Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:

chuvashskiesochineniyaizinterneta

.docx
Скачиваний:
594
Добавлен:
07.02.2015
Размер:
225.67 Кб
Скачать

Иккĕмĕш унка татас тесен Нарспин хăй ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕнчен тухмалла. Несĕлсен, йăх-ăрăвăн ĕмĕрхи чаракĕсене пăсса каçса каймалла. Питĕ пысăк çылăх пулать иккен вăл. Кам-ха вĕсенчен тухма хăйĕ: "упăшкуна ан пăрах", "тату пултăр яланах", "сывă пулччăр", "ача-пăчаллă пулччăр", "усал сăмах ан илтчĕр"... Анчах Нарспин çак сăмахсене Сетнерпе пĕрле кăна илтес килет. Çавăнпа çак пехиле вăл йышăнмасть. Сетнер те чунĕпе çунсах тухать пулмалла. Çăлăнăç шырать, чун савнипе иккĕшĕн çăлăнăçне. Амăшĕ, ывăлне усал ернĕ-шим тесе, юмăç патне çул тытать. Юмăç сăмахĕ-Пÿлĕхçĕ №шăпа тытакан ырă вăй№ сăмахĕ. Ашшĕ-амăш пехилĕнчен тухакана мĕн кĕтет? "Кĕске ĕмĕр, йывăр кун", - "çунса кайĕ çемçе чун", - тет вăл.

"Пÿлĕх турă пÿрнинчен нимĕнпе те иртеймĕ" тенине шута илмесĕр икĕ чун малаллах талпăнаççĕ. Халăх йăли- йĕркипех арăм пуличчен юлашки хут вăййа тухнă Нарспи Сетнере тĕл пуласшăн. Ак хайхисем: "ыталаса пĕр-пĕрне тĕттĕм çĕрте çухалчĕç", "усал Сетнерпе" "усал хĕр" юман кутĕнче çывăраççĕ. Анчах Михетер çыннисем вĕсене шыраса тупса тытса килеççĕ. Ял-йыш умĕнче çемье чысне вараланăшăн, туя пăснăшăн Сетнере тискеррĕн хĕнеççĕ: "хура тăпра çийĕнче выртать Сетнер вилнĕ пек". Нарспие те лекет: "карчăк сиксе тухрĕ те çÿçрен яврĕ Нарспие". "Эсĕ мана хĕнесе кĕлтен вутă тăвас çук!" - тет Сетнер. "Мана апла вĕрентсе манран ырă ан кĕтĕр", - тет Нарспи. Ку Нарспипе Сетнерĕн виççĕмĕш утăмĕ пулчĕ.

Кун хыççăн кĕрешÿ вăй-халĕ те иксĕлмелле пек. Вăхăтсăр, камалсăр вилĕм патнех çитсе тăчĕ-çке Сетнер. Çук иккен. Нарспи те малаллах кĕрешет. "Эпĕ чунăм пĕтсен те, санпа пĕрле пулас çук!.." - тет Нарспи хаяр Тăхтамана çирĕппĕн. Хăй нихăçан та чакмасса пĕлтерсе. Ку - тăваттăмĕш утăм. Тепĕр ункă татăлчĕ. Халĕ Нарспие ашшĕ-амăшĕпе, вĕсен пехил-халалĕпе çыхăнтаракан пĕр йĕр те çук.

"Икĕ чун та савнă чун çĕнеймерĕç тăшманне,... сарă хĕре Нарспие илчĕ-илчех Тăхтаман... - çапла-тăр çав самани". "Эх, пурнăç, пурнăç! Вилме анчах юлчĕ çав... Ăçта кайса кĕрес-ха хамăн усал хуйхăпа", - чунтан кулянать Сетнер. Арăм тума хĕве хупнă Нарспи парăнма шутламасть те. Тăхтамана хăй çывăхне ямасть. Тарăхнă Тăхтаман: "Асту, Нарспи, йĕвенÿ ман аллăмра малашне, - тет, -туйна анчах ăсатам, унта мана пĕлĕн-çке,.. ху курасна курăн-çке..." Сетнер те çакăнтах иккен. Кĕлет çумĕнчех. Вĕсем уйрăлма шутламаççĕ те. Ку вĕсен кĕрешÿ çулĕ çинчи пиллĕкмĕш утăмĕ пулчĕ.

Нарспине "хытă тытать" Тăхтаман - "куллен-кунахсаламат анать - ĕçке пăтаран". Çĕнĕ çын пĕрмаях хуйхăрать, "тÿсет асапне чĕнмесĕр". Нарспи вăрттăнлăхне пĕлнĕ "ватă упăшка кÿлешет", "хĕнет, мĕн пуласса пĕлмесĕр". Виç эрне чăтать Нарспи. Шухăшлама пуçлать. "Ватă упăшка йытă вырăнне хурать", "Мĕншĕн хаяр тăшманпа ман пĕр çуртра пурăнас?" - тет. Ячĕ çĕрнĕ Нарспи "ырă курмасть каччипе". Уншăн савăнăç çук тĕнчере, хурлăх-асап кăна. "Пĕтес мар-ши пуçăмпа?" - тет аптранипе. "Манăн савни пур - çăлайĕ-ши вăл мана?" - тет вăл çавăнтах, шанчăка çухатманскер. Нарспие халь нимĕн те чарса тăмасть. "Çук, пуçăма çийиччен тăшманăма пĕтерем, асапланса тÿсиччен Тăхтамана вĕлерем", - тет çирĕппĕн юлашкинчен. Хăйĕн ĕçне тума вăл усал вăя - "çитмĕл тинĕс леш енчен" Шапатан карчăка йыхăрать. Ку - тĕнче пĕтнине пĕлтерекен вăй, аркатупа вилĕм алăкне çул кăтартакан вăй. "Вилĕм яшки" лартса парать Нарспи Тăхтамана - "ĕнтĕ эсĕ малашне упăшка мар арăмна...", "пĕтрĕ пĕр чун тĕнчере..." Вăрман витĕр Сетнер патне васкакан Нарспие арçурисем "аллисене тăсаççĕ". Çапла Нарспи тĕнче каçарайми çылăх турĕ - çынна вĕлерчĕ. Сăваплă йăла-йĕркен №саманан№ тимĕр ункине татма тĕв тунă улттăмĕш утăм пулчĕ ку. Çапла виççĕмĕш ункă татăлчĕ.

Тепĕр ункă çеç юлчĕ. Ăна касса татма пĕччен çыннăн чун хăвачĕ çитмест пулмалла. Вăйсене пĕрлештермелле. Сетнер те килĕнчен тухса утать. Вăл та тăшмана пĕтересшĕн. "Анчах Нарспи унсăрах... савни пырса çитиччен..." Икĕ савни каллех тĕл пулчĕç. Текех вĕсене никам та уйăраймĕ. Хĕвел те савăнать тейĕн вĕсемшĕн, кайăк та "юрлать йăвинче".

",мĕр курман намăса" курнă, ятне янă Михетерпе карчăкки тăванлăх туйăмĕн йĕрĕпе хĕрне шыраса пыраççĕ. Тĕлĕнеççĕ вĕсем: "Пуян каччă çумĕнче апла пулмĕ ухмах та". "Тепĕр каччă тупăпăр яту çĕрсе кайиччен", - теççĕ. Нарспи çаплах ашшĕ-амăшĕн куçне уçасшăн, вĕсен чунне витересшĕн: "Хĕрĕр чунне курмарăр, "укçа-шăн сутса ярса пĕтертĕр". "...Пуянлăхра анчах мар, ыр курасси - çыннинче", - тесе пĕтĕмлетÿ тăвать вăл. "Сетнер кĕрÿ пулмасан, эпĕ сирĕн хĕрĕр мар. Сетнерпеле пехиллĕр", - тет Нарспи çине тăрсах. Сетнере шуйттан вырăнне хуракан ватă çынсем çамрăксене пит ылханаççĕ. Çак ылхан ашшĕ-амăшĕ хăй хĕрĕнчен тĕппипех сивĕннине пĕлтерет. "Типĕр хăрăк турат пек!... Асапланăр йытă пек! - тесе тухса каяççĕ вĕсем. Хĕвел те "намăсланса, хĕрелсе" пытанать çак сăмахсене илтсен.

Хăй пурнăçĕн чĕрĕ тĕввине татса ячĕ Нарспи. Ашшĕ-амăшĕнчен тĕпĕ-йĕрĕпех уйрăлчĕ. Вăл вĕсемшĕн çук ĕнтĕ. Тымарсăр йывăçхăрать. Нарспи тĕлне те çав шăпа килсе тухать. "Турăран та хăраман" вăрăсем "Михетерпе карчăкне иккĕшне те вĕлернĕ", "мулне-мĕнне хăварман". "Сетнер чупса çитнĕ-мĕн... - пуçне çинĕ унăнне" те. Тĕнче асапне чăтайман Нарспи. "Кантăр варта йăмраран вилнĕ терĕç çакăнса". Ку кĕрешÿ çулĕ çинчи çиччĕмĕш утăм пулчĕ. Анчах çак çул вĕçĕнче кĕрешÿçĕсене çăлăнăç мар, вилĕм кĕтсе тăнă-мĕн. Çутă тĕнче унки татăлчĕ те леш тĕнче алăкĕ уçăлчĕ. Ку тĕнче ишĕлсе анчĕ. Çак ишĕлчĕк айне тăватă виле юлчĕç. Чĕрĕ юлнисен çак ишĕлчĕк вырăнне çĕнĕ тĕнче çĕклемелле.

"Пурнăç çĕрпе пĕлĕт хушшинче", "Вилĕм çири кĕперен çывăх", - тенĕ ваттисем. Самана аталанăвĕнчен маларах пыракан Нарспипе Сетнер чун ыйтнипе пурăнса илемлĕ те хăтлă пурнăç тăвасшăнччĕ. Вĕсем хăйсем ĕмĕтленнĕ пек çĕнĕ çутă тĕнче йĕркелесшĕнччĕ. Анчах усал самана вăйлăрах пулчĕ. Вăл мал ĕмĕтлĕ икĕ çамрăк чуна вилĕм çулĕпе ячĕ. Анчах вĕсен вилĕмĕ хăйсене вилĕмсĕр турĕ, çынсен чунĕнче çутă-çутă шанчăк çутатрĕ. Çав шанчăк çути ыттисене телей патне илсе тухрĕ-тухрех.

"НАРСПИ" ПОЭМĂРИ ХАЛĂХ СĂМАХЛĂХĔ

8-мĕш класс валли 28.06.2009, 13:42

Сочинени эпиграфĕ: Сăмах искусствин пуçламăшĕ - фольклорта. А. М. Горький.

Кашни çыравçăн тĕллевĕ - пурнăçа тарăнрах та ăстарах сăнласа парасси. Пысăк пултарулăхпа çырнă хайлавсене вулакансем те кăмăлтан йышăнаççĕ. Ун пек произведенисем пирĕн чăваш литературинче сахал мар. Вĕсенчен пĕри - К. В. Ивановăн "Нарспи" поэми. Поэмăра чăваш халăхĕн ĕлĕкхи пурнăçне поэт пит ăста кăтартса панă. Унта чăваш ялĕн сăн-сăпачĕ, ял çыннисен ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-кăмăлĕ, йăли-йĕрки, савăнăçĕ-хуйхи алă тупанĕ çинчи пек курăнса тăрать.

Мĕншĕн пурне те килĕшет-ха çак поэма? Мĕншĕн вăл кашни вулакана шухăша ярать, хумхантарать?

Ман шутпа, çак хайлавăн асамлă хăвачĕ сăвăçăн пысăк талантĕнче, сисĕмлĕ чун-чĕринче, пуян тавра курăмĕнче, çивĕч ăс-тăнĕнче. Пурнăçри пулăмсене ĕнентерÿллĕн те витĕмлĕн кăтартса пама пултарнинче, кивĕ пурнăç йĕркисене витĕр курса тăнинче, çĕнĕлле йăла-йĕркесемпе, çутă ĕмĕт-шухăшпа пурăнма ăнтăлнинче, пурнăçа тĕрĕс ăнланнинче...

Халăх сăмахлăхĕпе усă курни те поэма сюжетне пуянлатать. Халăх сăмахлăхĕн тĕслĕхĕсем кирек хăш хайлава та паха сĕм парса тăраççĕ. Кашни автор вĕсене хăйне май, содержанипе, сăнарсен талайĕпе килĕшÿллĕн, пĕлтерĕшне пăсмасăр, улăштарма, çĕнетме пултарать.

Константин Иванов та хăйĕн поэминче халăх сăмахлăхĕн тĕрлĕ жанрĕсемпе анлă усă курать, çавна пулах вăл пирĕн куç умне чăн-чăнсăмах ăсти пек тухса тăрать.

Поэма пуçламăшĕнче автор çурхи илемлĕ те хаваслă вăхăта кăтартса парать. Силпи ялĕнче те çуркунне хуçаланать: пур çĕрте те чĕрĕлĕх палли. Çурхи кун çурхи ĕçсем илсе килет: ял çыннин ака тумалла. "Çур ăшшипе хресчен куç уçать", - тенĕ ваттисем.

Чăваш çынни акана тухас умĕн чÿк тунă, ака пăтти çинĕ, Турăран тухăçлă тыр-пул туса илме çăмăллăх, ырлăх-сывлăх, вăй-хăват ыйтса кĕлĕ тунă. Поэмăра халăх сăмахлăхĕнчи кĕлĕ сăмахĕсене поэт питĕ вырăнлă усă курнă:

- Эй, турăçăм, сывлăх пар,

Акнă тыррăма ăнтар!

Тупмалли юмахсен те пĕлтерĕшĕ пысăк. Вĕсене ĕлĕкренех çын тавçăрулăхне, ăнкарулăхне пĕлме ятарласа усă курнă. Вĕсенче халăхăн ĕмĕрсем урлă пуçтарăнса пынă ăс-хакăлĕ палăрать. Тупмалли юмахсене чăвашсем ытларах улахра, выртмара, арманта, чăпта çапнă çĕрте тата ытти ĕçре ыйхă пусасран каланă. Ашшĕ-амăшĕ хăй ачине тавçăрулăха вĕрентес тĕллевпе те усă курнă, тупсăмĕ тăрăх пĕр-пĕр япалан илемлĕхне курма та хăнăхтарса пынă. Тем çинчен калакан тупмалли юмах та шутласа кăларнă çынсем: этемпе чĕр чун, çут çанталăк, пÿрт-çурт, ĕç хатĕрĕсем, çи-пуç, апат-çимĕç тата ытти те.

Поэмăри тупмалли юмах вара Нарспи ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă. Ĕçчен хĕр аллинчи йĕппе çип еплерех выляса тăнине сăнарлăн кăтартнă поэт:

Сÿс хÿреллĕ хурçă йытă

Пĕр кĕрет те пĕр тухать.

Сăнавсемпе паллăсем вара авалтан пуçласах халăх пурнăçĕнчи, çут çанталăкри пулăмсене сăнаса пынипе пулнă. Паян-ыран, эрнерен, уйăхран е çур çултан çанталăк мĕнле пулассине пĕлсе тăни ял çыннине çĕр ĕçĕнче, тыр-пул, пахча çимĕç туса илес çĕрте пулăшнă. Чăваш çынни этемпе чĕр чун сисĕмне, çанталăкпа ÿсен-тăран улшăнăвне кулленех сăнаса пынă. Кашни ялтах пĕр-пĕр пулăма сăнаса пĕтĕмлетме пултаракан çынсем пулнă. Вĕсем хăйсен пĕлĕвне çамрăксене каласа хăварнă, çапла майпа сăнавсемпе паллăсем ламран лама куçса пынă.

"Нарспи" поэмăра сарă хĕр ĕçченлĕхне кăтартса пама автор халăх хушшинче анлă сарăлнă сăнавпа усă курнă:

Е сак çинчи кушакĕ

Питне çăва пуçласан,

Апат хатĕр хăнашăн

Алли-ури çăмăлран...

Ватă çынсем каланă тăрăх, ĕлĕкхи вăхăтра ял халăхĕ пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăннă, пур пысăк ĕçе те пĕрле тума тăрăшнă: нимере-пулăшнă, туйра - савăннă. Нимене те, туя та кил хуçисем халăха чĕнсе-йыхравласа ял тăрăх çÿренĕ.

Поэмăна кĕртнĕ йыхрав-чĕнÿ сăмахĕсем ял çыннисен шухăш-кăмăлне палăртаççĕ. Михетерпе карчăкĕ туя пыма чĕнсен, вĕсен йыхравне ял-йыш хапăлласа йышăнать, хăй пырассине кăмăллăн систерет.

- Ырă тантăш-тăвансем!

Пире хисеп тумăр-ши?

Хĕре качча паратпăр,

Турикаса утмăр-ши?

- Пырăпăрах, пырăпăр,

Пымасăрах юлмăпăр!

Турă пÿрсен, сыв пулсан,

Кăмăлăра татмăпăр!

Туя лартас умĕн ваттисене асăннă. Çут тĕнчерен уйрăлнă тăван-пĕтене хисеплесе апат-çимĕç хывнă. Çак ырă йăлана чăваш çынни çирĕп тытса пынине кăтартма поэт асăну кĕллипе усă курнă:

- Ват аттесем, аннесем,

Ырă курăр çăтмахра.

Пирĕн çăкăр-тăварсем

Пулччăр сирĕн умăрта.

Çамрăк мăшăра пиллесси, ырлăх-сывлăх, телей те тату пурнăç сунасси - чăвашсен ĕмĕртен пыракан ырă йăли. Вăл йăлана халĕ те тытса пыраççĕ. Поэмăра ваттисене асăннă хыççăн ашшĕпе амăшĕ хăйсен хĕрне, Нарспие, пил параççĕ:

- Нарспи, хĕрĕм, пил сана!

Упăшкуна ан пăрах,

Аван пурăн унпала,

Тату пултăр яланах.

Итле ăна, йăваш пул,

Усал çынпа ан çыхлан.

Ĕçне ĕçле, ĕçчен пул,

Кирлĕ марпа ан хăтлан!

Туй илемне кÿрекенни вăл - юрă-ташă, шăпăр-купăс сасси. Юрă - халăх сăмахлăхĕнче пысăк хисепре. Чăваш халăх юррисем ăруран ăрăва, йăхран йăха куçса пырса ку тарана çитнĕ. Паян та вĕсем уççăн, илемлĕн, çĕнĕлле янăраççĕ.

Кашни юррăн хăйĕн тĕсĕ, хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Тĕслĕхрен, туйра юрлаканнисем вĕсем янăравлă, савăнăçлă, çĕкленÿллĕ. Туй ачисемпе хĕр çумĕсем ăмăртса, пĕр-пĕринчен тăрăхласа-кулса е пĕр-пĕрне хурласа-мухтаса юрлани те, пĕчченшерĕн е ушкăнпа такмакласа ташлани те, çичĕ юта каякан хĕрхÿхлени те - пурте питĕ килĕшÿллĕ.

- Мĕншĕн шăппăн ларатăр?

Мĕншĕн шăппăн ларатăр?

Шăппăн-шăппăн лармашкăн

Шăпчăк чĕппи мар эпир! -

тесе юрлаççĕ Нарспи туйĕнче туй арăмĕсем. Кунта çынсен шухăш-кăмăлĕ еплерех пулни сисĕнет. Туйра шăп ларни килĕшмест, пурин те ташламалла, юрламалла, савăнăçлă пулмалла тесшĕн ĕнтĕ автор.

Ыр хăнасем, ĕçсе-çисе савăннă вăхăтрах, хĕрпе каччăна ырă кунсем сунса пехиллеççĕ:

- Сывă пулччăр, пур пулччăр,

Ача-пăчаллă пулччăр,

Ырă-тату пурăнччăр,

Усал сăмах ан илтчĕр.

Ял халăхĕ туйра савăнать. Сетнер амăшĕн вара чунĕ çунать. Пĕртен-пĕр ывăлĕн хуйхи-суйхишĕн амăшĕ кулянать, юмăç патне каять. Анчах юмăç сăмахĕсем ватă карчăкшăн "вут çине краççын сапнă" пекех пулаççĕ.

- Çамки шăтăк - хупăнмĕ,

Чĕри татăк - сыпăнмĕ.

Поэмăна юмăç чĕлхин тĕслĕхне кĕртсе яни Сетнерĕн кун-çулĕ кĕске пулнине сăнарлăн та витĕмлĕн кăтартма пулăшать.

Поэмăри каларăшсем тĕп сăнарăн ăс-хакăлне, шухăш-туйăмне уççăн палăртаççĕ. Сетнерпе вăрмана тарса кайнăшăн урса кайнă Михетер хăй хĕрне те, унăн савнине те ним шелсĕр хĕнеме пуçлать. Сетнер вара Михетере хăй шухăшне ваттисен каларăшĕпе çирĕппĕн калать:

- Эсĕ мана хĕнесе,

Кĕлтен вутă тăвас çук!

Усал Тăхтамана тĕп туса Нарспи юратнă Сетнерĕ патне таврăнать. Вĕсем патне Михетерпе карчăкĕ пыраççĕ, хĕрне тăван килне пыма ÿкĕтлеççĕ. Нарспи ашшĕпе амăшне хăйне "укçашăн сутса янăшăн" ÿпкелешет.

- Пуянлăхра анчах мар,

Ыр курасси - çыннинче, - тет вăл.

Каларăшсем чĕлхене сăнарлă, шухăша анлă тăваççĕ. Хĕр йĕрринче вара пуринчен ытларах салхупа хурлăх кĕввисем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Качча каякан хĕр хăйĕн пулас кун-çулĕ пирки, тăван килтен уйрăлса кайнă пирки, çĕнĕ йышра мĕнле пурăнасси пирки хумханса шухăшланă.

Поэмăна кĕртнĕ хĕр йĕрринче Нарспи ашшĕ-амăшне тарăхать, ÿпкелешет* хăйне итлеменшĕн, унăн чунне ăнланманшăн, шăпи çапла килсе тухнăшăн хурланса юрлать:

- Эй, аттеçĕм, аннеçĕм,

Мĕншĕн çирĕр хĕр пуçне,

Мĕншĕн патăр хĕрĕре

Çичĕ ютăн аллине?

Поэмăри вĕрÿ-суру чĕлхин тĕслĕхĕ Нарспи хăйĕн ватă та усал упăшкинчен хăтăлма шут тытнине, пысăк курайманлăхпа ун валли наркăмăшлă яшка пĕçернине тÿрех куç умне тухса тăмалла ÿкерчĕк пек сăнласа парать. "Вĕрет, сурать, сарă кин, хăй яшкине пăтратса":

- Çитмĕл тинĕс леш енчен

Килет карчăк Шапатан,

Вĕр, сур, карчăк, яшкана -

Пĕттĕр усал Тăхтаман!

Халăх пурнăçĕнче авалранпах пĕр-пĕрне ылханасси, усал сунасси те пулнă. К. Иванов та хăйĕн хайлавĕнче халăх хушшинче çÿрекен ылхан сăмахĕсемпе усă курать.

Михетерпе карчăкне тăван хĕрĕн пурнăçне пĕтернипе, унăн таса юратăвне таптанипе çитмест иккен, вĕсем тата пĕтĕм хаярлăхпа, курайманлăхпа Сетнерпе Нарспие ылханса хăвараççĕ:

- Ы-ых, Сетнер, астăвăн:

Манăн хĕре эс çирĕн!

Эсĕ çав тер усал хĕр,

Хура пÿртрех тип эппин!

Пĕтĕр, типĕр çакăнта!

Типĕр хăрăк турат пек!

Шăммăр-шаккăр çĕриччен

Асапланăр йытă пек!

Çапла вара, халăхăн сăмах вĕççĕн çÿрекен пуянлăхĕпе усă курни "Нарспи" поэмăри халăх пурнăçне пур енлĕн уçса пама, сăнарлăн "ÿкерсе" кăтартма пулăшнă, хайлав пахалăхне сăмахлăх палăкĕн шайне çити ÿстернĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ юратнă поэтăмăрăн ăсталăхĕпе пултарулăхĕ пурне те ырă тĕслĕх парса хавхалантарса тăраççĕ.

ÇĔР ПИН СĂМАХ, ÇĔР ПИН ЮРĂ...

Ирĕклĕ темăпа çырнисем | 28.06.2009, 13:39

Сочинени эпиграфĕ: Асаттесен - асаннесен,

Кукаçейсен - кукамайсен

Пиншер çулхи сăмахĕсем

Пире çын турĕç пиллесе.

П. Хусанкай.

Кам-ха, кам çак халăха пĕлет:

Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет.

Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет,

Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет... -

тенĕ Чăваш халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай хăйĕн "Йыхрав" сăввинче.

Пирĕн тăван халăх капăр та çепĕç чĕлхеллĕ. Ун пекки тĕнчере урăх çук пулĕ. Паян чăваш чĕлхи сасси нихçанхинчен те илемлĕ янăрать, сăвви-юрри чуна уçать, тĕрри ют çĕр-шывсенче пахалăхпа ăсталăх шайĕнче çиçет. Çак пуянлăх çинчен эпир уççăнах калаçма, унпа мухтанма, мăнаçланма пултаратпăр. Паллах, çĕр пин тени вăл чăнахах та çавăн чухлĕ пулнине пĕлтермест* ăна ытарлă, сăнарлă каланă. Сăмахсен йышĕпе те чухăн мар-ха ĕнтĕ чăваш чĕлхи. Çакăн çинчен Н. И. Ашмарин пухнă 17 томлă "Чăваш сăмахĕсен кĕнеки" те çирĕплетет. М. И. Скворцов редакциленĕ чăвашла-вырăсла словарьте те 40 пин ытла сăмах. Анчах пур сăмах та ĕмĕрсем витĕр тухса çырулăх картине лекейнĕ-ши? Миçе пин сăмах хăй пĕлтерĕшне çухатса калаçуран тухса ÿкнĕ е урăх халăх чĕлхине куçса ăна пуянлатнă? Хамăр та ытти халăхпа хутшăнса вĕсенчен пире кирлĕ ăнлавсене пĕлтерекен çĕнĕ сăмахсене туяннă. Кун-çул урапин мехелĕ çапла вăл. Пĕри çухалать те, тепри тупăнать...

Çырулăх пулман чухне те халăх хăй тавра мĕн пулса иртнине ăшахывмасăр пурăнма пултарайман. Сăмахпа вăл ĕç-хутшăнура усă куракан мĕн пур япалана, пулăма ят панă* кану-савăнăçра киленме сăвă-юрă, юмах-халап, илемлĕ ташă-кĕвĕ шухăшласа кăларнă. Вичкĕн шухăша палăртма пĕрисем пит ăста пулнă - каларăшсем хайланă, çивĕч ăслăлăха палăртма теприсем - тупмалли юмахсем калăпланă. Пĕр-пĕрне тирпейлĕхпе йĕркелĕхе вĕрентме - ваттисен ăслă шухăшлă сăмахĕсем çирĕпленнĕ. Хуçалăха тĕрĕс-тĕкел тытса пыма - сăнавсемпе паллăсем йĕркеленнĕ. Халăх хушшинче пĕр йăла та, пĕр ĕç те сăвă-юрăсăр, кĕлĕ-хÿхлевсĕр, камит-шÿтсĕр иртмен. Ача çуралать - ăна пиллесе сăмах каланă, сăпкара сиктернĕ - юрăпа çывратнă, шута вĕрентнĕ - пÿрнекки такмакланă е шăпа сăвви янă, салтака ăсатнă - пехилленĕ, чирленĕ - вĕрÿ-суру чĕлхипе сипленĕ, тарăхнă - ылхан сăмахĕпе палăртнă, ĕмĕрлĕх уйрăлнă - халал хăварнă... Улахра халап-юмах, вăйăра юрă-ташă хуçаланнă. Уявра сăвă-такмак янăранă. Сурхури-и, çăварни-и, мăнкун-и - сăвă-кулăсăр, ташă-кĕвĕсĕр иртмен. Чăваш тата пĕр ĕçе те юрăсăр тухман. Туй вара чăваш сăмахлăхĕн чăн-чăн уявĕ: кĕлли те, пехилĕ те, сăвви-такмакĕ те, кĕвви-ташши те иксĕлми унта. Ваттисене асăнмалла, тăвансене чысламалла, çан-çурăма такмакласа çапса мунча кĕмелле - каллех чĕрĕ сăмах илемĕ янăрать. Хурлăхра - хурлăхли, савăнăçра - савăкки.

Акă мĕн вăл чăваш сăмахĕ. Вăл ăнлав - пĕлтерĕшлĕ сăмахлăх кăна мар, вăл халăх сăмахлăхĕ пулса çирĕпленнĕ чăваш йăли-йĕрки, ĕрет-несĕпĕ, кăмăл-туйăмĕ, шухăш аталанăвĕ. Çак пуянлăха тĕпчевçĕсемпе фольклористсем питĕ нумай пухнă. Вăл 6 том çеç мар, 50 том кăлармалăх та пур теççĕ. Çак ĕçе пирĕн те хутшăнмалла - хамăр тăрăхри сăмахлăха çырса илмелле, малашлăхшăн упраса хăвармалла.

,мĕрсенчен упранса юлнă сăмахлăх пĕлтерĕшĕ пысăках çав. Вăл - чăваш культурине аталанма тĕреклĕ никĕс паракан сĕткенлĕ тымар. Çав сăмахлăх урлă халăхăн хăй вăхăтĕнче хут çине çырăнайман этики, моралĕ, историйĕ, педагогики, философийĕ, социологийĕ тата ытти ăслăлăхĕ, сăнавĕ, пĕлĕвĕ пирĕн пата çитнĕ. Сăмах вĕççĕн çÿрекен сăмахлăх - пĕлÿ, ăсталăх, ăсчахлăх - пурăна киле, çырулăх çуралсан, çыруллă сăмахлăха - литературăна куçнă, кĕвĕ - музыкăна, ташă - хореографине, камит - театра... Çапла профессиллĕ ÿнерлĕх çуралнă та. Халĕ илемлĕх туйăмне палăртма пулăшакан çĕнĕ ÿнер тĕсĕсемнумай: пичет, скульптурăпа графика, живопись, фото, эреш... Хаçат-журнал, кĕнеке, телевидени, радио, кино, театр - хальхи саманара кунсерен кирлĕ илемĕшпе информаци хатĕрĕсем. Юлашки вăхăтра тата çаксене пĕр тĕвве пĕрлештерекен çĕнĕ хатĕр çуралчĕ - компьютер. Ăслă машина теççĕ ăна ваттисем.

Сăмах ăстисем парнелесе хăварнă пуянлăха малалла ÿстерекеннисем - поэтсемпе писательсем. Çыравçăсем тетпĕр вĕсене юратса. Юлашки çĕр çул хушшинче литература пирĕн пурнăçа питĕ тарăн кĕрсе вырнаçрĕ, этемĕн шалти кăмăл-туйăмне тĕпрен улăштарчĕ, унăн культурине çÿллĕ шая çĕклерĕ. Эпир паян Константин Ивановăн вилĕмсĕр "Нарспийĕпе", асамлă сăмахлăх хăвачĕпе палăрнă Çеçпĕл Мишшипе, чаплă сăмах ăстипе - Петĕр Хусанкайпа, Ухсай Яккăвĕн пуян шухăшлă хайлавĕсемпе, Геннадий Айхи калăпланă ытарлă поэзин сăнарлăхĕпе тивĕçлипех мухтанатпăр. Вĕсем çинчен тĕнче пĕлет. Тата прозăпа драматургире палăрнă чăваш классикĕсене те Раççейĕпех аван пĕлеççĕ: Илпек Микулайĕ №"Хура çăкăр" роман№, А. Артемьев №"Салампи" роман№, Х. Уяр №"Таната" роман№, К. Турхан №"Сĕве Атăла юхса кĕрет" роман№, Ф. Павлов №"Ялта" драмăпа "Сутра" комеди№... Çав шутра 6 кĕнекерен тăракан ",мĕр сакки сарлака" роман çырнă Н. Мранькка та. Тетралоги авторĕ Юхма Мишши те, виçĕ томлă хайлав çырнисем те - П. Осипов, С. Аслан, Г. Харлампьев, М. Ухсай... - çак чыса тивĕçлĕ. Ку чухнехи литературăна малалла туртакансене те мухтама тивĕçлĕ эпир: Ю. Сементер, Н. Теветкел, Г. Ефимов, Ю. Силем, Н. Сидоров, В. Туркай... Пилĕк çĕре яхăн çыравçа çитнĕ теççĕ хăй ĕмĕрĕнче пирĕн халăхăмăрăн литературăри ăстаçăсен йышĕ. Ку - çав тери пысăк вăй.

Сăмахлăхпа тачă çыхăннă ÿнер вăл - юрă-кĕвĕ. Вĕсене пĕр-пĕринчен уйăрма çук. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен ăçта сăмах, унта кĕвĕ-юрă. Сăвви çуралчĕ тĕк - кĕвви те çавăнтах ĕнĕрленет. Çавăнпа чăваш тăрăхне çĕр пин юрă çĕрĕ-шывĕ теççĕ ĕнтĕ.

Ăшă сăмах ăшăтать, сивĕ сăмах сивĕтет, теççĕ халăхра. Тата лайăх юрă - ĕмĕрлĕхе тенине илтме пулать. Мĕншĕн тесен чуна пырса тивекен юрă ламран лама куçса пырать, нихăçан та кивелмест. Лайăх юрă вăл - илемлĕ кĕвĕллĕ, тарăн шухăшлă, кăмăл-туйăма хускатакан юрă. Вĕсенче çын пурнăçĕ, шухăшĕ-ĕмĕчĕ, савăнăçĕ-тарăхăвĕ палăрать. Акă, илер-ха "Пирĕн урам анаталла", "Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать", "Улми лайăх-и?", "Мĕн сас лайăх?", "Тăванне тăван тееççĕ", "Ан кай, кăвакал, шыв хĕрне", "Тăвансемĕр, тав сире", "Ăçта каян, чĕкеç?", "Çĕмĕрт çеçки çурăлсан", "Линькка-линькка", "Тÿнкки-тÿнкки" халăх юррисене. Çак юрăсен вилĕмсĕрлĕхĕ мĕнре? Вĕсемĕмĕрсем хушшинче тĕвĕленнĕ, нихçан кивелми шухăш-туйăма палăртаççĕ, чун-чĕрене тыткăнлаççĕ. Çамрăк-и, ватă-и - паянхи çĕнĕ юрă пек киленсе юрлать вĕсене çын. Мĕншĕн тесен вĕсенче этемĕн черчен чунĕ, унăн кулленхи хуйхи-суйхи, савăнăçĕ-терчĕ, хутшăнăвĕ-юратăвĕ уççăн палăрать. Çак сăнлăх чĕрене тарăн кĕрсе вырнаçать, шăранакан юрă йĕркисемпе пĕрле ĕмĕрлĕхе асра юлать.

Юрра халăх чунĕ патне çитерекенни - юрăçă. ,лĕкхи вăхăтра ăста юрăçă кашни ялтах пулнă теççĕ, анчах юрă хывакан юрăçсем - Г. Федоров, И. Вдовина, О. Агакова пеккисем - йышлах мар. Юлашки вăхăтра ку йыша В. Адюкова, С. Асамата кĕртетпĕр. Хальхи ăста юрăçсем шутне Т. Чумакова, И. Христофоров, В. Чекушкин, М. Туринке, Г. Смирнова, В. Семенов, В. Гордеев, В. Христофоров, Л. Семенова, А. Уляндина кĕреççĕ. Юррине вĕсем валли çыракансем вара - композиторсем. Вĕсем сăвва кĕвĕлесе чун кĕртеççĕ. Паллах, эпир чăвашсен паллă композиторĕсене пит аван пĕлетпĕр: С. Максимов, Ф. Павлов, Г. Хирпÿ, Ф. Лукин, Г. Лебедев, Т. Фандеев, Ф. Васильев, А. Асламас, Ю. Кудаков, Ю. Григорьев... Халăхран тухнă, хăй тĕллĕн вĕренсе пултаруллă музыкант-композитора тухнисем те чылай пирĕн: Ю. Жуков, И. Степанов, А. Никитин, Н. Карлин, Н. Иванов, Ю. Шепилов...

Юлашки вăхăтра эстрада юрри вăйлă аталанни куçкĕрет. Вăл пирĕн пурнăçа çĕнĕ чĕрĕлĕх, илем, хавхалану кĕртрĕ. Эстрада юрри пирĕн пурнăçăн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕ. Ăна пула кун-çул таппин хăватне самана таппипе пĕрешкел туятпăр. С. Владимиров, С. Павлов, В. Кузнецова, К. Петрова, А. Васильев, М. Федоров юрăçсемсĕр ĕç çыннин пушă вăхăчĕ те кичем пулĕччĕ.

Сăмахăн асамлă хăватне кирек хăш халăх та авалтанах ĕненнĕ, халĕ те çавах. "Сăмах - çивĕч хĕç-пăшал, сăмахăн хăвачĕ пысăк" е "Сăмах вăйне вăкăр вăйĕ çитмен", - тенĕ чăвашсем. Шутлатăн та, асамлă вăй пурах çав унра. "Сăмахра - пыл тути, сăмахра - армути, сăмахра - чечек, сăмахра - талпиçен", - тенĕ халăхра. Çавăнпа та сăмахпа яланах пĕлсе усă курмалла, ăнланса, шутласа, пуç тавра çавăрса калаçмалла.

Эп сăмах хăватне ĕненетĕп,

Эп пĕлетĕп сăмахпа этеме

Амантма та пулать, ÿкерме те,

/книне те пулать çĕклеме, -

тенĕ Петĕр Хусанкай. Çапла çав, сăмахра - калаçу, сăмахра - килĕшÿ, сăмахра - çураçу. Ырă сăмах çын хевтине сар хĕвел ăшши парать, чĕрере чипер туйăм çуратать, кăмăл-туйăмра çунат çумне çунат хушать, пурнăç çулĕпе тĕрĕс-тĕкел утма пулăшакан чарак лартать. Çаввăхăтрах сăмахра ÿкĕнÿ те, хĕрхенÿ те, килĕшÿ те, кĕвĕçÿ те, тарăху та, ятлаçу та...

Сăмах ылтăнпа пĕр теççĕ халăхра. Сăмахлăхăмăра кирлĕ-кирлĕ мар пуплевсемпе, тÿрккес сăмах çаврăнăшĕсемпе варалас марччĕ. Чĕлхене пĕр вĕçертсен - тытаймăн, вăл çерçи мар. Пуш сăмах ан тухтăр çăвартан. Хамăрăн пăсăк кăмăлпа çынсен кăмăлне пăсар мар. Сăмах вăл пит хаклă япала. Ăна тасалăхра упрар, унăн уссипе туллинрех усă курар. Тăван чĕлхепе тĕрĕс те илемлĕ калаçар, ку пирĕн сапăрлăх çÿллĕ шайра пулнине пĕлтерĕ.

Çапла, ăслă та ырă сăмах шухăш-кăмăла та çутатса çĕклет, чун-чĕрене те илемлĕх кÿрет, паттăр пулма та вăй-хăват парать, тÿрĕ кăмăллă та сăпайлă пулма пулăшать. Яланах пĕр-пĕрне çутă кăмăл, килĕшÿ, юрату сунар. Пурнăç пултăр ырă та тату.

ТĂВАН ЯЛĂМ, САВНĂ ЯЛĂМ Ирĕклĕ темăпа çырнисем 28.06.2009, 13:33

Сочинени эпиграфĕ: Ялăм-ялăм, тăван ял,

Санра мĕн чул çĕн вăй-хал, -

Чун-чĕререн савнăран

Эс каймастăн асăмран.

В. Давыдов-Анатри.

Тăван çĕр-шыв, тăван ял, тăван кил... Çак сăмахсем чунра чи хаклă, чи çепĕç, чи ăшă, чи хаваслă туйăмсем çуратаççĕ. Куç умне тăван тавралăх, йăмраллă ял, атте килĕ тухса тăрать. Тăван кĕтесрен пахи тата мĕн пур-ши? Ачалăх, çамрăклăх тăван ялăмра иртет. Кунта çын çут тĕнчене килет, утма вĕренет, калаçма пуçлать, çут çанталăкпа паллашать, ĕçе явăçать, ăс-тăнне çивĕчлетет, пурнăç çулĕ çине тăрать. Çавăнпа та хăй çуралса ÿснĕ вырăна никам та, нихçан та асран кăлармасть.

Ах, эсĕ, Юнка, ман тăван кĕтес,

Ман сăпкана сиктернĕ çĕрĕм,

Сыв пул, сыв пул - чунпа йĕрсе -

Эп сансăр тăлăх пулăп ĕмĕр.

Тăван çĕр-шывăм, сывă пул,

Сыв пул, сыв пул, ачалăх кунĕ.

Таçти юта кайсан та, чун

Сире савса пĕр вĕçсĕр çунĕ, -

тесе çырнă чăвашсен паллă çыравçи тата этнографĕ Спиридон Михайлов.

Тăван ялтан аякка тухса каякан кашни çынах калать пулĕ çак сăмахсене. Кашниех чунĕнче савнă ялĕ çинчен сăвă йĕркисем çуратать, кашниех тăван ялне часрах çитсе курма ĕмĕтленсе пурăнать.

Ман шутпа, çыннăн чун-чĕринчи чи пысăк туйăм вăл - тăванлăх туйăмĕ. Çак туйăм этеме хăй çĕр-шывне, савнă тăван вырăнĕсене, тăван халăхне юратма, хисеплеме хавхалантарса тăрать. Çак хăватлă туйăм пулмасан, çынсем пĕтĕм çĕр пичĕпех хăйсен вырăнне тупаймасăр çапкаланса çÿрĕччĕç. Халăх ытларах хăй çуралса ÿснĕ вырăнтах пурăнать. Пирĕн чăваш халăхĕ хăй çĕр-шывне юратса, ун çитĕнĕвĕсемпе мăнаçланса, маттур ывăлĕ-хĕрĕсемпе мухтанса, çĕнелсе чечекленекен ял-хулисемпе савăнса, кашни хăй вырă-нĕнче тăрăшса ĕçлесе, ытти халăхсемпе туслашса тăнăç пурнăçпа ĕмĕрне ирттерет. Ĕçленĕ чух ĕçлет, уявра савăнать, тăван ялне кайсах çÿрет, ачаран килĕштернĕ вырăнсенче пулса чунне уçать. Кирек ăçта пурăнсан та - çуралнă ялне манмасть.

Эх, хитре тăван ял сăн-сăпачĕ

Эпир уншăн çунса тăнăран.

Юрăра янăрать ырă ячĕ

Тăван халăх çĕрпе туслăран, -

тет Чăваш халăх поэчĕ Ваçлей Давыдов-Анатри хăйĕн "Тăван ялăм" сăввинче.

Манăн кукка темиçе çул ĕнтĕ Тюмень облаçĕнче пурăнать. Тăван ялĕнчен çемйипех куçса кайрĕ вăл. Çулĕ çывăх мар пирки çулталăкра е икĕ çулта пĕрре çеç килсе курать çуралнă килне. Нумай вăхăт хушши пулман хыççăн тăван ялне пырса кĕрсен вăл мĕн туйнине, чĕри еплерех тапăлтатса тапнине пĕр хăй анчах пĕлет. Ял урамĕсемпе иртсе пынă чух унăн сăн-питĕнчен савăнăç палли каймасть, тĕл пулакан çынсене чăн чăвашла ăшшăн сывлăх сунать, йăл кулăпа саламлать. Тăван килне çитсен, ашшĕ-амăшне ыталаса илсен, пит çăмарти тăрăх савăнăçпа тунсăх куççулĕ юхса анать. Инçетри çĕрсенче капланса çитнĕ туйăмĕсене тăванĕсемпе калаçса, ашшĕ кĕрекинче хăналанса, чăваш юррисене шăрантарса çеç лăплантарать вăл. "Чăваш çĕрне, тăван яла, атте килне питĕ тунсăхлатăп, чун пĕрмаях çуралса ÿснĕ вырăнсене туртать, - тет хăй шухăшне уççăн палăртса. - Тăван яла килсе кайсан вăй-хал хутшăнать, кăмăл çĕкленет, ырă туйăмсем çуралаççĕ. Мăшăр çунат хушăннăн туйăнать. Хама çав вăхăтра чи телейлĕ çын пек туятăп".

Кукка çине пăхатăп та шухăшлатăп: мĕнле йывăр пуль ăна çуралнă вырăнтан аякра пурăнма? Шеллетĕп те ăна. Тăван ялтан инçех каяс марччĕ манăн тетĕп вара хама хам.

Кукка çеç мар, ялтан тухса кайнă ытти çынсем те: "Тăван ялтан, тăван килтен хакли çук", - теççĕ.

Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ нумай çул хушши Шупашкарта пурăннă пулин те, вилес умĕн хăй çуралса ÿснĕ Пушкăрт çĕрĕнчи Слакпуç ялĕ çывăхĕнчи Кĕсле ту çине пытарма ыйтнă. Мĕн тăвăн ĕнтĕ: паллă сăвăçăн чунĕ ачалăхпа çамрăклăха ирттернĕ вырăнсенех туртăннă. Çак шухăша вăл хăйĕн "Шурă хурăнпа калаçни" поэминче те палăртнă:

Лăпкать атте-анне çĕр-шывĕ

Ман тунсăхланă чунăма.

Унта нихçанхинчен те сывă

Туятăп эпĕ халь хама.

Александр Артемьевăн "Симĕс ылтăн" повеçĕнчи Валентин Актаев сакăр çул ютра пулнă хыççăн тăван килне таврăнать. Пуйăс чăваш çĕр-шывне ыткăнса кĕрсен салтакăн чунне савăнăç та, хурлăх та пĕр харăс капланса тулать. "Умра - тăван ялăм, килĕм-йышăм, тусăм-тантăшăм... Çунат пулас пулсан, халех унта вĕçсе ÿкĕттĕм!.. Паянах вĕсене курса ыталатăп-çке! ,ненме те йывăр. ...Эй, аслă асаттесен юратнă çĕрĕ-шывĕ! Кунти кашни йывăçа тытса ыталăттăм, кашни чула чуп тăвăттăм. Тăван енче чул та - ĕнчĕ тесе ахаль каламан-мĕн. Ют çĕр-шывра хĕвел те хура..." - тесе шухăшлать вăл тунсăхлăн.

Соседние файлы в предмете [НЕСОРТИРОВАННОЕ]