Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:

chuvashskiesochineniyaizinterneta

.docx
Скачиваний:
594
Добавлен:
07.02.2015
Размер:
225.67 Кб
Скачать

Паттăр ячĕ ĕмĕре, хăравçăн ячĕ виç куна теççĕ халăхра. Айкашев пек çынсене, произведенире татах та пур ун пеккисем, эпир юратмастпăр, вĕсен сутăнчăкла ĕçне сивлетпĕр, йывăр самантра халăхшăн тата Тăван çĕр-шывшăн çине тăманшăн питлетпĕр, тăшманпа пĕр рете лартатпăр. Çавăнпа та ваттисем паттăрăн пуçĕ юлнă, тараканăн йĕрĕ çухалнă тенипе эпир те килĕшетпĕр, Турханов полковник пек паттăр пулма тĕслĕх илетпĕр. Çак хăюллă çыннăн чапĕпе хисепĕ пирĕн асра ĕмĕрлĕхе юлĕ.

ВĂРÇĂ - ИНКЕК, КУÇÇУЛЬ, ÇУХАТУ…

/Чăваш çыравçисен хайлавĕсем тăрăх/ [ ] 28.07.2009, 13:28

Çĕнтерÿ пĕр аслă юрă,

Пĕр уяв пек пуличчен

Тар та юхрĕ, юн та юхрĕ,

Пуçĕпе пĕтни миçен!..

Петĕр Хусанкай.

"Вăрçă" сăмах ытла та хăрушшăн, сиввĕн илтĕнет: чуна çÿçентерет, кăмăла хуçать, чун-чĕрене ыраттарать, сехрене хăпартать.

"Вăрçă асаппа инкек акать", - тенĕ ваттисем. Кирек мĕнле вăрçă та куççульсĕр, çухатусăр пулмасть. Пур вăрçă та халăх историйĕнче хурлăхлă йĕр хăварнă. Иккĕмĕш тĕнче вăрçинех илер. Ытла та ирсĕр тăшман тапăннă пирĕн çĕр-шыв çине. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче ирпе тапăнас чух нимĕç офицерĕсемпе салтакĕсене çакăн пек памятка валеçсе панă: "...вырăс çыннисене пурне те вĕлер: салтак-и вăл е вăл хĕрарăм, хĕр ача е арçын ача - хĕрхенсе ан тăр, вĕлер. Çапла тусан хăвна вилĕмрен хăтаратăн, çемйÿн малашлăхĕшĕн тăрăшатăн тата хăвна ĕмĕрлĕхех мухтава кăларатăн". Авă епле хăрушă тĕллев тытнă Гитлер! Ахальтен мар ĕнтĕ Стихван Шавли хăйĕн "Гитлер çамки çине" сăввинче çак сĕмсĕр те хапсăнчăк çынна: "Палач! Çĕлен! Сăпса! Çăхан! Калта! Хурах! Эсрел!" - тет чĕререн тарăхса та чунтан кураймасăр.

Кашни нимĕç фашистĕнчех чунсăрлăх, çăткăнлăх хуçаланнă. Вĕсен чунĕсенче пĕр чĕптĕм хĕрхенÿ туйăмĕ те пулман. Мĕн чухлĕ çынна персе вĕлернĕ, мĕн чухлĕ çынна çунтарса янă, мĕн чухлĕ çынна чуралăха хăваласа кайнă, мĕн чухлĕ çынна концлагерьсенче асаплантарнă... Нимĕç "йыттисем" пирĕн халăха кÿнĕ инкек-синкеке, терт-асапа каласа та пĕтерес çук.

Чăваш çыравçисем вăрçă çинчен сахал мар хайлав çырнă. Вĕсене вуласан чун-чĕререн пăлханса каятăн, асап, çухату тÿснĕ сăнарсемпе пĕрле хурланатăн, кулянатăн, йĕретĕн.

Максим Данилов-Чалтун хăйĕн "Лизавета Егоровна" калавĕнче тăван халăхăн паттăрлăхĕ иксĕлми, чăтăмлăхĕ çирĕп, шухăш-кăмăлĕ таса та илемлĕ пулнине тата фашист оккупанчĕсен тискерлĕхне кăтартнă.

Пушова ялне фашистсен карательнăй отрячĕ пырса кĕнĕ. Отряд начальникĕ - Брянцев улпутăн Сергей ятлă ывăлĕ. Вăл çак ялта хăй ача чухне пĕрле вылянă Воронцов Сидора тĕл пулать, ăна ял старости тăвать. Нимĕçсене сутăнса офицер ятне илнĕскер, колхозниксене пуçтарать те çапла калать: "Малашне ĕнтĕ колхоз, совет тенĕ япаласем пĕтеççĕ. Паянтан пирĕн - нимĕçсен влаçĕ пуçланчĕ. Колхоз пурлăхĕ пĕтĕмпех манăн алла куçать. Эсир ĕçлетĕр, эпĕ уншăн сире тăрантаратăп".

Анчах та колхоз председателĕ - Лизавета Егоровна - ял халăхĕпе пухнă пурлăха никама та парасшăн мар. Хăй шухăшне вăл ним хăрамасăр, ним пытармасăр уççăн калать. Ăста ертÿçĕ колхозниксене выльăх-чĕрлĕхе аяккарах ăсатма, тырă-пулла пытарма хушать.

"Колхозниксем хăйсене ертсе пыракан хĕрарăма ĕненнĕ, ăна шаннă, вăл мĕн хушнине пурнăçланă: пĕр каçрах колхоз выльăхĕсенчен темиçе пуç çухалать, тырă та çаплах çĕр айне пытанать".

Çакна пĕлсен офицер урса кайнă. "Нимĕç салтакĕсем Лизавета Егоровнăна темиçе сехет хушши асаплантарнă. Лешĕ шăлне çыртса тÿснĕ. Выльăхсем ăçтине те, тырăсене пытарнине те пĕр сăмах та каламан.

Нимĕç оккупанчĕсем Лизавета Егоровнăна вĕлермен, унăн икĕ куçне те хĕртнĕ пăшатанпа тĕксе шăтарнă.

Колхозниксем хăйсен председательне курсан тĕлĕнсе каяççĕ. Ăна ытала-ытала чуп тăваççĕ.

- Пирĕн тар кăларса пуçтарнă пурлăх çав ирсĕре ан пултăр! Колхоз витисене, кĕлечĕсене, сарайĕсене вут тĕртĕр. "Çĕнĕ хуçана" кĕл çеç юлтăр! - тенĕ Лизавета Егоровна.

Çав каçхине вара пĕлĕт çине хĕрлĕ шевле ÿкнĕ. Колхоз ялĕнчен "çĕнĕ хуçа" валли кĕл тата çунса пĕтеймен вут пуççисем çеç тăрса юлнă".

Вăрçа пула ĕмĕрлĕхех сĕм суккăр юлнă пулсан та шанчăкне çухатман Лизавета Егоровна. "Кирлĕ пулсан вилсе çĕр айне кĕричченех тăшманпа кĕрешме хатĕр", - тенĕ хастар чунлă хĕрарăм. "Пурлăха ăна тăвăпăр. Кивĕ ял вырăнне çĕнĕ ял шăтса тухĕ", - тесе ĕнентернĕ вăл ял çыннисене.

Хветĕр Уяр пултарулăхĕнче те вăрçă синкерĕ сăнланнă. Вăл хăйĕн "Тăвансем кĕтеççĕ" калавĕнче пĕчĕк Стасикăн телейсĕр кун-çулĕпе пÿкле вилĕмĕ çинчен чуна çÿçентермелле çырса панă.

Стасикăн ашшĕ Хĕрлĕ Çарпа пĕрле ялтан тухса кайнă, амăшне вара нимĕçсем тытса кайнă. Арçын ача аслашшĕпе çеç тăрса юлнă. Йĕри-таврари ялсенче нимĕçсем хуçаланнă. Ватă Казимир хăйĕн мăнукне фронт урлă каçарса яма шутлать. "Çынсем пек пурăнма тытăннăччĕ кăна, нимĕçсем килсе хупларĕç, пурнăçа сывлаймиех туса хучĕç. Мĕн чухлĕ халăх пĕтмерĕ пулĕ икĕ çул хушшинче, калама та хăрушă... Мана пырĕ ĕнтĕ, эпĕ ватă, анчах сана ку тамăкран хăтарасчĕ. Кунтан инçех те мар фронт тăрать. Ун урлă каçса ÿкес пулсан - пурте пулĕччĕ санăн... Хĕрлĕ Çар каялла таврăниччен вилсе кайăп та, вара сана та кун пулмĕ..."

Пĕррехинче çак икĕ тăван Стасика фронт урлă каçма пулăшăп тесе сăмах панă пĕлĕшĕ патне каяççĕ, анчах ăна нимĕçсем персе пăрахнă иккен. Хуçăк кăмăлпа каялла яла таврăннă чух вĕсен çулĕ çине пырса ÿкнĕ мина иккĕшне те çĕре ывăтса ярать. Казимир тăнне çухатать, Стасик вилмеллех аманать. "...мăнтарăн уйĕ! Мĕн чухлĕ виле выртмасть пуль сан кăкăру çинче, мĕн чухлĕ куççуль юхмасть пуль сан çырмусемпе варусем тăрăх! Çапла тĕттĕм уйра йытăлла выртса вилме кăна çуралса ÿснĕ-ши вара этем тени?!"

Кузьма Пайрашăн "Пурнăç хакĕ" калавĕнчи Саша Солнцев сержанта ытла та шел. Ытти хастар салтаксемпе задание кайсан йывăр аманса госпитале лекет вăл. Паттăр салтак нимĕçсен "пилĕк танкне сиктерсе янă, улттăмĕшĕ айне хăй сикнĕ..." Аран-аран чĕрĕ юлнă çамрăк çынна операци тăваççĕ, анчах тем пек тăрăшсан та вилĕмрен çăлса хăвараймаççĕ.

"Вилнĕ çын пурнăçшăн хытă çунчĕ. Вилĕм тытăмĕнчен пĕр хут сиксе тухнăскер, пурнăçăн кашни юппинченех тытма тăрăшрĕ. Пурнăç кашни çыншăн нимрен паха", - тет Лука Семенч аслă хирург.

Л. Агаковăн "Юрă пурĕпĕр янранă..." калавĕнче те фашистсен тискерлĕхне пула çамрăк партизанкăн ĕмĕрĕ вăхăтсăр татăлни çинчен каланă.

Ял варринчи пысăк çуртра нимĕçсен коменданчĕ пурăннă. "Каçхине музыкăпа киленнĕ, ирхине вара пирĕн колхозниксене ватти-вĕттипех йытăсемпе ĕçе хăваласа тухнă, кам та пулин кăшт айăпа кĕрсенех вилсе кайиччен хĕненĕ, аллисене каялла çыхса нÿрĕ подвала пăрахнă, стариксен сухалĕсене çунтарнă, çамрăк хĕрарăмсене темиçешер куна чĕчĕ ачисенчен уйăрнă".

Çак ялта ĕмĕрлĕхех тымар ярса пурăнма шутланă евĕр, комендант хăйне чăн-чăн хуçа пек тыткаланă. Анчах унăн ырлăх пурнăçне, пылак ĕмĕчĕсене кашни каç янăракан юрă йăлтах кутăн-пуçăн çавăрса янă.

Тĕлĕнмелле илемлĕ, сап-сарă çÿçлĕ, çутă сенкер куçлă, çаврака питлĕ çамрăк хĕр партизанка кашни каç-çĕр Тăван çĕр-шыва мухтаса, нимĕç салтакĕсене питлесе юрă юрланă. Паян - пĕр çĕрте, ыран - тепĕр вырăнта. Юрăçă фашистсене хирĕç кĕрешме чĕннĕ.

Пĕррехинче нимĕçсем чееленсе хĕр юрăçа тытнă-тытнах. "Пысăк садри йывăçсем хушшине пытаннă хĕр пĕр çаврăм çеç юрлама ĕлкĕрнĕ-мĕн, сасартăк ун умне тĕттĕмлĕхрен виççĕн-тăваттăн сиксе тухнă. Ниçталла та тарайман вăл. Ăна çавăнтах çапса ÿкерсе хĕнесе тăкнă, таканлă атăсемпе таптанă, унтан юнланса пĕтнĕскере аллисене каялла çыхса комендант патне сĕтĕрсе пынă.

...Тем вăхăтченех пăхса тăнă ун çине ăнран тухса кайнă комендант. Унтан сасартăк урнă кашкăр пек пулса кайса вăл хĕре кăкринчен чышса ÿкернĕ, мамăк евĕр çемçе çÿçĕнчен çавăрса тытса урай тăрăх сĕтĕрме тапратнă, тапнă, çапнă... кайран... тискеррĕн пусмăрланă".

Тепĕр кунне пĕтĕм халăх умĕнче çакса вĕлернĕ. Анчах юрă пурĕпĕр чарăнман, ăна ыттисем юрланă.

Чăваш çыравçисен вăрçă çинчен çырнă кашни хайлавĕнчех 1418 куна пынă хаяр вăрçă халăхшăн мĕн тери йывăр та хăрушă, тискер те асаплă пулнине куратпăр. 20-30 миллион çыннăн пурнăçне вăхăтсăр татнă хура кунсем халăх асĕнчен нихăçан та тухмаççĕ. Вăрçă вăл - çĕр йăтайми инкек, хурлăхлă куççуль, ĕмĕрлĕх çухату...

Тĕнче тикĕс тăтăрччĕ. Вăрçă-харçăран Турă сыхлатăрччĕ пире.

ЮРАТУ ВИÇ КĔТЕСЛĔХĔ

/А. Артемьевăн "Алтăр çăлтăр" повеçĕ тăрăх/ [ ] 28.07.2009, 12:53

Эп паян каллех вун çиччĕре -

Çĕкленсе тапать хĕрÿ чĕре...

Умăмра сăну. Чунра яту.

Чĕремре хĕлхемлĕ юрату.

Раиса Сарпи.

Мĕншĕн çакăн пек пулать-ха пурнăçра: Эсĕ Ăна юрататăн, Вăл вара - Теприне? Тĕрĕссипе, Эсĕ те Тепринчен кая çын мар, çапах та Вăл Ăнах юратать. Кулленхи хутшăнура çамрăксем хушшинче мĕн чухлĕ тĕл пулаççĕ пуль çакăн пек тĕслĕхсем? Мĕн чухлĕ хĕрпе каччă чĕри çунмасть-ши телейсĕр юратăва пула? Тен, хăшĕ-пĕрисем юратăва ĕненми те пулаççĕ. Тен, хăйсем юратакан çыннăн чĕрине парăнтарайманнипе савман çынпах пĕрлешеççĕ. Кайран вара е уйрăлаççĕ, е ĕмĕр тăршшĕпех вăрçса-харкашса пурăнаççĕ.

Пĕр-пĕрне чунтан юратсан çеç телейлĕ пулма пулать пуль çав. Анчах та хăш-пĕр чухне юрату виç кĕтеслĕхĕ çыннăн ĕмĕт-шухăшне, таса туйăмне йăлтах арпаштарса ярать. Çынна вăйпа юраттарма çук. Çавăнпа та ирĕксĕрех чĕрене ыраттарса пурăнма тивет.

Чăваш литературинчи хайлавсенче юрату виç кĕтеслĕхне эпир А. Артемьевăн "Салампи" повеçĕнче /Вирьялов - Салампи - Алмазов, Пĕчĕк Нина - Алмазов - Салампи/, Ю. Скворцовăн "Хĕрлĕ мăкăнь" повеçĕнче /Тамара - Валентин - Рая/, П. Осиповăн "Икĕ каччăн пĕр шухăш" драминче/Петĕр - Санюк - Тимуш/, А. Алкан "Хамăр ялсем" поэминче /Якур Степанов - Улька - Иван Юманов/ тата ыттисенче те куратпăр.

А. Артемьев хăйĕн "Алтăр çăлтăр" повеçĕнче вара юрату виç кĕтеслĕхне уççăнрах та ĕнентерÿллĕрех кăтартса панă. Çак хайлаври сăнарсен кăмăлĕ, тÿрĕ чунĕ, таса юратăвĕ мана тĕлĕнтерсе ячĕ. Чăваш çамрăкĕсен ĕрет-несĕпĕ, пултарулăхĕ, хастарлăхĕ, çынлăхĕ чуна тыткăнларĕ. Повеçри маттур геройсем паянхи яш-кĕрĕмшĕн чăннипех те ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Георги Атнаровăн Сантăр куккăшĕ Çавалкас ялĕнче пурăнать, каччă ун патне час-часах кайкаласа килет. Унта вăл хăйĕн ачаран çывăх тусĕпе Кĕçтук Камаевпа курса калаçать. Икĕ юлташ çуллахи вăхăтра шыва кĕме çÿреççĕ, хĕлле - йĕлтĕрпе ярăнаççĕ.

Çуллахи пĕр шăрăх кун куккăшĕн ялне кайма тухсан, вăрманпа иртсе пынă чух Георги ĕне çитерсе çÿрекен пĕр вун пиллĕксене çитнĕ хĕр ачана курать. Ăна вăл пĕрре курсах юратса пăрахать. Хура куçлă, хура çÿçлĕ "вăрман пикине" вăл асĕнчен кăлармасть, тĕлĕкре те унпа аташса выртать. Çакăн хыççăн вăл Тамарăна курас тесе Çавалкаса тăтăшах çÿреме тытăнать. Унăн чунне çунтаракан чипер хĕр кукамăшĕ патĕнче пурăнать иккен. Унăн чун савнийĕ пур - Кĕçтук. Тамарăпа Кĕçтук ачаранах туслă, вĕсен çирĕп туслăхĕ юратăва куçнă. Юрату кăварĕпе хĕмленекен Георги çакна сисмест те, курмасть те.

Кĕçтук - сарă кăтра çÿçлĕ, харсăр та хăюллă каччă. Вăл техникăнаюратать, трактористра ĕçлет.

Георги хăйне лăпкă та тÿлек тытать. Вăл музыкăпа интересленет, тăмра, хут купăс, сĕрме купăс калама вĕренет, халăхра сарăлнă юрă-кĕвĕсене чылай астăвать, вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн музыка училищинче вĕренме ĕмĕтленет.

Çак йĕкĕтсем хăйне юратнине сисет Тамара, анчах иккĕшĕн шанăçне те татмасть. Вăл медсестрасен шкулĕнчен вĕренсе тухать, ялта фельдшерта ĕçлет.

Пĕррехинче ялти клубра çамрăксем "Нарспи" пьесăна лартса параççĕ. Тамарăпа Кĕçтук Нарспипе Сетнер ролĕсене выляççĕ. Сцена çинче "Силпи хĕрĕпе каччи вырăнне Çавалкас каччипе хĕрĕ хăйсен юратăвне ял-йыша кăтартнăн туйăнать..."

Тамарăпа Кĕçтук юнашар пулни Георгие тарăхтарать те, кĕвĕçтерет те. Кĕçтук хăй кÿлешет: Тамарăпа Георги тÿпери Алтăр çăлтăра çĕрĕпе пĕрле сăнаса тăнине пĕлет те - иккĕшĕнпе те калаçма пăрахать. Вĕсемпе сыв пуллашмасăрах фронта тухса каять. Кĕçтука кÿрентернĕшĕн Тамара питĕ ÿкĕнет, Георгие татăклăнах çапла калать: ",нен, эпĕ сана тăван пек, юлташла çеç юрататăп, Георги. Урăх шут пулман... ,нен, Георги, мана питĕ йывăр. Эпĕ хам Костьăпа иксĕр хушшăра кĕнĕшĕн питĕ хуйхăратăп. Кам шутланă-ха кун пек пулса тухасса? Эпĕ сире хирĕçтерес темен... Ан ÿпкеле мана..."

Георги те хăй шухăшне пĕлтерет: "Эпĕ те çак кунсенче фронта тухса каятăп... ,нен, эпĕ те санпа Костя хушшине кĕрес теместĕп... Каялла таврăнасси пулĕ-и, пулмĕ-и, анчах сана виличчен те манассăм çук... Аса ил ман çинчен те хушăран, пĕтĕмпех ан ман..."

Вăрçăра Георгипе Кĕçтук иккĕшĕ те паттăррăн çапăçаççĕ, тем те тÿссе ирттереççĕ. Тăнне çухатса тыткăна лекнĕ Георги ăнсăртран Кĕçтука тĕл пулать: ăна та ирсĕр тăшман хăй чури тума шутланă иккен. Икĕ юлташ, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлесе хăварас тĕллевпе кĕрешекенсем, юрату инкекĕ çинчен аса та илмеççĕ: пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ, вилĕмрен çăлаççĕ. Фронтра вĕсен туслăхĕ татах та çирĕпленет. Хастар каччăсем тыткăнран тараççĕ те партизансене шыраса тупса каллех тăшмана аркатма пуçлаççĕ. Анчах хаяр вăрçăн тумхахлă çулĕ туссене уйăрать. Георги аманать те пĕр хушă госпитальте выртать, унтан - фронта. Вăл Тамарăна асран кăлармасть, Кĕçтука çухатнăшăн та кулянать. Çыру тăрăх вĕсене шыраса тупать.

"Халĕ эпĕ сана тĕлĕнтерсе-вĕлерсех яратăп: эпĕ çак кунсенче Тамара Тархановăна, хамăр Тамарккăна, шыраса тупрăм, - тесе çырать Кĕçтук. - Пĕлесчĕ эсĕ ман савăнăçа, тусăм! Ну, эсĕ пĕлетĕн: ху та манран каях савăнмастăн пулĕ халь çак хыпара пĕлсен. Тамара пирĕн çывăхрах. Çак кунсенче эпĕ ăна хам отпускпа усă курса шырасатупатăп! Эх, мĕн тери телей, Георги! Йăлт темле, юмахри пек пулса пырать вĕт!"

Тепĕр кунран Георги Кĕçтукран каллех çыру илет. "Саламла, телей сун мана, Георги! Эпĕ... авлантăм! Паян Тамарăпа тĕл пултăмăр та паянах генерал патĕнче иксĕмĕр ĕмĕрлĕхех пĕрлешни çинчен хут илтĕмĕр. Хама хам та ĕненместĕп, ĕненес те килмест. Çитмĕл çичĕ тĕслĕ асап витĕр тухса хам савнине фронтра шыраса тупрăм, вăрçă хирĕнче авлантăм... Тĕлĕнмелле мар-им? Тамара халь - ĕмĕрлĕхе суйланă мăшăрăм, ман арăм..."

Анчах тепĕр кунне генерала кăкăрĕпе хÿтĕлесе Кĕçтук паттăррăн вилет. Кун çинчен Георгие Тамара çырса пĕлтерет: "Георги! Халĕ ĕнтĕ эсĕ пĕртен-пĕр çывăх тусăм пулса юлтăн. Сÿнчĕ ман çăлтăрăм, Георги. Пĕр каçлăха арăм пуласшăн хĕр ĕмĕрне ирттертĕм, иртрĕ ĕнтĕ хĕрлĕх вăхăчĕ... Ĕнер кăна эпĕ тĕнчере пуринчен телейлĕрехчĕ, акă паян - пуринчен те телейсĕртереххи. Телей курма çуратман пуль мана анне.

Сÿнчĕ манăн çăлтăрăм, сÿнчĕ ман хĕвелĕм. Кăмрăкланнă вутпуççи пек пулса юлчĕ ман чĕрем... Хуйхă мана йăлтах çапса хуçрĕ. Эпĕ чирлесе кайрăм. Пĕрмай макăрнипе куç курми пулчĕ, пуç çаврăнать. Çак кунсенче эпĕ сасартăк ватăлтăм, пĕр виçĕ талăкрах çÿçĕм шуралса кайрĕ, юха пуçларĕ. Эс курсан паллаймăн та халь мана".

Çакăн хыççăн Георги Тамара патне темиçе çыру та çырать, анчах пĕр хыпар та илеймест. Нумайлăха çухатаççĕ вĕсем пĕр-пĕрне.

Георги çартан таврăнсан музыка училищинче вĕренет, унтан Мускаври консерваторие кайса кĕрет. "Манăн пĕртен-пĕр савăнăçăм, телейĕм, малалла туртакан, пурăнма, кĕрешме чĕнекен ĕмĕтĕм - юратнă ĕçĕм. Эпĕ мĕн пур вăй-хала, чун хавалне çав ĕçе патăм...

Мускавран таврăннă чух пĕр пĕчĕк разъездра Тамарăна тĕл пулни манăн пĕр пек лăпкă пурнăçа йăлтах тепĕр майлă çавăрса ячĕ. Манăн пĕчченлĕ пурнăçра каллех Тамара курăнни хура кĕркунне сасартăк сар хĕвел çутатса янă пекех пулчĕ. Пуçăмра каллех çунатлă çутă шухăш-ĕмĕт, чĕремре ырă туйăмсем вăранчĕç..."

Тамара хăйĕн Роза хĕрĕпе Çавалкасра кукамăш пÿртĕнче пурăнать иккен. Георги те авланман. Хĕрсемпе калаçман мар вăл, анчах та унăн чĕринчи Тамарăна улăштарма пултаракан çын тупăнман. Тен, унăн чунĕ Тамарăна тĕл пуласса сиснĕ пулĕ. "Чăн, çак вун сакăр çул хушшинче эпĕ нумай хÿхĕм хĕрпе паллашрăм, туслашрăм. Тен, вĕсенчен хăшĕ-пĕри Тамарăран чипертерехчĕ те, маттуртарахчĕ те пулĕ, çапах та хаклă ĕмĕтри хĕре çеç кĕтен канăçсăр чĕрем вĕсенчен пĕрне те хăйĕн турри тумарĕ. Халĕ Тамарăна куртăм та - çак çулсенче эпĕ пĕр ăна çеç юратса пурăннине, вăл çеç мана телей кÿме пултарнине тепĕр хут çирĕп ăнланса илтĕм".

Ман шутпа, Тамара Кĕçтука - юратнă, Георгие - килĕштернĕ. Нумай çул хушши пĕр-пĕрне курмасăр пурăннă хыççăн та вăл Георгие чи çывăх тус пек, чи юратнă тăван пек, чи шанчăклă çын пек йышăнать. Георгие вара унтан ытлашши нимĕн те кирлĕ мар. Уншăн чи пахи - юратнă çынни яланах куç умĕнче, яланах юнашар пулни.

Виç кĕтеслĕ юратăвăн хăйĕн саккунĕ çав: кама - телей, кама - чĕре суранĕ.

МАНĂН ЮРАТНĂ ХАЙЛАВ.

/Хветĕр Уярăн "Таната" романĕ тăрăх/ [ ] 28.07.2009, 12:50

Сочинени эпиграфĕ: "Уяр прозинчи çын - йывăр шăпаллă, пысăк чунлă, вĕри чĕреллĕ". Борис Чиндыков, çыравçă.

"Тăван литературăра Хветĕр Уяр илемлĕ проза ăсти шутланать. Чăваш çыравçисем хушшинче Уяр çын чунне лайăх ăнланнипе, сăмаха перекетлĕ тыткалама пĕлнипе, пурнăçа чĕрĕ те тĕп-тĕрĕс ÿкерсе пама пултарнипе палăрса тăрать. Вăл - чăн-чăн сăмах художникĕ. Уяр художник сасси çиелтен лăпкăн илтĕнет, анчах вăл чун тĕпĕнчен тухать те кăмăла çатăррăн ярса илет. Писатель çырнисене вара пĕтĕмпе вуласа тухмасăр та чарăнма май çук. Вĕсем шухăша яраççĕ, тÿрĕ кăмăллă, таса пулма вĕрентеççĕ", - тесе çырнă Геннадий Хлебников тĕпчевçĕ.

Хветĕр Уярăн чи пысăк ĕçĕ - "Таната" роман. Ку хайлавра автор 1842 çулта Шурча ялĕ таврашĕнче кĕрленĕ пысăк пăлхав умĕнхи вăхăта çутатса панă. Тискер саманара чăваш тата ытти халăх çыннисем епле асапланнине, тарăхнине, выçăпа аптранине, пусмăрçăсене чунтан курайманнине, вĕсене хирĕç кĕрешмелли çул-йĕр шыранине, пăлханнине кăтартнă.

Ытла та йывăр пулнă хресчен шăпи: тÿре-шара мăшкăлне, ял пуянĕсемпе куштанĕсен чунсăрлăхне курса-тÿссе тăраннă ял çыннисем. Темшĕн те хырçă-марçă тÿлеттернĕ. "Вăрмана сунара çÿрет тесе унран çулсеренех сăсар укçи сăптăрнă. Нумайăшĕ сăсарĕн тĕсне те курман, çапах - макăрнă та тÿленĕ. Хăвăлри хурт пылне пуçтарать тесе хресчен çыннинчен пыл укçи шăйăрнă. Çĕрпе усă курать тесе пĕр тÿлевсĕрех тыр-пул пуçтарнă. Шыв урлă каçса çÿренĕшĕн тесе каçма укçи, выльăх усранăшăн тесе - выльăх укçи, авланнăшăн тесе - авлану укçи, хулана çĕнĕ пуçлăх килсен ăна кĕтсе илме тесе - хăна укçи, пуçлăх урăх вырăна куçса кайсан ăна ăсатма тесе - ăсату укçи тÿлеттернĕ..."

Чиркÿ те илнĕ укçине - ача ят хунăшăн, виле пытарнăшăн. Чăваш хресченĕн юнне ĕмекенсем йышлă пулнă: кантур чуниллисем, ялти пуян-куштансем, тĕнпе чиркÿ пусмăрçисем. Патша ирĕкĕпе хырçă-марçă пуçтаракан харам пырсен шучĕ ÿссех пырать. Мĕнле чăтмалла хресченĕн? Ăçтан тупмалла укçи-тенкине, тыр-пулне, аш-пăшне? Йышлă çемьери ачасем çăкăр та çисе курман, выçăпа, чир-чĕрпе вилекенсем те нумай пулнă. Çĕрĕ хĕсĕк, выльăх-чĕрлĕхĕ сахал, кил-çурчĕ тăйлăк-тайлăк. Халăх çавах пурăнать, малаллах талпăнать, пурнăçне йÿнеçтеркелесе пыма тăрăшать, ĕмĕтĕнче "шур пÿрт лартать".

Шуркасси ялĕ ытти ялсенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмасть. Унти пурнăç лăпкă пек, çыннисем пурте хăйсен йывăр шăпипе килĕшсе пурăнаççĕ пек туйăнать. Анчах та ун пек мар иккен. Ял халăхĕн çилли тулса çитет, патша ирĕкĕпе килĕшменни, патша саманине чĕререн курайманни кунсерен вăй илсе пырать. Çынсен шухăш-кăмăлĕ çивĕчленсе, хастарлăхĕ ÿссе, чун çирĕплĕхĕ туптанса пыни Ухтиван сăнарĕнче курăнать.

"Ухтиван çÿллĕ, хытанка, кăшт тухса тăракан пит шăммиллĕ, "çăмăл" кĕлеткеллĕ. Çÿçĕ тĕксĕм çырă. Ăна вăл самаях вăрăм ÿстерсе янă. Çийĕнче темиçе хут çуса çемçетнĕ шур пир кĕпе, лапрашки йĕм. Уринче çĕтĕлес патне пынă вырăс çăпати".

Ухтиван - вун тăхăр çулхи ĕçчен каччă, ăста купăсçă. Виçĕ çул каялла вăл Шуркассинчен тухса кайнă та Атăл çинче бурлакра çÿренĕ, баржа туртнă. Вырăссем хушшинче пурăнса вырăсла калаçма вĕреннĕ, тĕрлĕ халăх çыннисемпе хутшăнса хăйне хăюллă та ирĕклĕ тытма хăнăхнă. Ухтиван калаçăвĕнчен, тыткаларăшĕнчен, хăтланăвĕсенчен вăл мĕскĕн марри, хăйшĕн хăй тăма пултарни курăнать. "Выртăттăм та çак çул хĕрринчи тусанлă курăк çине пĕр вăранмасăр виçĕ кун, эрне, уйăх çывăрăттăм. Умри пурнăçа эп тепĕр чухне тĕлĕк пултăрччĕ тетĕп. Хупасчĕ те куçа - пĕр-пĕр хĕвеллĕ çĕр-шыва кайса тухасчĕ. Чун каниччен ĕçлеме ирĕк уйсем пулччăрччĕ унта, шыв-шур, вăрмансем... кайăк-кĕшĕк. Пĕр эрне те пулин тÿре-шарасăр, тиексĕр, сулă хуçисемсĕр пурăнса курасчĕ. Пĕрре кăна хама хам ирĕк, телейлĕ, вăйлă çын пек туйса пăхасчĕ", - тет яла таврăнакан йĕкĕт. "Тĕнче" курса çÿренĕ хыççăн Ухтиванăн "куçĕ уçăлнă", вăл чăваш çыннин кун-çулĕ çинчен нумай шухăшлать, ăна çĕр çинчи танмарлăх питĕ тарăхтарать. Ватă ашшĕн, кÿршĕ-аршăн, ял-йышăн пурнăçне çăмăллатассишĕн вăл тем тума та хатĕр. "... çынсем выçăпа вилеççĕ. Чĕлхесĕр янавар пек, ĕмĕр тăршшĕпе уйра ĕçлеççĕ, вăрман касаççĕ, пĕрене юхтараççĕ, пир тĕртеççĕ. Анчах хăйсем вилсен витмелĕх виçĕ чавса пир те туса хăвараймаççĕ. Пур çĕрте те чухăнлăх, ултав, чикĕсĕр асап. Пĕри çут хĕвеле курмасăр уйра чакаланать. Ĕçлесе тупнă çăкăр татăкне хăйĕн куççулĕпе ислетсе çиет. Тепри вун пилĕк çул каялла пÿрт юсама каснă пĕренешĕн штраф илет, пĕр çул хушшинче темиçе тĕрлĕ хырçă сăптăрса каять, çынсене вырттарса хĕнет, кирек хăш вăхăтра та сана салтака тытса пама пултарать, пĕртен-пĕр хĕрне вăрласа кайса мăшкăллать. Эсĕ ыратсан та тÿс, чуну кÿтсе çитсен та ан чĕн... Пур çĕртрете апла мар пуль теттĕм эпĕ. Таçта аякра çынсем те, пурнăçĕ те урăхларах пулассăн туйăнатчĕ".

Шухăш-ĕмĕчĕ те илемлĕ Ухтиванăн. "Сана тумлантарма эпĕ нумай-нумай укçа тăвăп, ураран ÿкиччен ĕçлĕп... Эпир санпа çĕнĕ çурт туса лартăпăр, карта-хура çавăрăпăр", - тет вăл юратнă хĕрне Савтепие.

,мĕчĕсем тутлă та - пурнăçĕ йÿçĕ-çке. Пурте шухăшланă пек пулмасть çав. Яла таврăннă-таврăнман çамрăк каччă пуçĕ çине инкек-хуйхă тиенет. Виçĕ çул каялла, вăл тухса кайсанах, амăшĕ çĕре кĕнĕ. Ашшĕ- Яриле мучи - пурнăçне аран-аран çитеркелесе пырать, кăшт та пулсан пуясчĕ тесе çÿрет. Чăпта çапса, хăмла ÿстерсе, тыр-пул туса, пыл хурчĕ ĕрчетсе пăхать -уççи-хуппи курăнмасть. Ухтивана та ялти усламçă, хытă та сăхă Яка Илле канăç памасть. Вăл ĕçлеме ÿркенмен ачана хăй тарçи тăвасшăн, чипер йĕкĕте хăйĕн ватта юлнă Паçа хĕрне качча парасшăн. Анчах та Ухтивана "çара алăпа тытаймăн", вăл Илле ăна тем тĕрлĕ йăлăнсан-ÿкĕтлесен те ун серепине кĕрсе ÿкме килĕшмест. Тарăхса кайнă ял пуянĕ Ухтивана пĕтерме шут тытать. Ял халăхне ĕçтерсе-илĕртсе çĕр вăрласси çинчен сăмах пуçарать, Ухтивана çĕр кĕрĕвĕ тумалла тет. Ялти ватăсем: "Тыр-пул пулмасть, выçса вилетпĕр, тархасшăн пулăш", - тесе Ухтивана вăйпах пусахлаççĕ, çĕр вăрлама илсе каяççĕ, ялта хăйне май "туй туса ирттереççĕ". Çĕр кĕрĕвĕ пулнă çыннăн авланма юраман, çĕрпе пĕрле пулмалла тесе ăна вĕлерме те пултарнă. Ухтиван хăй мĕнле танатана çакланнине каярах çеç ăнланса илет.

Кунпах çырлахмасть-ха çынсенчен мăшкăллама хăнăхнă Илле. Вулăс кантурĕнче çыруçăра ĕçлекен Ивук ывăлĕпе чарусăр та пуçтах Шахрун тарçине вĕслетсе тăрать. Яла хырçă-марçă пуçтарма килнĕ кантур чуниллисемпе пĕрле ял тăрăх çÿрекен Ивук Ухтивансен килĕнчен сĕтел, пукан, пÿрт алăкне илсе тухса каять. Ухтиван вара, çак мăшкăла чăтаймасăр, ачаран туслă пулнă Ивука çынсем умĕнчех хĕнесе тăкать.

Ытла та вĕри чĕреллĕ çав Ухтиван, вăл чееленме, асăрханма, сыхлануллăрах пулма пĕлмест, пусмăра хирĕç хăй тĕллĕнрех кĕрешме хăтланать. Ултав-суяна, чухăнлăха, пусмăра тĕп тăвасшăн çунать хастар чунлă каччă, мул хуçисене вăл чĕререн кураймасть. Çавăнпа та ăна ялти куштансем тĕрлĕ майпа хĕсĕрлеме тытăнаççĕ. Анчах пултаруллă та вăйлă каччă никама та парăнасшăн мар. Малтан чи çывăх юлташ пулнă Ивук халĕ уншăн тăшман пулса тăрать.

Ивук хăй кантурта ĕçленипе витĕнсе тата ашшĕ мулĕпе мăнаçланса çынсене ним вырăнне те хумасть, халăхпа хăр-хар калаçать, пуçлăхсемпе вара - йăпăлти. Ахальтен мар вăл тиеке тухать, вара пушшех теиртĕхме пуçлать. Ухтивана тавăрас шутпа Шахрунпа иккĕшĕ Яриле мучин вĕллисене аркатаççĕ. Шахрун Ухтивана çĕçĕпе чикет. Яриле мучие, ним айăпсăрскере, "лаша вăррине" тытса, хĕнесе вĕлереççĕ. Ырă кăмăллă Ультÿç инке Ухтиван суранĕсене эмел курăкĕпе сиплет, çамрăк каччă майĕпен ура çине тăрать. Çак тискер ĕçсем хыççăн Ухтиван пурнăç çинчен тата та ытларах шухăшлама пуçлать. "Сăнчăр, пур çĕрте те сăнчăр! Хыттăн калаçма, юрлама, хăюллăн утса çÿреме юрамасть, пуçлăхсем, пуянсем, куштансем çинчен ырă мар калаçма - тур хăтартăр. Ху мĕн тăвас тенине тума - тÿре-шарасенчен ыйт, ăçта та пулин каяс терĕн - каллех кантура ут. Сăнчăр!"

Ухтиванăн вăхăтлăха ялтан тухса кайма тивет. Çул çинче ăна каллех Ивукпа Шахрун тапăнаççĕ, тискеррĕн хĕнесе пĕтереççĕ. Çак ирсĕр те сĕмсĕр çынсенчен аран-аран тарса хăтăлать каччă. Унăн пурăнас кун-çулĕ пĕтмен-ха. Хăюллă та тÿрĕ чунлă Шуркасси ачине Григорьев çĕвĕçпе Кушил тимĕрçĕ - çынсене пăлхава хатĕрлекенсем асăрхаççĕ, хăйсен пулăшаканĕ тăваççĕ. Ухтиван пĕр хушă хулара пурăнать, Григорьевпа Кушил хушнă ĕçсене ăнăçлă пурнăçласа пырать. Вăл кĕрешÿ çулĕ çине çирĕппĕн тăрать. Паян-ыран пуçланакан пăлхавра Ухтиван ертсе пыракан çынсен шутĕнче пуласси паллă.

Ухтиван сăнарĕ - ирĕклĕхе чĕнекен, кĕрешĕве йыхăракан, тăван çĕре хисеплекен, халăха тÿре-шара пусмăрĕнчен хăтарасшăн çунакан, хастар чĕреллĕ, хăюллă та çирĕп кăмăллă, çутă ĕмĕтсемпе çунатланакан, пурнăç çине шухăшлă пăхакан паттăр çын сăнарĕ.

Произведение вуланăçемĕн Ухтиван çинчен ытларах та ытларах пĕлес килет. Тĕп героя хĕрхенетĕн те, мухтатăн та... Вăл куç умĕнчех ÿссе аталанса, çирĕпленсе пыни чуна савăнтарать. Ухтиван сăнарĕ чăваш литературинчи ырă сăнарсенчен пĕри тесе калас килет манăн. Унран тĕслĕх илмелли нумай.

Ухтиван сăнарĕ кăмăла кайнипех "Таната" роман юратнă хайлав пулса тăчĕ. Çак произведение вуласа тишкерни чуна та пуянлатрĕ, тавра курăма та анлăлатрĕ. Ухтиван "самани" çинчен паянхи пурнăçпа танлаштарса шухăшлани те тăван халăхăмăрăн авалхи кун-çулне тĕплĕнрех пĕлме пулăшать.

ЛИТЕРАТУРА - ПУРНĂÇ ТĔКĔРĔ

/Н. Мраньккан "Ĕмĕр сакки сарлака" романĕ тăрăх/ [ ] 28.07.2009, 12:34

Сочинени эпиграфĕ: "Тĕнче илемĕ - пурнăç". Романран.

"Ĕмĕр сакки сарлака" роман хăй темипе С. Асланăн "Ахрат", М. Илпекăн "Хура çăкăр" романĕсене çывăх. Вĕсенче 19 ĕмĕрĕн вĕçĕпе 20 ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш ялĕнче капитализм йĕрки сарăлса пынă майхаркам харпăрлăх туйăмĕ вăй илсе пынине сăнланă. Авторсем историн çак тапхăрне тĕрлĕ енчен çутатаççĕ. Н. Мранькка вара çак пулăма социаллă кĕрешÿ урлă кăтартса парать.

Романра эпикăлла тĕп сăнар пур - чăваш халăхĕ. Анчах çав халăхра тем тĕрлĕ çын та пур. Пĕрисем ĕмĕрĕпе ытлă-çитлĕ те телейлĕ пурнăçа ĕмĕтленсе пурăнаççĕ, теприсем хăйсен тĕп тĕллевне мул пухса пуяс шухăша лартаççĕ те ăна пурнăçлассишĕн тем тума та хатĕр.

Хайлав сюжечĕ çимĕк уявĕн ÿкерчĕкĕнчен пуçланать. Халăх çăва çине пуçтарăннă. Ваттисене асăнма, пурнăçран уйрăлнисене пуç тайма. Кунта мăн асаттесемпе мăн асаннесем, асаттесемпе асаннесем, аттесемпе аннесем, çывăх тăвансем, пĕлĕшсем... Çын пурнăçĕ çутă чĕрĕлĕхпе вилĕм хушшинче тăнине палăртать автор. Эпир - пурте пĕр, ăраскалăмăр та пĕрре тесшĕн Мранькка. Анчах çак çутă пурнăç çулне кам мĕнле утса тухать, кам мĕн тÿсет, хăй хыççăн кам мĕнле йĕр хăварать...

Романри тĕп ĕçсем Çтаппанпа Татьяна тата Миххапа Лукарье çемйисем хушшинчи хирĕç тăрура пулса иртеççĕ.

Пурнăç шăпи Çтаппанпа Татьянăна сахал мар синкер кăтартнă. Тăватă ача çуратнă вĕсем, анчах пĕри çеç сывă - Микулай. "Этем юхтарнă куççуль тумламĕсене пĕр çĕре пухма май пулсан - тинĕс пулĕччĕ, - тет автор та геройсемпе пĕрле кулянса. - Анчах çĕр, куççуль ăшне путасран хăранă пек, хурлăхпа тухакан йÿçĕ тумлама та ăшне ярса пытарма тăрăшать".

"Çтаппан çÿллĕрех пÿллĕ, сарлака хулпуççиллĕ, патвар кăкăрлă этем. Хĕрĕх пилĕк çула çитнĕ пулсан та, ăна пĕр вăтăр пиллĕк - хĕрĕхрен ытла пама çук... Çĕмĕрт пек хура та чĕрĕ куçĕсем... тата çамрăкрах сăн кĕртеççĕ". Вăл пĕрмеллĕ çĕнĕ сăхманпа, тĕрĕллĕ кĕпепе. Пустав шăлавар тăхăннă. Уринче сăран атă. Ашшĕ-амăшĕ халер чирĕпе вилнĕренпе 28 çул ĕнтĕ вăл çемьеллĕ.

Татьяна упăшкинчен пилĕк çул аслă. Тăлăха юлнă Çтаппана, кил тыткалама пултаракан хĕрарăм кирлĕ тесе, качча илсе панă ăна. Халĕ вăл хăй çулĕнчен те ватăрах курăнать. Упăшкинчен лутра, сăнĕ шуранка. Пичĕ çине пурнăç тарăн йĕрсем хăварнă. Пуçĕ çинче кĕмĕл тĕслĕ çÿç пĕрчисем палăраççĕ. Çийĕнче чăлт шурă пусмаран çĕленĕ шупăр. Пуçĕнче тĕрĕллĕ сурпан тата пуç тутри. Кăкăрĕ çинче сурпан çакки. Умĕнче - хÿхĕм чĕрçитти. Татьянăна çитмен пурнăç мар /вăтам хресченсем вĕсем/, виçĕ çамрăк ачи хĕрлĕ шатрапа вилни амантса хăварнă.

Соседние файлы в предмете [НЕСОРТИРОВАННОЕ]