, ялан ăспа çÿремелле, кашни утăма шухăшласа тумалла.

Александр Артемьевăн "Симĕс ылтăн" повеçĕнчи Валентин Актаевтăван ялне ырă-сывă таврăнассишĕн, хăйĕн таса ятне тавăрассишĕн мĕн чухлĕ кĕрешмест-ши? Паллах, кĕрешÿ вăхăтĕнче асапланма та, мĕскĕнленме те, тарăхма та, куççульпе макăрма та тивет. Тем те тÿсет Валентин. Тыткăнри хĕн-асапа чăтса ирттерет, ял халăхĕ умĕнче хăйĕн ырă ятне çĕнĕрен çĕнсе илет, ĕçĕ-хĕлĕпе чапа тухать, юратнă çыннипе çемье çавăрать, ача-пăча ÿстерет. Çак ырлăх, паллах, çÿлтен ÿкмест. Уншăн мĕн чухлĕ тăрăшма, нушаланма, тар тăкма тивет.

"Чăн та, пурăнас туртăм вăйлăччĕ манра. Эп çăлăнас шанчăка пĕрре те çухатман. Питĕ таврăнас килетчĕ çуралнă çĕр-шыва, сире пурне те курас килетчĕ... Çав пысăк ĕмĕт те мана тÿсĕмлĕх, вăй парса тăчĕ пуль... Питĕ вилес килместчĕ..." - тет Валентин Актаев. Вăл хăйĕн чăтăмлăхне, тăрăшулăхне, ĕçченлĕхне, хастарлăхне пула пурнăçне ыттисем ăмсанмалла йĕркелесе ярать.

Валентин Актаевăн кашни кунĕ - кĕрешÿ теме пулать. "Кĕрешÿре телей килет", - тенĕ ваттисем. Хастар салтак та хăйне телейлĕ тесе шутлать. Вăл - вăрçăпа ĕç паттăрĕ.

Константин Петровăн "Юратупа наркăмăш" повеçĕнчи Элекçейĕн те кĕрешĕвĕ йывăр, анчах пархатарлă. Вăл колхозри паллă механизатор, таса та ырă чунлă, ăслă та хăюллă, пурнăç çулĕпе шанчăклă утакан çын. Суяпа ултава, тĕрĕсмарлăха, киревсĕрлĕхе, икĕпитлĕхе чăтма пултараймасть, кĕрешÿре хăраса тăмасть. Хăйĕн юратнă мăшăрне Варуçа тĕн сĕрĕмĕнчен, тĕшмĕш танатинчен хăтарас тесе канăçне çухатса кĕрешет Элекçей. Хура ăш-чиклĕ Русаковăн киревсĕр те сăтăрла ĕçĕсене хирĕç ним хăрамасăр кĕрешет вăл.

Валентин Актаевăнни пекех, Алексей Черемухин пурнăçĕнче те кашни кун - кĕрешÿ. Варуçа шала кайнă тĕн-тĕшмĕш чирĕнчен хăтарса хăвараймасть пулин те, унăн юратăвне упраса пурăнать, ывăлĕпе хĕрне тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерет, усал ĕç туса пурăнакан Русаков ушкăнне тĕп тума пулăшать. Ырăпа усал хушшинче кĕрешет Элекçей. Ырри çавах та çĕнтерет.

Александр Алкан "Хамăр ялсем" поэминчи Иван Юманов сăнарĕ те кĕрешÿçĕ сăнарĕ пек тухса тăрать. Ăна эпир ĕçре те, уявра та, пĕччен чухне те, халăхпа пĕрле те, килĕшÿре те, хирĕçÿре те, савăнăçра та, хуйхă-суйхăра та куратпăр, унăн пуян та таса чунне туятпăр.

Иван вăрçă хыççăн яла таврăнман, пĕр хулари пысăк заводра ĕçленĕ. Чунĕ ыйтнипе вăл тăван ялне таврăнать, МТС директорĕнче ĕçлеме пуçлать. Анчах та рабочисен ĕçлес кăмăлĕ сахал, МТС та юхăна пуçланă. Цифиркин пек çынсем ура хурса пыраççĕ иккен: ĕç укçине вăхăтра тÿлемеççĕ. Юмановăн ирĕксĕрех çитменлĕхсемпе кĕрешметивет: ĕçре йĕрке тума пуçлать, ĕç дисциплинипе хăпартать, Цифиркин йышшисене ĕçрен хăтарать. Тÿрĕ чунлă Юманов "Телей" колхоз председателĕн, хăйне çеç юратакан,хăйне çеç ĕненекен, чапшăн-мухтавшăн çунакан Якур Степановăн ÿрĕк-сÿрĕк ĕçне сивлет, питлет.

Иван Юманов- чăн-чăн ĕç çынни. Вăл хăйĕн хастарлăхĕпе, тÿрĕлĕхĕпе, халăхпа калаçма тата халăхшăн тăрăшма пĕлнипе çынсен кăмăлне каять, чи хисеплĕ çын пулса тăрать.

Пурнăçра темшĕн те кĕрешмелле иккен. "Пурăнас хăват вилĕме çĕнтерет", - тенĕ ваттисем. Пурăнан пурнăç кĕрешÿсĕр пулмасть. Çын пурăнать пулсассăн, вăл кĕрешме пăрахмасть. Ĕçчен çын кахалсене юратмасть. Тÿрĕ кăмăллă çын вăрлакансене кураймасть. Эрех-сăра ĕçмен çын ÿсĕр çынна килĕштермест. Сăпайлă çын çăмăлттай шухăшлă çынран аякка пăрăнать. Ырă кăмăллă çын усал та хаяр чунлă çынсемпе туслашмасть. Çавăнпа та çыннăн пĕрмаях ырришĕн, усаллине çĕнтерессишĕн кĕрешме тивет. Пурнăç çавăн пек ыйтать. Ырришĕн кĕрешме пăрахсан, çĕр çинче усалли çеç хуçаланма пуçлать. Ун пек пулма парас марччĕ. Ырă, илемлĕ, телейлĕ пурнăçшăн кĕрешме пирĕн вăй-хал та, хастарлăх та, маттурлăх та хутшăнсах пытăрччĕ. Антонина Тямина сăвăçă каланă пек:

Сивĕ çатăрлатăр-и çĕре,

Çил-тăманлă пултăр-и хĕл кунĕ? -

Канăçа ан пĕлтĕр ман чĕре,

Пурнăçăм, вĕре кĕрешÿре!

Нишлĕхе çĕнтерччĕ, вĕри чунăм!

ЧУНА КĔВĔÇМЕ ПАРАС МАРЧЧĔ

Ирĕклĕ темăпа çырнисем 18.06.2009, 19:35

Сочинени эпиграфĕ: Кĕвĕçекене кĕве çиет. Каларăш.

Чăваш хушшинче пĕр-пĕр килĕшÿсĕр ĕç часах пулкалать. Эпĕ çавна пĕрре анчах курман. Çапла акă чăвашранах хăшĕ те пулин мала туха пуçласан, ыттисем ăна такăнтарма пăхаççĕ, çулне пÿлеççĕ. Вара унăн та ырă ĕмĕчĕ татăлать, çине пыракансем хăйсем те тип-типĕ тăрса юлаççĕ. Эсир апла ан пулăр. Çÿле çĕкленекене мĕн хал çитнĕ таран çĕкленме пулăшăр. Хăпарса çитсе тĕрек илсен, вăл вара хăй сире аялтан çÿле турта-турта кăларĕ. Малти урапа куçсан, хыçалти унран юлмасть. Пĕр-пĕрин сăмахне тăнласа пурăнни, пĕрне-пĕри ырăлăх туса тăни пурнăçа хăват парать. Çакна хытă шанса тăрăр", - тенĕ тăван халăхăмăрăн улăпла ăсчахĕ Иван Яковлевич Яковлев "Чăваш халăхне" чун халалĕнче.

"Мăнланнă чăваш чăвашах çиет", - теççĕ халăхра. Чăнах, тепĕр чухне ÿсĕм туса малта пыракан чăваша ура хурса такăнтарасси, унăн ĕçне чарса тăрасси паян кунчченех пур-ха пирĕн хушăра. Мĕнрен пуçланать вăл çак ырă мар йăла? Унсăр пурăнма çук-им?

Çыннăн кил хуçалăхĕнчи ĕçĕ-хĕлĕ ăнса пырать-и, пушă вăхăта шеллемесĕр ĕç укçи ытларах ĕçлесе илсе ытлă-çитлĕ пурăнма тытăнать-и, пикенсех çĕнĕ çурт лартать-и, укçа-тенкĕ çитерсе çăмăл машина туянать-и - камăн çапларах пурăнас килмест-ха. Хăш-пĕрисем, ĕç-пуç патне туртăм питех çуккисем, кахал-наяна сулăннăскерсем, хаваслă та шухăшсăр ĕçкĕ-çикĕне хăнăхнăскерсем, пуçлаççĕ çак пултаруллă чăваша ăмсанма. Ма пирĕн çапла ăнмасть-ха, ма пирĕн алла кĕмест ку телей теççĕ."Ăмсанакан карта урлă та курать", "Ăмсанаканăн куçĕ - тĕпсĕр авăр", - теççĕ халăхра кун пеккисене. Çапла ăмсану хуллен кĕвĕçÿ патне илсе çитерет.

Халапра та çапла вĕт-ха. Çылăха кĕнĕ çынна тамăкра сăмала янă пы-ы-сăк хурансене ярса вут çинче вĕретсе асаплантараççĕ. Кашни халăх валли - уйрăм хуран. Еврейсен çунакан хуранне питĕ нумай шуйттан хураллать тет. Кашни еврей пуçне пĕр мăйракалли. Енчен те пĕри те пулин тапкаланса тухма тытăнать - ăна шуйттан юман патакпа пуçран пĕрех çапать, лешĕ хуран тĕпнелле анса каять. Вырăссемпе тутарсене пĕр шуйттан çеç хураллать. Пĕччен те ĕлкĕрет иккен. Анчах тутарсемпе еврейсем питĕ чее тет. Тутарсенчен пĕри те пулин çав хурантан тухать - хăй хыççăн тепĕрне те туртса кăларать имĕш. Еврей пулсан - пурне те. Асапланакан чăвашсен хуранĕ умĕнче пĕр шуйттан та çук. Вĕсене хураллама кирлĕ мар, мĕншĕн тесен пĕри çеç йăраланса тухма хăтлантăр, ăна юнашарти чăвашĕ уринчен каялла туртса-сĕтĕрсе антарать. Халап кăна, анчах тĕрĕсси те çук мар-тăр.

Кĕвĕçÿ туйăмĕ икĕ тĕрлĕ пулать теççĕ: ырă кĕвĕçÿ тата хаяр кĕвĕçÿ.

Ырă кĕвĕçÿ, телее, çынсен пурнăçне те, ăмсанаканнин пурнăçне те сиен кÿмест. Мĕншĕн тесен вăл ют çын çитĕнĕвĕсене йышăнать, çапла майпа хăйне пултаруллăрах ĕçлеме хĕтĕртет. Ыттисем тума пултарнине хăй пурнăçлама туртăнни чунне хăпартлантарса, хавхалантарса çеç ярĕ, тухăçлăрах ĕçлеме пулăшĕ. Ăна вăл хăй те уççăн калать, ним пытармасăр. Çапла майпа, çынна ыррăн кĕвĕçсе, вăл уншăн савăннине тÿррĕн палăртать, кÿрентермест, сăтăр тумасть.

Хаяр кĕвĕçÿ вара çынсен кулленхи пурнăçне сиен кÿрет çеç мар, пысăк аркату патне те илсе çитерме пултарать. Тата вăл хуллен вĕчĕхÿпе курайманлăха куçать. Сисмесĕрех йăпшăнса кĕрсе ăмсану-кĕвĕçÿ чуна питĕ тарăн та хытă ыраттармалла амантать. Çак çын малтанах ыттисем лайăх пурăннине курса ăмсанать, вара унран лешĕн пурнăçĕ ăнăçуллăрах пулнине туйса нушаланать: сăлтавсăрах тарăхма пуçлать, вĕчĕрхенет. Унăн тата çав çынна мĕнле те пулин такăнтарас, тарăхтарас, вăрçтарас, кулянтарас килет.

Литературăра та пур çакăн йышши сăнарсем. Акă, "Хура çăкăр" романри Кăптăрмăш Кармасунĕ. Эпĕ маттур, эпĕ чаплă тет хăйне. Ыттисем пурте йĕксĕксем тесе çÿрет. Вĕчĕрхенсе тарăхать вăл. Мĕншĕн? Ăна та халăхра ят, чап кирлĕ. Хăйне кура тивекен шăпа виçинчен çÿллĕрех курăнасшăн хĕртĕнет. Хăй вара кам-ха? Çынсемпе урăм-сурăм хирĕçсе пурăнать. Чĕринче ăшăнмалăх хĕлхем те юлман.

Тепри тата - Хулай Пăрăмсанĕ - нихăçан та тарличчен ĕçлесе курман. Паттăр ятне илесшĕн çунса хăйĕн тăван ашшĕне пуçĕнчен туртапа çапса вĕлернĕ. Ашшĕ пухнă пурлăхне те салатса пĕтерет. Ун инкекĕшĕн вара пурте айăплă, пĕр хăй кăна айăплă мар. Чĕрре кĕрет, сурчăк сирпĕтсе ятлаçать, çилленет, ятлăхне çĕртет, элекçĕ-сутăнчăка тухать. Ним айăпсăр ĕçчен кÿршине тем тума хатĕр. Чăн-чăн куштана тухать вăл.

Акă тата "Салампи" романри Чушковпа Ласкин. Хăйсем пурнăçра нимĕнле ырă ĕç те тума хал çитереймеççĕ, анчах пĕр-пĕрне мухтаса çеç лараççĕ. Çав вăхăтрах çак "профессорпа" "критик" чăваш литературине те, искусствине те, пултаруллă çынсене питĕ тиркесе, йĕрĕнсе калаçаççĕ. Вĕсене нимĕн те, никам та килĕшмест иккен. Çын ĕçĕ, çитĕнĕвĕ вĕсене савăнтармасть, вĕчĕрхентерет кăна. Хăйсен вĕчĕхĕвне ниçта хураймасăр, çурăлса каяс хăмпă пек тарăхса çÿреççĕ. Пур ырă, çутă япалана чĕререн кураймаççĕ. "Асту, Алмазов, сан çулу çине те тăрĕç-ха вĕсем! Ахальтен мар сана ятран чĕнеççĕ, ун йышши вăл яланах куç умĕнче йăпăлти, саншăн тем тума та хавас, анчах вăл аллуна чуп тунă самантрах пуçна çиме хапсăнать", - тет Саланов юлташнеасăрхаттарса.

Чăнах çав, хаяр кĕвĕçÿллĕ çын, курайманлăхпа тарăху ытамне кĕрсе ÿкнĕскер, куç умĕнче хăйне питех палăртмасть. Тимлĕрех пăхсан çакă сăн-питĕнчи хусканăвĕнче палăрать-ха, анчах вăл ăна йăпăлти-япăлти чĕлхипе хуплама тăрăшать. Çыртма вара хытă çыртать. Вăрттăн. Элек сарать, улталать, такăнтарать, сутать... Кайран санпа тĕл пулсан мăнкăмăллăн та каппайчăклăн сăмсине каçăртса иртсе каять, йĕкĕлтесе илме те ĕлкĕрет. Акă сана мĕн турăм эпĕ, тутлă-и, лайăх-и тенĕ пек.

"Ăмсанакан çыннăн пурнăçĕ хăрсах пырать", "Кĕвĕçекене кĕçĕ тухать", "Кĕвĕçÿ кун-çула кĕскетет", - теççĕ чăвашсем. Ăмсану хаяр кĕвĕçĕве куçрĕ тĕк - ку чир. Вăл шала кайсан, ăна сыватма çук, йывăра каять. Малтанлăха "кĕçĕ" евĕр анчах пулсан, кайран "усал шыççа" куçать. Чун-чĕрене витерсе, тарăхупа вĕчĕрхенÿ тыткăнне çавăрса каять. Вара ытти чирсем пуçланаççĕ. Пурнăç çулĕ те кĕскелет. Хăй те тăр пĕччен тăрса юлать. Пурте сивĕнеççĕ унран.

Кам ăмсану туйăмĕпе пусăрăнса вăрçăнса ларать, çынсем унран пăрăнса çÿренишĕн хăех айăплă. Çак çын çумĕнче ыттисене хăй патне туртакан ырă та çутă сывлăш çук. Ăмсанни хăй çумĕнчен пурне те тĕртсе ярать, çавăнпа ăмсанакан-кĕвĕçекенрен тарса çÿреççĕ. Вăл яланах пĕччен. Ăна никам та юратмасть. "Ăмсанакан ăмсантăр, çурăм хыçне чул çактăр", - тесе йĕрĕнеççĕ унран çынсем.

Çапах та çĕр çинче хăйсен кăмăл-туйăмĕсене тытса чарма пултаракан çынсем нумайрах. Ун пек çынсен хăйсене телей кÿрекен питĕ лайăх ен пур: хăйсене хăйсем улталамаççĕ, хăйсен çитменлĕхне, вăйсăрлăх-начарлăхне йышăнма пултараççĕ, ыттисен телейĕ-пултарулăхĕшĕн савăнма пĕлеççĕ. Кама та пулин ыррăн ăмсанни тата çакăн çинчен уççăн калани хаяр кĕвĕçÿпе вăрттăн нушаланакан çын тепĕр çынна усал суннипе танлашма пултараймасть.

Тĕлĕнмелле пулсан та, çакна пĕлсе тăнă çĕртех пирĕнтен кашниех пурнăçра пĕрре те пулин ăмсанса курнă, çакă чуна мĕнле ыраттарнине, ăна мĕнле аркатнине питĕ лайăх пĕлет. Çапах та хам пурнăçра эпĕ ырă çеç сунакан, çынна шанакан, ыттисен телейне ăмсанакан çынсене сахал мар тĕл пулнă. Çакăн пек çынсем санăн тусусем пулни - пысăк телей. Вĕсемпе хутшăнни чуна тасатса пуянлатать, çитменлĕхсенчен хăтăлма пулăшать. Ун пек çынсен ĕмĕрĕ те вăрăм пулать теççĕ.

ÇАМРĂК ĔМĔР - САМАНТ

Ирĕклĕ темăпа çырнисем 10.06.2009,

Сочинени эпиграфĕ: Çамрăклăх - çут асамат.

Çамрăклăх, теççĕ, çиçĕм.

Митта Ваçлейĕ.

Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет,

Ай мĕн-ма-ши вăл хăвăрт иртет, -

тесе юрлать чăваш çынни. Çак çутă тĕнчере пурте самантлăх кăна тесе те калас килет: ачалăх - самант, çамрăклăх - самант, ватлăх - самант... Çĕр çине çын хăнана çеç килет - самантлăха. Килет те... каять. Анчах кашни çын хăй хыççăн ырă ят, ырă йĕр хăвармалла. Унăн çĕр çинчи хăналăх пурнăçне тăванĕсемпе савăнса, юратнă ĕçĕпе киленсе, ачи-пăчипе хĕпĕртесе, çут çанталăк умĕнчи тивĕç-не туйса, кун-çулне тĕрĕс йĕркелесе пурăнмалла. Хăй ĕмĕрне çакăн пек ирттерес тесен çыннăн ачаранах ырă ĕмĕт-тĕллевлĕ, ăслă-тăнлă, çирĕп вăй-халлă çитĕнмелле. Кун-çулăн кашни тапхăрне илемлĕ тума тăрăшмалла. Этем çуралсанах хăйĕн çĕр çинчи тивĕçне пурнăçлама тытăнать. Ватăлса виличченех вĕренет, ĕçлет, шухăшлать, çурт-йĕр çавăрать, ача-пăча ÿстерет. Çыннăн пурнăçĕнчи кашни тапхăр, кашни çул, кашни кун, кашни утăм - пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ача чухне атте-анне вĕрентсе каланине ăша хывмарăн пулсан, çамрăк чухне чăваш çыннин ырă енĕсене йышăнса юлаймарăн пулсан, вăйпитти чухне тар кăларса ĕçлемерĕн пулсан - ватлăхра йывăр килет.

Кашни вăхăтăн хăйĕн илемĕ, хăйĕн йывăрлăхĕ, хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур. "Ачалăхра нимĕнле ĕç те, нимĕнле хуйхă та çук", - теççĕ. Ку тĕрĕсех мар. Ачан та ĕç нумай: çут çанталăкпа паллашмалла, хăйне кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав тупмалла, ашшĕ-амăшне юратма, хисеплеме вĕренмелле, ăс пухмалла, сывлăха çирĕплетмелле, тумтире таса та тирпейлĕ тытма хăнăхмалла, кил-çуртра пулăшмалла, пĕр-пĕр юратнă ĕçпе тăрмашмалла, ыррипе усаллине уйăрма пĕлмелле. Кĕскен каласан, пурăнма вĕренмелле, ача чухнех пурнăç тути-масине астивсе ÿсмелле.

Çитĕнсе-аталанса пынă май çын ачалăхран çамрăклăха куçать. Çамрăклăх вара - этем пурнăçĕнчи чи илемлĕ, чи асамлă, чи чаплă самант. Çамрăк чухнехи вăхăта мĕншĕн пурте кăмăллаççĕ-ха? Мĕнпе илĕртет вăл?

Ман шутпа, çамрăклăха çуркуннепе танлаштарма пулать. Çурхи кунсенче çанталăк та кăмăла çĕклет: хĕвеллĕ, уяр, ăшă... Йĕри-тавралăх та куçа илĕртет: ем-ешĕл курăк, тĕрлĕ тĕслĕ чечексем, симĕс тумлă йывăçсем... Сывлăш та урăхла: уçă, таса, чечек шăршиллĕ... Чун-чĕре те ырă туйăмлă: хаваслă, çĕкленÿллĕ, çепĕç...

К. В. Иванов та хăйĕн вилĕмсĕр "Нарспи" поэминче çамрăксен шухăш-кăмăлне палăртиччен малтан çурхи илемлĕ вăхăта сăнласа парать.

Тĕттĕм вăрман чĕрĕлет,

Ешĕл тумтир тăхăнать.

Çеçен хир те ешерет,

Илемĕпе мухтанать.

Тĕрлĕ-тĕрлĕ чечексен

Ырă шăрши сарăлать.

Пур çĕрте те кайăксен

Лайăх юрри янăрать.

"Çуркунне - асамлă вăхăт", - тесе калас килет манăн. Пĕтĕм тĕнче чĕрĕлет, чун-чĕрене ырă туйăм тулать. Çуркунне пекех çамрăк вăхăтăн та хăйĕн асамлăхĕ пур. Ахальтен мар хĕрсене чечекпе, хурăнпа танлаштараççĕ. Çамрăк хĕр е каччă пиçсе çитнĕ сĕткенлĕ улма-çырлана аса илтерет. Илĕртÿллĕ вăл: сăнĕпе те, ÿт-пĕвĕпе те, вăй-халĕпе те, куллипе те, шухăш-кăмăлĕпе те, туйăмĕпе те, юрри-ташшипе те, туслăх-юратăвĕпе те... Çын пурнăçĕнче çамрăклăхран ырă вăхăт урăх çук тесе каласан та тĕрĕсех пулĕ. Çамрăк чухне пĕтĕм тĕнче, пĕтĕм пурнăç ыррăн, илемлĕн курăнать. Кулленхи пурнăçра нимĕнле чăрмав та, нимĕнле йывăрлăх та çук пек туйăнать.

Шухă пулнă, шухăшсăр çÿренĕ,

Такăрлатнă Атăл хĕррине.

Кам шутланă, кам ăна ĕненнĕ -

Чи хакли яш ĕмĕр иккенне, -

тесе çырнă чăваш поэчĕ Митта Ваçлейĕ.

Мĕншĕн хаклă-ха яш ĕмĕр? Мĕншĕн çамрăксен вăл вăхăтра темиçе хут ăслăрах, тимлĕрех, асăрхануллăрах, çирĕпрех пулмалла?

Çамрăклăх питĕ хăвăрт иртсе каять терĕмĕр. Ăна ирхи сывлăмпа танлаштарма пулать. Çĕр çине йăлтăркка сывлăм ÿкет, хĕвел пăхсанах - типет. Кукшапуç чечекĕ те çамрăк ĕмĕре аса илтерет. Пĕрре пăхатăн - сап-сарă ларать, тепре пăхатăн - çилпе вĕçсе те кайнă. Хĕрлĕ мăкăнь те пĕр самант çеç илĕртсе ларать. Асамат кĕперĕ те пĕрвăхăтлăха кăна тухать: çичĕ тĕсне кăтартать те - куçран çухалать. Çиçĕм те пĕр самантлăха çеç йăлтăртатса илет.

Çапла вара çут çанталăкри хăш-пĕр пулăмсем мĕнле хăвăрт пулса иртеççĕ, çамрăклăх та çавăн пекех вăшлатса иртсе каять. Çамрăк вăхăта васкавлă пуйăс теме те пулать: килсе чарăнать те... каллех хăй çулĕпе чуптарать. Анчах та пуйăссем каялла килеççĕ, çамрăклăх урăх таврăнмасть. Çавăнпа та яш-кĕрĕмĕн вăхăта усăсăр, тĕллевсĕр ирттермелле мар. Ăс-тăн пухса, чуна килĕшекен ĕç суйласа илсе пурнăç çулĕ çине тăмалла. "Çамрăкла вĕренни - чул çинче, ватăлла вĕренни - юр çинче", - тенĕ ваттисем. Малашнехи пурнăç еплерех йĕркеленсе каясси çамрăк чухнехи ĕç-хĕлрен, ĕмĕт-тĕллеврен, кăмăл-сипетрен нумай килет. Кайран "чавса çывăх та - çыртма çук".

Çын хăйĕн пулас пурнăçне ытларах çамрăк чух палăртать: шкултан вĕренсе тухать, юратнă ĕçе алла илет, савнă туспа тĕл пулать, мăшăрланса çемье çавăрать. Çапла вара çыннăн шухăшсăр, явапсăр çÿреме вăхăт çук: хăйĕн пурнăçне хăех йĕркелесе ямалла. Тен, çавăнпах ĕнтĕ яш ĕмĕр хаклă та.

"Мĕне юрататăн - çав пурте илемлĕ", - теççĕ халăхра. Вун çиччĕри яш ĕмĕре пурте юратаççĕ. Апла пулсан вăл - чи илемли, чи черченки, чи асамли. Çынсем ватăлса çитсен те хăйсен яшлăхĕ çинчен аса илсе калаçаççĕ, çав вăхăта еплерех ирттернине тепĕр хут тишкереççĕ.

Эпĕ ватă кукамай каласа панине итлеме питĕ юрататăп. Ытларах мана унăн çамрăклăхĕ интереслентерет, хамăн паянхи пурнăçăмпа танлаштарса пăхас килет. Кукамай каланă тăрăх, вăл вăхăтри самана яш-кĕрĕме ачашламан пулсан та - улах-уяв, юрă-ташă, вăйă-кулă, çепĕç туйăмсем пулнах. "Çамрăклăх иртсе кайнине сиссе те юлаймарăм, ĕçĕ-хĕлĕ те, шухăшĕ те, пурнăçĕ те йывăр пулнă та, - тет кукамай, - çавах та чун-чĕре хаваслăччĕ ун чух".

Кирек хăш саманара пурăнсан та яш ĕмĕр - яш ĕмĕрех ĕнтĕ. Анчах ытла та хăвăрт иртет-çке вăл. "Яшлăх кайăкла вĕçет, ватлăх виç уран çÿрет", - тенĕ ваттисем. Сисĕнкĕсĕр иртсе каякан вăхăта ырă ĕçпе, илемлĕ шухăш-ĕмĕтпе, таса чунпа, çепĕç туйăмпа, хавас кăмăлпа пурăнса ирттересчĕ. /с, аталан, тăрăш, вĕрен, ĕçле, пурнăç уттинчен ан юл. Чăтăмлăха, ăсталăха, чун-чĕре çирĕплĕхне тупта. Çамрăк ĕмĕре ырă та усăллă ирттересси кашни çынран хăйĕнчен килет. Митта Ваçлейĕ калашле,

Яшлăх, иксĕлми маттурлăх

Пытăр ĕмĕр-ĕмĕре.

МĔН ВĂЛ ÇЫНЛĂХ?

Ирĕклĕ темăпа çырнисем 10.06.2009, 08:35

Сочинени эпиграфĕ: "Этем нумай та, çын сахал". Каларăш.

"Çыннăн чи пысăк ĕçĕ çынна ырă тăвасси мар, çынна усал тăвасран хăйне хăй чарасси. Эпĕ кирек мĕнле çынна та çапла каласшăн: эсĕ мана ырă ан ту, анчах мана усал тăвасран хăвна ху чар", - тенĕ чăвашсен паллă поэчĕ Митта Ваçлейĕ хăйĕн кун-çул кĕнекинче.

Мĕн вăл çынлăх? Митта шучĕпе, хăй асăннă йĕркене тытса пырсан тĕнче йăлтах чиперленсе улшăнать. Анчах çапла пулма чун-чĕрере, кăмăл-туйăмра, ăс-пуçра куна тума хистекен вăй-хал çуралмалла вĕт-ха. Çынлăха вăратакан, ăна сĕткен парса тăракан çăлкуçран тухмалла вăл.

Ман шутпа, çак вăй пуринчен ытла - сăпайлăх туйăмĕнче. "Пуринчен те йÿнни, çав вăхăтрах чи пахи вăл - сăпайлăх", - тенĕ ваттисем. Сăпайлăх çынпа çын хутшăнăвĕнче аван палăрать. Çынна çын тĕл пулсан сывлăх сунать-и, куçран ăшшăн пăхса кăмăллăн калаçать-и, сывлăх-пурнăç çинчен ыйтса пĕлет-и, савăнăç пулсан - пĕрле савăнать-и, хурлăх пулсан - çурмалла пайлать-и - çакă пурте çын сапăрлăхне кăтартакан паллăсем.

Шел пулин те, тепĕр чухне хăш-пĕрисем, уйрăмах çамрăксем, хăйсене виçесĕр сĕмсĕр тытса хулари е хула-ял хушшинче çÿрекен транспорт çинче, урамсемпе скверсенче, парксемпе площадьсенче хăйсене килпетсĕр тытни тĕл пулать: усал та тÿрккес сăмахсемпе тĕлли-паллисĕр перкелешни, юнашар тăракан-ларакан çынсене шута хумасăр кăшкăрашни, черете тăрсан мĕн пур хапипе хирĕне-хирĕне малалла талпăнни, ватта-вĕтте чавсапа тĕке-тĕке ыраттарни. Каçару ыйтасси вара асра та çук. Çакă вăл, паллах, çынлăх идеалĕпе пĕрре те килĕшсе тăмасть.

Соседние файлы в предмете [НЕСОРТИРОВАННОЕ]