Добавил:
Upload Опубликованный материал нарушает ваши авторские права? Сообщите нам.
Вуз: Предмет: Файл:

chuvashskiesochineniyaizinterneta

.docx
Скачиваний:
594
Добавлен:
07.02.2015
Размер:
225.67 Кб
Скачать

Хăйсен пурнăçне вĕсем ял пĕрлĕхĕн пурнăçĕнчен уйăрмаççĕ. Сухана тухмашкăн çĕр пиçнĕ пулин те Татьяна: "Ялпа пĕрле ĕнтĕ... ял тухсан - тухăпăр", - тет. Çтаппан, хăйне чăн-чăн çĕр хурчĕ пек туяканскер, çапла хуравлать: "Ял пĕрле - телей расна. Çĕр эпир суха тума тухассакĕтсе выртнине чĕре туять".

Энĕшкассинче мĕн пурĕ çĕр кил. "Çур ырлăхне кĕнĕ ял, хăй чухăннинчен вăтаннă пек, урамăн ик айккипе ешерекен ват йăмрасемпе яштака хурăнсем айне пытаннă". Çĕр килтен пĕри çеç шурă пÿрт. Ку пÿртре çĕрме пуян куштан - 27 çулхи Михха пурăнать. "Янаш таврашĕ - вăрă пуçĕ", - теççĕ ялта ун пирки, ашшĕ те вăрă-хурах ĕçĕпе аппалансах пуçĕпех çĕтнине аса илсе. Ялти ытти тăхăр вун тăхăр килĕ - хура пÿрт.

Миххана парăмлă мар этемсене ялта чи телейлисем тесе шутлаççĕ. Çавнашкал телейлисенчен пĕри - Çтаппан. Унăн икĕ ят çĕрĕ пĕтĕмпех хăй аллинче. Лаша, ĕне, 5 сурăх, чăх-чĕп, хăш çул - сысна усрать. Çăкăр-тăвартан татăк тăмасть. Унăн чи ырă ĕмĕчĕ - шурă пÿрт туса лартасси. Ăна çĕклесен ывăлне авлантарма шут пур. Анчах хăйĕн шухăш-ĕмĕтне никама та каламасть. Çакна вăл ял-йыша систермесĕр, кĕтмен çĕртен туса тĕлĕнтересшĕн. Çав ĕмĕтпех ывăлне, Микулая, ĕçлесе укçа тупма Атăл çине ярать. "Ялта вара икĕ çыннăн шурă пÿрт пулĕ", - тет вăл çунатланса.

Çтаппанăн çурт-йĕрĕ, чăнах, чаплă мар: кĕл тĕсне куçнă улăм витĕллĕ хура пÿрт, хăмаран çапса тунă кивĕ çенĕк. Çенĕкпе пĕр вĕçрен - улăм витнĕ пĕчĕк кĕлет. Лутра сарай. Вак пĕренесенчен хÿсе тунă лаша вити. Сурăх карти.

Çĕр ĕçченĕн халăхран тухнă йăли-йĕркине çирĕп тытса пырать Çтаппан. Авалхи йăлапа, тырă акса пĕтерсен, ваттисене асăнать вăл. "Акнине шăтарăр, шăтнине пултарса çитĕнтерĕр. Пулса çитĕннине чипер пухса кĕме пулăшăр", - тет, чăкăт татăкне, унтан пĕр çăмартипе çăкăр чĕллине хуçса ана çине ывăтнă май. Кĕпи арки çине ÿкнĕ çăкăр тĕпренчĕкне пуçтарса илсе çăварне хыпать вăл. Выççипе те мар, хыттипе те мар. Çăкăр тĕпренчĕкне сапалакан этеме тирпейсĕр тесе шутланă. Михха тарçисем юнашар ана çинче ĕçленине курсан кăмăлĕ йывăрланнă пек те пулать унăн. Анчах хăй ирĕклĕн пурăннине аса илсен куçĕсем савăнăçлăн çиçсе илеççĕ. Михха ăна хăй анисем хушшинчен темиçе хут та кăларса яма тăнă вĕт-ха. Çтаппан парăнман.

Çтаппанăн ырă кÿрши пур - чухăн Макçăм. Унпа кумаллă та вăл. Лешĕн тăватă ача: икĕ ывăлпа икĕ хĕр ÿстереççĕ вĕсем Верук мăшăрĕпе. Кăштах кĕвĕçет те Макçăм Çтаппана. Кумăшĕ Прахăр çĕрне икĕ лав утăлăх акса пама йышăннине пĕлсен - уйрăмах. Макçăм та шурă пÿрт лартас ĕмĕтпе пурăнать вĕт. Унăн аслă ывăлĕ Ваçли çав тĕллевпех Микулай тусĕпе пĕрле Атăл çинче çÿрет. Çапах Макçăм кÿршине сутмасть. Лаша шыраса вăрă-хурахсен йĕрĕ çине ÿксен, Макçăмпа Çтаппан лаша вăррине кĕпер çинчен пуçхĕрлĕ вăркăнтараççĕ. Анчах лешне хăйсеннисемех тĕп тăваççĕ. Ăна вĕлерекенсем Энĕшкассинчетесе уретникпе стражник Макçăма та ыйтса тĕпчеççĕ. "Этем тенин чĕри таса пултăр, вара чĕлхепе калаçнине турă каçарать", - тет. Пакăш ращи патĕнче Хура кĕпер çинче пулса иртни çинчен нимĕн те каласа памасть.

Анчах Çтаппанпа Макçăм ирĕклĕхне пĕтерес шухăшлă çын та пур иккен. Вăл - Михха. Унăн мăнтăрпа тата ĕçсĕр пурăнса аскăнакан арăмĕ пур - Лукарье. Миххан киревсĕр йăлисенчен пĕри - ÿсĕрĕлсен хура урхамахĕ çине утланса тухса урамра тĕл пулакан çынсене таптасси. Ахальтен мар ăна ял çинче сехмет тесе ят хывнă. Çтаппан, çимĕкрен таврăнаканскер, шăпах ÿсĕр Михха тĕлне лекет. Лешĕ ăна таптама тăрать, анчах Çтаппан пăрăнмасть. "Е эпир те сан пекех этем мар-и? - тет вăл. - Çынран хăрамасан, çынран вăтанмасан Пÿлĕхçĕрен те пулин хăрас пулать". Хăйĕн вăйлă аллине чăмăрлать те хайхи хура урхамаха çапса пăрахать. Çакăнтанпа Михха Çтаппана вĕчĕрхенсе çÿрет, хăй умне тискер тĕллев лартать.

"Куна чĕрĕлле пĕтермелле. Чĕрĕллех пуçне çимелле", - тесе хушать Михха хайĕн тара тытнă вăрă-хурахĕсене. "Касăкăн-касăкăн ваклас пулать унăн пурнăçне. Ман ура айĕнче ăман пек йăшăлтатса выртакан тăвас пулать ăна", - тет вăл татах этемсĕрленсе. Вĕлерме мар, вут чĕртсе çунтарма мар, чĕр нушапа асаплантарма шут тытать вăл.

Акă, Çтаппан хуçалăхĕн пĕртен-пĕр тĕрекĕ - лаши çухалать. Лашине шыраса хăшкăлнăскерĕн тепĕр ирхине ĕнипе пăрушĕ вилсе выртаççĕ. Хайхи ĕнине сутса та пулин лаша илме шут тытнă Çтаппан тулхăрса каять. Ку япала хăй унччен кÿрентернĕ Михха ĕçĕ пулнине тавçăрса илет. Çтаппан алла пысăк сайхах илет те çĕрме пуян пÿрт-çуртне, çенĕкĕ-чÿречисене çĕмĕрме пуçлать. "Сенкĕпе чикĕр. Пăшалпа перĕр!" - пĕтĕм вăйран кăшкăрса, чĕрине çурса урать вăл урăх ним тума аптăранипе. Лăплансан: "Пурлăхлă пурнăçран çука юласси нимĕн те мар... Икĕ талăк хушшинче кĕлмĕçе юлтăм. Ман ĕмĕтленни пĕтĕмпех сая кайрĕ", - тет вăл кулянса. Çапах та: "Мĕн пулсан та пурнăç тума тăрăшас... Пур сывă пек чухне мĕнле те пулин йÿнеçтерĕпĕр", - тесе, мал ĕмĕтпех, ытлашши хуçăлмасăр пурнасшăн тапаланать вăл.

Анчах лаша вăррине çапса пăрахакана шырама килнĕ Огуречников уретникпе Мошков стражник килсен Çтаппана вилесле хĕнеççĕ. Вĕсене вĕслесе яраканни те - Миххах. Лешсем ытлашши ĕç туса хурасран вăл чунсăр тÿре-шарана укçа парса лăплантарать. Тÿре-шара пысăкрах пуçлăха ларасшăн тапаçланать пулсан, Миххана вара вăрă-хураха тĕп тăвакансене тупни пĕртте кирлĕ мар. Ăна Çтаппан асапланни кирлĕ. "Ман чĕре никама та шеллеме пĕлмест. Эпĕ çынна хама усă кăтартма пултарнипе çеç хаклатăп. Тĕнче çавăн çинче тăрать", - тет вăл.

Кĕçех тырă вырма тухмалла. Çтаппанăн лаша çук. Лашасăр мĕн тума пĕлес? Лаша туянма мĕн те пулин сутмалла. Пилĕк сурăх сутнипех лаша илеймĕн. Сурăхсăр юлсан мĕнле майпа тăла, алсиш, чăлха çыхса тăхăнан? Мĕнпе сăхман, аçам, кĕрĕк, тăлăп туса тумланăн? Акă, хайхи кĕççе питлĕ Михха Çтаппан патне пырса çирĕм пилĕк тенкĕ кăларса тыттарать. Юри, пурăнма кăна шанăç памашкăн. Хăй вара сĕмсĕр чееленсе хÿтлĕхсĕр Çтаппан юнне тата ĕмме хатĕрленет. Çапла пулса тухать те. Йăлăмри улăха утă çулма аннă Çтаппанăн лашине каллех вăрласа каяççĕ. Вăл киле лашасăр, утăсăр таврăнать. Вăрлаканăн пĕр çылăх, çухатаканăн пин çылăх тенĕ пекех Çтаппан хăй инкекĕн-синкекĕн тупсăмне тупасшăн пуç ватать.

Пуян Михха вара иртĕхсех каять. Кĕтерука, Ваçли савнине, хăй патĕнче тарçăра тăрмашаканскерне, мăшкăллама тапăнать вăл. "Эпĕ сана тĕнчере курман телей кăтартăп. Ман укçа çĕршер пин тенкĕ шутланать. Часах миллионпа шутлама тытăнатăп. Эпĕ такама та сутăн илме пултаратăп", - тет Михха. Анчах Кĕтерук парăнмасть, Якур çитсе кĕни пулăшать ăна.

Хайхи Михха Çтаппана чунĕпех лапчăтма шутлать. Вăл Çтаппан вĕлернĕ урхамахпа йытăшăн, çĕмĕрнĕ хапхашăн, шăтăрнакшăн, çенĕкшĕн тата чÿречесемшĕн çирĕм пилĕк тенкĕ парăма ик çĕр аллă тенке çитерет. "Ман ăрура хамăра хур кÿме хăтланакансене каçаракан пулман", - тет вăл. - ...Çĕрÿ, тырру-пуллу, сурăхусем, çурту-йĕрÿ - пурте манăн пулаççĕ".

Патша умĕнче пуянĕ те, чухăнĕ те - пурте пĕр тан тесе ĕненекен Çтаппан судра çĕнтереймест. Укçана сутăннă тÿре-шара кунта та Михха майлă. "Никам курман киревсĕр ĕçе патша ячĕпе турĕç... Мĕнле пурăнмалла çут çанталăкра?" - тет вăл шикленсе. "Ырă мар этемсем юри ун ячĕпе усал ĕç тăваççĕ", - тет çавăнтах хăй ăслă шухăшне пĕтĕмлетсе. Чăнах иккен, суд вĕçленсенех суд ĕçне тăвакан тÿре-шара Михха патне пыл-сăра ĕçме вĕçтерчĕ.

Тĕпĕ-йĕрĕпе тенĕ пекех çаратса кайнă хыççăн Татьяна чĕри текех чăтаймасть. Ахаль те чирлĕскер, çĕр çинче пурăнас халне пĕтĕмпех çухатрĕ. "Ку тĕнчере никам та хăй ăраскалĕнчен иртме пултараймасть... Михха та икĕ ĕмĕр пурăнас çук. Леш тĕнчене куçсан, хăй шыранине тупĕ", - тет леш тĕнчери пурнăçа ĕненекен Татьяна юлашкинчен. Инçетре ĕçлесе çÿрекен ывăлĕ те ĕлкĕреймест амăшĕпе сывпуллашма. Тăватă уйăх иртсен тин çаврăнса çитет Микулай, пĕтĕмпе çичĕ уйăх аякра çÿренĕскер.

Çĕрсĕр, пĕр выльăх чунĕсĕр мĕнле пурнăç пултăр? Кил-çурт таврашĕ те пĕртен-пĕр çурт кăна. Ывăлĕ Çтаппана Атăл çине ĕçе чĕнет. Тăван ялне, тăван ене пăрахса хăварма-и? Унашкаллисенчен хăй те"ылтăн кут", "кимĕ айĕнчисем" тесе кулнă-çке. Ăна капла çын та тесе шутламĕç. Йăваран писнĕ чурăс кайăк пулас килмест унăн. Ашшĕ-амăшĕн пехилне пăрахма хал çитерес çук. "Хамăр çĕр çинче çуралса ÿснĕ, хам çĕр çинчех вилсе, аннÿпе юнашар кĕрсе выртам", - тет.

Ашшĕпе ывăлĕ çĕре Миххаран каялла сутăн илсе хуçалăха çĕнĕрен çĕклеме шут тытаççĕ. Микулай та Атăл çине каяс шухăша пăрахăçлать. Халĕ вăл кунта кирлĕ. Чее Михха та кăна хирĕç пулмасть. Микула ытти çамрăксене аякка ертсе каясран та хăрать - вара йывăçа кампа юхтарĕ... Çĕрсĕр этеме нимĕн те пĕр вырăнта тытса тăрас çук. Çĕрлĕ этем тымар янă пекех ирĕклĕхне çухатать тесе шутлать вăл.

Микулай та, Ваçли те яла юлса çемье çавăрасшăн. Пĕри Сантăр хĕрне Анука, тепри Прахăр хĕрне Кĕтерука куç хывнă. Микулай, пĕртен-пĕр ывăл, тĕп килтех юлать-ха. Макçăмăн Ваçлине уйăрса кăлармалла. Тĕп хуçалăхĕ те унăн çирĕп мар. Тата Кĕтерука качча илсен усси пулас çукран хăрать. "Эпир хамăр патăрта чăх кĕтĕвĕ ĕрчетме пултараймастпăр", - тет вăл Прахăр арăмĕ Ульяна хĕрсем çеç çуратни, çакна пула ытла чухăн пурăннине аса илсе, - ...Вăл çаппа-çарамаспа пĕрех. Ăна тумлантарма хамăрăн та çÿпçе тĕпĕ курăнать... Сирĕн юратуран телей мар, çĕтĕк сăхман та çĕлесе тăхăнас çук". ,нел пĕрлĕхĕнче кĕçех çĕр валеçесси çинчен сăмах çÿрет - апла пулсан хресченшĕн чи пĕлтерĕшлĕ ыйту ку.

Лукарье, Микулай çине аскăнчăкла куç хывнăскер, Анука унран сивĕтме шут тытать. Анукăн ашшĕ-амăшĕ умĕнче вĕсен кĕрÿ пуласси картла вылять, эрех ĕçет, сутăнчăк хĕрарăмсемпе явăçнă тесе сăмах сарать. Лешсем вара хăтана килнĕ Çтаппана хĕр çураçмасăрах кăларса яраççĕ. Тата Сантăр Çтаппанпа Микулай хăйсен юхăнса кайнă хуçалăхне ура çине тăратасса та ĕненмест. Ку та çитмест сĕмсĕр Лукарьене - вăл Ануксен хапхине тикĕтпе варалаттарать. Сăмахĕ вара Микулая пырса тивет - Анука качча пама килĕшменшĕн Сантăрсен хапхине вăл тикĕт сĕрнĕ теççĕ. Ваçли, Кĕтерука Якур вăрласа кайнă хыççăн пусăрăннăскер, Лукарьене тавăрма сĕнет. Тавăрма май килет-ха, анчах çак вăхăтра Анука, хăй аппăшĕ патне кÿршĕ яла лармана кайнăскере, пуян Касмухха ывăлĕ Элекçей вăрласа каять. Çапла тепĕр инкек сиксе тухать. Анчах ампара хупнă Анук парăнмасть, алăка шалтан питĕрсе лартать. Ваçлипе Микулай вăхăтра çитсе хăтараççĕ ăна. Чысне çухатса ĕлкĕреймен Анука Микулай тÿрех килне илсе каять. Çакăнтан вĕсен мăшăрлă пурнăç пуçланать.

Анук çăмăлланать. "Ывăл пултăрччĕ... Çитес çул çĕр валеçес сас-хура пур. Вара пирĕн тата тепĕр ят çĕр хутшăнĕччĕ", - тет Микулай. Лукарье те ача çуратнă. Анчах ăна, Анук пек, Турри ывăл паман. Çапаххĕр çуралнине пит шавлă паллă турĕ Михха. Ăна çĕр хĕсĕкки, мул çукки шухăшлаттармасть - унăн пурте пур. Анчах çак икĕ пĕчĕк чунăн пĕр ашшĕ пулнине Лукарье кăна пĕлет.

Ак тата: Микулайăн ача ятне хуртарма, чиркÿре шыва кĕртме укçа çук. Ирĕксĕрех Михха патне кивçене кайма тивет. Миххана ку кăмăла кайрĕ. "Ывăл çурални аван, ÿссен бурлак пулать", - тет вăл мăн кăмăлланса. "Ачун ятне сут мана... Çĕр тенкĕ паратăп! Çĕр аллă!.. - тет вăл Микулай хăй аллине кĕрсе ÿкнипе савăнса. Микулана карланкăран тытса пăвнă пекех туйăнчĕ ку. Ахаль те киле юлнăранпа самаях нуша курма ĕлкĕрчĕ вăл. Çĕре каялла илнĕ хыççăн вĕсен тата çирĕм тенкĕ укçа юлнăччĕ. Ку укçа туй тума та çитеймерĕ. Тепĕр çирĕм тенкĕ Макçăмран кивçен илме тиврĕ. Çуркуннепе акса хăварма вăрлăх туянма лекрĕ. Микуласем çĕре тепĕр хут сутас патнех çитрĕç. Михха кивçен пани сывласа яма май пачĕ. Микула хăй Михха йывăçне юхтарнă çĕре ĕçе кĕрĕшрĕ. Ăна кура Ваçли те Атăл çине каймарĕ. Ĕçлесе илнĕ укçапа парăмсене тÿлесе татма мехел çитерчĕç, анчах малалла пурăнмалăх укçа-тенкĕ пухăнмарĕ.

Несĕпсĕр Михха вара пуяс ĕмĕтпе икĕ община Атăл варринчи çур утравшăн хирĕçсе пурăннине те хăйне усса çавăрма шут тытать. Пишсене те, ,нелсене те харăсах укçа парса сутăн илет. Çав вăхăтрах икĕ община халăхне пăлхатса ярать. Ăна-кăна чухламан халăх вăрçăнмах тытăнать. Хут пĕлмен пирки судра та вĕçне-хĕрне тухма пултарайман халăх утрава Миххана тара пама килĕшет. Миххана çакă кăна кирлĕ пулнă. Микулай, халăх йăлине пăхăнмасăрах умполномоченнăя суйланнăскер /çемье пуçĕ мар-ха вăл/, çак тĕрĕсмарлăха асăрхаса халăх куçне уçма тăрсан, Михха хăй мунчине вут тивертет, ăна Микулай çине йăвантарать. Тара тытнă арçынсем Микулая вутта пăрахма килеççĕ. Унăн ирĕксĕрех вăхăтлăха ялтан тухса тарма тивет.

Çтаппанпа унăн пĕчĕк ачаллă Анук кинĕ каллех йывăрлăха кĕрсе ÿкеççĕ. Çăкăрсăр, серте яшки çине кăшт çăнăх лăкаса çинипех пурăнаймăн. Çтаппан темĕн чухлĕ тарăхсан та, темĕн чул çунсан та çын патне пулăшу ыйтма каяс çук. Хăнăхман. Кинĕ ăна тăрантарасшăн пулса çăкăр тупса килсен çеç унăн çĕнĕ шухăш çуралать. "Тем пулсан та апла тума юрамасть. Луччĕ Атăл çине каяс", - тесе тĕв тытать те тырă акма тухнă вăхăталла таврăнма сăмах парса килтен тухса утать. Кăмăлĕпе хуçăлнă Анук вара пĕчĕк ывăлне чуптăва-чуптăва йĕрет. "Çуралма ĕлкĕртĕн çеç, хуйха-суйха аннÿ кăкăрĕнчи сĕтпех ĕçетĕн", - тет.

Ĕç шыраса пристаньсем тăрăх çапкаланса çÿрекен Çтаппан аллине ăнсăртран хĕрĕх тенкĕ укçа пырса кĕрет. Тупăшса-тавлашса вăтăр пăтлă ещĕке пăрахут çине йăтса кĕрет вăл. Унтан вăрă-хурахлаБогданов подрядчик аллине лексе ун еккипе тепĕр çĕр тенкĕ выляса илет. Хальхинче цирк сцени çинче тепĕр паттăра çурăм çине çавăрса пăрахать. Çапла майпа капитализм йĕркин тÿнтер енĕсене хăй куçĕпе курчĕ халь вăл. Ялти пурнăçран та киревсĕр иккен ку. Укçа чул касать тенĕ пек, çын нухратшăн тем тума та хатĕр. Ирĕке туйса çăмăлланса кайнăскер, намăс çуртне те лекет Çтаппан. Эрех ĕçсе пуçне анкă-минкĕлетнĕскер пĕтĕм укçине çавăнта пĕтерет. Вăл укçине, сăхманне, кĕпине тата çĕлĕкне çухатса çаппа-çарамас тăрса юлчĕ, арăмĕн хаклă та ырă ятне хур кÿчĕ, хăйне пĕтĕм тĕнче умĕнче тÿсейми намăса кĕртрĕ. Çакна ăнланать Çтаппан - анчах халĕ тин ним тума та çук. Вилĕм патне пĕр утăм çеç юлнă пек туйăнчĕ ăна. Атăла сиксе вилме шут тытать вăл. Анчах хыçран ырă кăмăллă вырăс хĕрарăмĕ Матĕрне пырса тухать, ăна пурăнма хавхалантарать. Вăлах Богданов подрядчике Çтаппан килĕнче кинĕпе мăнукĕ пĕр татăк çăкăрсăр лараççĕ, кĕçех тырă акма тухмалла, вĕсен вăрлăх та çук тесе ÿкĕте кĕртет, аллă тенкине тепĕр хут пама ыйтать.

Микулай та инçетри çĕрсенче вăхăта ахаль ирттермен иккен. Çын урлă çитмĕл тенкĕ укçа тата темĕн тĕрлĕ парнелĕх парса ярать юратнă арăмĕпе ывăлĕ валли. Анук савăннипе тÿрех хăй Михха патне кивçеншĕн кайса хунă саклатне илме чупать. Тепĕр пасартах хĕрĕх çичĕ тенкĕ парса лаша туянать. Çавăнтах ним хаклашмасăрах урпа, сĕлĕ, тулă, пăрçа тата пăри вăрлăхĕ туянчĕ, пĕр михĕ ыраш тата икĕ пăт тулă çăнăхĕ илчĕ. ,несем пăхкаларĕ. Сурăх та туянма юрать. Анчах ĕне е сурăх илме килте карта-хура çукки чарса тăчĕ. Çавах икĕ кĕрепенкке сысна ашĕ, çур кĕрепенкке сар çу туянчĕ.

Ак халĕ кур ĕнтĕ - пурнăç малалла каймалла пек. Киле çитсен те çав шухăшпах çÿрет Анук - пĕрисенчен лав утă тиесе килчĕ те çенĕк умне купаласа хучĕ. Платниксем шыраса тупрĕ, вĕсемпе вите, сурăх карти тата пĕчĕк аслăк тума калаçса татăлчĕ. Анчах нумайччен çывăрса каяймарĕ. Микула тупăнни ăна питĕ савăнтарчĕ, чĕри савăккăн тапрĕ. Халĕ пуçа та каçăртарах çÿреме пулать.

Çук çав. ,мĕр сакки сарлака тени унта савăнăçпа хурлăх валли вырăн темĕн чухлех тени пуль. Анук анине сухаласа пĕтерчĕ çеç - килте ăна тепĕр синкер кĕтет иккен. Ăна, суя элеке пула, ыйткаласа çÿрекене çаратнă тесе айăплаççĕ, пасартан илсе килнĕ пурлăхне торги туса сутма пуçлаççĕ. Халăх йăлипе ун пек чухне вăрра питлĕх çактарса ял тăрăх уттараççĕ. Анука та çапла туса хурал пÿрчĕ патне сĕтĕреççĕ. Кÿршĕ Макçăм хута кĕме тăрать, анчах ăна та хĕнесе тăкаççĕ. Укçана Михха пачĕ тесе суйсан тин /Микулая сутма юрамасть-çке/ ăна ирĕке яраççĕ. Шăп çав вăхăталла хуняшшĕ киле таврăнать. Кинĕ çинчен усалсăмахсем /Миххан чупкăн хĕрарăмĕ тенине/ илтсен: "Ку намăс çеç çитменччĕ. Хуçалăха тĕп турĕç. Ывăлăм çухалчĕ. Пĕрех хутчен хутаç çакса тухмаллаччĕ..." - тет те куçăм ан куртăр тесе, укçине кăларса хурса, Çтаппан килтен тухса каять. Хулара хăма çуракан савăтра вăрттăн ятпа ĕçлесе пурăнакан ывăлне тĕл пулсан тин куçĕ уçăлать унăн - киле кайса кинĕ умĕнчи çылăхне каçарттарма шутлать.

Романра ытти халăх çыннисен сăнарĕсем те пур. Сăмахран, Ахмет тутар. Хĕрĕх тенкĕ укçашăн вăтăр пăтлă ещĕке йăтать те ун айне пулса вилет. Килте вара унăн амăшĕ, арăмĕ тата виçĕ ачи пурăнаççĕ. Ĕçе тухса киличчен маларах ĕни вилсе кайнă та, ачисем сĕтсĕр юлнă. Хресченĕн шăпи пур çĕрте те пĕрех иккен.

Вырăс çыннисенчен романра Леонид Кузнецовпа унăн арăмĕ Дуся тата Матĕрне хĕрарăм паллă вырăн йышăнаççĕ. Пĕрремĕшсем, хула рабочийĕсем, Микулай ăс-тăнне çивĕчлетме, куç-пуçне уçма - тавра курăмне анлăлатма пулăшаççĕ. Çтаппан вара, Татьяна пехилне ас туса, Матĕрнепе венчете тăрса пĕр çемьене пĕрлешет. Матĕрне те хăй пурнăçĕнче нуша нумай курнă, упăшкине çухатнă. Çак венчете Хусана Турă амăшĕн иконине кĕл тума килнĕ Анукпа Кĕтерук та çитеççĕ, унта вĕсем Микулайпа Ваçлие тĕл пулаççĕ.

Михха вара, ашшĕ пекех, чăн-чăн вăрă-хураха тухать. Жемени барона унăн именине сутăн илетĕп тесе укçа тÿлет, анчах çул çинче хăй тарçине ăна çаратма тата вĕлерме хушать.

Никифор Мранькка халăхăн ĕлĕкхи пурнăçне çутатса паракан хайлавçăсенчен пĕри. Унăн пилĕк кĕнекерен тăракан романĕ халăх йăли-йĕркине, чăваш хресченĕн ĕрет-несĕпне, шухăш-кăмăлне, чун туртăмне тарăннăн кăтартса парать. Революцичченхи хресчен психологине халăх чĕлхине çывăх илемлĕ сăмахлăхпа усă курса, ĕненмелле сăнлать. Мранькка романĕнче, политикăлла витĕме пула, уйрăмах виççĕмĕш-пиллĕкмĕш кĕнекесенче, пурнăçри пулăмсене ытлашши пысăклатса е илемлетсе кăтартни пур пулин те, чăваш çыннин - ял хресчен пурнăçĕ вулакана кăсăклантарать, тепĕр чухне - кăмăла савăнтарать. Геройсем темĕн чухлĕ нуша кураççĕ пулин те, чылай асап тÿсеççĕ пулин те пурнăç тумах ăнтăлаççĕ. Чăваш халăхĕн ĕмĕрсем урлă килнĕ аптраманлăхĕ вăл. Ăна пула кăна чăваш халăхĕ упранса юлма пултарнă. Мăн асаттесенчен упранса юлнă хăюлăх та ",мĕр сакки сарлака" романра пит сисĕнет. Çав вăхăтрах шалти йăвашлăх, сăпайлăх, пытанчăклăх туйăнса тăрать. Çакăнта ĕнтĕ Н. Мраньккан ăсталăхĕ. Литературăра халăх пурнăçне тĕкĕр çинчи пек кăтартма пĕлни вара - пысăк пултарулăх.

Паянхи пурнăç та укçапа мул, харкам харпăрлăхпа хапсăнчăклăхçулĕпе кайрĕ. Камăн укçа пур, унăн пурте пур тенине илтме пулать час-часах. Н. Мранькка кăларса тăратнă пурнăç ыйтăвĕсем çынна хальхи вăхăтра та шухăшлаттараççĕ.

АЛМАЗОВРА МАНА МĔН КИЛĔШМЕСТ? 11-мĕш класс валли

/А. Артемьевăн "Салампи" повеçĕ тăрăх/ [ ] 28.07.2009, 12:26

Сочинени эпиграфĕ: Çыннăн ĕçĕ те, чунĕ те ырă пултăр. Ваттисен сăмахĕ.

"Çын тулашĕнчен хитре пулнишĕн, унăн ăшне пĕлмесĕр ан мухта", - тесе вĕрентсе каланă пире ватă çынсем. Сăнпа çеç илемлĕ пулни çителĕксĕр çав. Чи кирли - чун-чĕре илемлĕхне пĕр вараламасăр, пĕр тĕксĕмлетмесĕр упраса пурăнни. Хăйсен ырă енĕсемпе пире тĕслĕх парса тăракан сăнарсем чăваш литературинче сахал мар. Вĕсенчен пĕри - А. Артемьевăн "Салампи" повеçĕнчи Салампи. Вăл чăннипех те илемлĕ сăнар. Кирек хăш самантра та хăйне лăпкă, сăпайлă, çирĕп тытать* ун çине пăхма та, унпа калаçма та яланах кăмăллă. Сăнĕ-пичĕ, тăпăл-тăпăл кĕлетки, вăрăм çивĕчĕ, уçă сасси, таса чунĕ, ырă кăмăлĕ, ĕçченлĕхĕ, тăрăшулăхĕ - çаксем илем кÿреççĕ те Салампи сăнарне. "Ирхи сывлăм пек таса, илемлĕ" хĕршĕнмиçе каччă канăçне çухатман-ши? Анчах Салампи чунĕ пĕр çынна анчах савать.

Кам-ха вăл çав каччă, чипер хĕр чĕрине ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçнăскер? Тивĕçлĕ-и вăл Салампин таса юратăвне?

Анатолий Алмазов - вăтам пÿллĕ, кĕре ÿтлĕ, çирĕп шăм-шаклă çырă сăнлă, кăвак куçлă çамрăк каччă, унăн хусканăвĕсем питĕ çаврăнăçуллă, çăмăл, кулли вара уçă та кăмăллă.

Ачалăхĕ çăмăл пулман унăн. Пурнăç тути-масине туйса ÿснĕ вăл. Амăшĕ ăна пĕчченех пăхса ÿстернĕ, аслă çул çине кăларнă.

Музыка училищинче техничкăра ĕçлекен Анна Матвеевна Алмазов çинчен çапла каласа кăтартать: "Тольăна эпĕ, хам ывăлăма пĕлнĕ пек, мĕн ачаранпа пĕлетĕп. Ырă этем пуласскер. Ачаскернех ăна, ултă çулхискернехчĕ çав, Хветĕр Павăлч хăй пехиллерĕ: "Этем пулать кунран, вĕрентесчĕ ăна!" - терĕ. Толя ун чухне тăмра каласа ял-йыша тĕлĕнтеретчĕ. Кунта ун пек лайăх вĕренекенни çукчĕ те. Питĕ ăслă ача. Тăлăхскерех çапла ăслă-йĕрлĕ пулчĕ. Шеремет ачин хăй çитĕнсе çитмесĕр те уринчен çăпата, çийĕнчен кăвак йĕм каймарĕ. Выçăллă-тутăллă шкула чупатчĕ. Çулла кĕтÿ патĕнчен татăлаймарĕ, хĕллехи каçсенче çынсен ачисем пек улаха, клуба чупмарĕ, килте çăпата тăватчĕ. Çăпата сутса кĕнекесем туянатчĕ..."

Анатолий фронтра Салампин савнă тусĕпе, Валерий Семеновпа, пĕрле пулнă. Анчах та Валери тăван ялне таврăнайман, паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Ăна пĕр çÿллĕ ту тăррине пытарнă. Ун çумĕнче пулнă хутсене Анатолий Алмазов Валери амăшĕ патне ярса панă. Паттăр салтак Салампи çинчен тусĕ каласа панинчен лайăх пĕлнĕ, ун çинчен юрă та çырнă.

Салампи Алмазовпа ял хуçалăх институчĕн зоотехника уйрăмĕнче вĕреннĕ чух паллашать, Валери çинчен ыйтса пĕлет. Анатолийăн хăш-пĕр хусканăвĕсем Валерие аса илтереççĕ. "Пианиста сăнанă май Салампи чĕри кăртах сикрĕ: Алмазов хавхаланса Чайковский вальсне каланă хушăра куçĕ çине усăнса аннă çÿç пайăркине алăпа сирмерĕ, пуçне вĕлт сулса илсе, вăрăм çÿçне каялла вырттарчĕ, - Валери купăс каланă чухне шăпах çапла тăватчĕ".

Çак пултаруллă композитора Салампи юратса пăрахать. Алмазов юрăсем, оперăсем çырать, консерваторире вĕренет. Унпа кашни тĕл пулмассерен Салампи хăйне илĕртÿллĕ те ырă тĕлĕкри пек туять, савнă тусĕн кашни сăмахне чĕре патне илет, ăна чи таса та çепĕç туйăмпа юратать. Анчах та, Салампин телейлĕн те савăнăçлăн тапакан чĕрине инкек, асап капланса тулать. Салампи юратса пурăнакан çын урăх хĕрпе, çăмăлттай шухăшлă та вĕçкĕн Муза Любимовăпа çыхланса каять. Муза Салампие кĕвĕçсе, ун çинчен элек сарса Анатолие хăй аллине çавăрса илет. Алмазовĕ варанимĕн шутласа пăхмасăрах, çут тĕнчере хăйне чунтан савакан чипер хĕр пурри çинчен манса кайса вăхăтлăх киленÿ авăрне кĕрсе ÿкет. Вăл çакăн пек хăтланни мана пĕрре те килĕшмест.

Ман шутпа, таса кăмăл-сипетлĕ хĕре тĕл пулнăшăн, çав хĕр ăна сивлеменшĕн Алмазовăн савăнса тăмалла, ăна кÿрентерме те вăтанмалла пек. Çук çав. Ăслă та илемлĕ Салампие вăл якăлти те кахал Музăпа улăштарма та именмест. "Алмазов Музăна хултан çавăтса пырать. Акă вăл хĕре тем кулăшла сăмах каларĕ пулас - Муза урама янăратса кулса ячĕ. Çав кулă Салампи чĕринче çĕрлехи вăрманта тиха кĕçеннĕ пекех янăраса кайрĕ, хĕрĕн кÿтсе çитнĕ чун-чĕрине вăйлă ток евĕр пырса çапрĕ..."

Салампи, паллах, çирĕп кăмăллăскер, каччă хыççăн чупмасть, йăлăнмасть, ÿпкелешмест, чунне хытарса чăтать. "Салампи пек юратма пĕлен хĕр чĕри çакнашкал йывăр вăхăтра мĕн тÿссе ирттернине кам калама пултартăр?"

Алмазов вара Салампипе курса калаçма, унăн шухăш-кăмăлне пĕлме, Муза "элекĕсене" тÿрре кăларма шутламасть те. Çак вăхăтра вăл мана çемçешке те нишлĕ чунлă, суккăр та ăссăр çын пекех туйăнать. Манăн ăна ятлас, вăрçас, каласа ăнлантарас, "куçне уçас", хăй мĕн хăтланнине пуçĕпе шухăшлаттарса пăхтарас килет. Хастар чун-чĕреллĕ салтак ун пек пулмалла мар пек. Ăслă-тăнлă каччă хăйне юратакан хĕрпе ун пек хăтланмалла мар пек.

Пĕчĕк Валерике илсе хуларан яла куçса кайнă Салампи Алмазовăн вылянчăк кăмăлĕпе киревсĕр хăтланăвĕ çинчен шухăшласа нумай асапланать. "Питĕ çирĕп çын пек, вăйлă та тÿрĕ чунлă пек туйăнатчĕ ăна Алмазов. "Я хочу схватить судьбу за горло!" - терĕ вăл пĕррехинче вырăсла, Бетховен сăмахĕсене аса илсе* Анатолий консерваторирен лайăх вĕренсе тухасса, пур йывăрлăха - чăрмава çĕнтерессе Салампи чун-чĕререн ĕненсе, шанса тăратчĕ.

Яланах ĕçлекен, вĕренекен, кĕрешекен çын пек туйăнатчĕ ăна Алмазов. Анчах мĕншĕн вăл, пурнăçра вут чулĕ пек çирĕп курăнаканскер, юратура çапла пулмарĕ, мĕншĕн хăвăртах Муза майлă çаврăнса ÿкрĕ? Муза йышши ăс вылятакан, çăмăл шухăшлă хĕрсене нихçан та ăнланман пекчĕ-çке вăл?"

Салампи хăйĕн хуйхине никама та пĕлтермест, пĕчченех вăрттăн асапланать, çынсемпе çавах ăшшăн кулкаласа калаçма тăрăшать. Мĕн тăвăн ĕнтĕ? Салампи ăшĕнче вут çунать, тĕтĕмĕ тухни курăнмасть. Вутне вара Алмазов чĕртсе янă - пĕрле çунма хăйĕн вăй-халĕпе чун-чĕре çирĕплĕхĕ çитмен.

Хăйĕн йăнăшне ăнлананçи туса, Музăна итленĕшĕн ÿкĕненçи пулса Алмазов Салампи патне çыру çырса ярать. Анчах ку çыру та лăплантараймасть Салампие - çырури сăмахсене ытахальтенçеç çырнă пек туйăнать. Хĕрĕн чунне йăпатмалли, кăмăлне çавăрмалли сăмахсем тупайман-ши вара вăл?

Районти ялсем тăрăх чăваш юррисене çырса çÿренĕ чух çамрăк композитор Çемен Саланов патне кĕрет. Çемен ăна: "Салампи халĕ те сан сăнна усрать", - тесенех Алмазов йĕлтĕр çине тăрать те сивĕ çанталăка пăхмасăрах Саламписен ялне вĕçтерет. Икĕ çамрăк тĕл пулаççĕ, анчах та вĕсен калаçăвĕ сыпăнмасть, кашниех хăйĕн шухăшĕпе асапланать. Калас сăмахĕсене калаймасăрах уйрăлаççĕ вĕсем.

Алмазов, Салампи хăйне юратнине, ăна асран кăларманнине сисет-пĕлет пулсан та, ун валли çепĕç сăмахсем тупаймасть. "Алмазов кайнине курса, Салампи ним чĕнейми пулса тăчĕ: ăна çак самантра хăйĕнчен таçти чăваш ачи мар, пурнăçра ăнсăртран тĕл пулса паллашнă каччă та мар, хăйĕн çамрăклăхĕ, юратăвĕ, телейĕ ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăн туйăнчĕ".

Салампи йĕлтĕр йĕрĕпе Толя хыççăн чупать. Юлашкинчен, халтан кайса ÿкет те хурланса макăрса ярать.

Мăн кăмăллă Алмазов каялла çаврăнса та пăхмасть. Çак тĕл пулу хыççăн те аса илет вăл Салампие, те аса илмест - Салампи вара, иккĕленет пулин те, шанчăкне çухатмасть. Çамрăк хĕр хăйĕн таса юратăвне упраса пурăннă вăхăтра Алмазов Музăпа киленет. Хĕллехи каникул вăхăтĕнче çав пушă чунлă хĕрпе Атăл леш енне йĕлтĕрпе ярăнма кайсан урине хуçать те уйăха яхăн больницăра выртать. Ун хыççăн консерваторие каймасть, хуларах юлать. "Музăна пĕрмай театра, филармоние илсе кайма, тĕрлĕрен парнесем илсе пама укçа кирлĕрен Алмазов хулари вечерсене аккордеонпа çÿреме пуçларĕ". Талантлă композитор хăйĕн шанăçне тÿрре кăларма пăрахать: унăн çĕнĕ юррисене тиркесе йышăнаççĕ, композиторсен пухăвĕнче ятласа та илеççĕ.

"Намăс! Намăс! Мĕнле-ха вăл, чăваш ачи, тахçан çăпатапа, кăвак йĕмпе çÿресе, серте-пултăран яшки çисе ÿснĕскер, тахăш самантра çапла мăнкăмăлланса, вĕçкĕнленсе, вирьяловланса кайрĕ? Ытла хăвăрт укçа илме пуçлани те, тăрăшса ĕçлеме, вĕренме пăрахни те, йăпăлти этемсем виçерен тухса мухтанипе йăпанни те, аслăрах юлташсен, туссен тÿрĕ сăмахне хăлхана чикмесĕр хăйпе хăй киленни те - йăлтах пĕр çĕре пухăнса, талантлă çынна тĕрĕс çултан пăрса ячĕç... Алмазов, çынсенчен канаш ыйтса куçран ÿкесрен именекенскер, ним тума пĕлмесĕр Çĕпĕре тухса кайрĕ..."

Алмазов хăйĕн çамрăк вăхăтне усăсăр ирттерни, хăйне хăй алла илеймесĕр иртĕхтерсе яни мана та килĕшмест. Салампи савнийĕ пулнăран-ши, Алмазова яланах çирĕп кăмăллă, шанчăклă, тăрăшуллă, кăмăллă çын пек курас килет.

Икĕ çул тăван кĕтесрен аякра ĕçлесе пурăнать Алмазов. Çав вăхăтра нумай шухăшлать, халиччен тунă йăнăш утăмĕсене тишкерет, хăйĕн туйăмĕсене виçелесе тĕрĕслесе пăхать. Хăйне "хур кăтартнă" Музăна вăл халь курасшăн та мар. Салампие вара асĕнчен кăлармасть. Тăван çĕртен инçетре пурăнни уншăн усса кайнă пек туйăнать. "Аташрăм - çитет. Куçăм уçăлчĕ. Алтайра пĕр пысăк производствăра хор кружокне ертсе пытăм. Чăвашсем те пурччĕ. Тĕлĕнмелле ырă çынсемпе паллашса туслашрăм. Нумай çĕнĕ юрă çырса килтĕм. Çĕпĕрти чăвашсен юррисем питĕ килĕшрĕç, хăш-пĕрне оперăна кĕртетĕп. Оперăна çырса пĕтерме ĕмĕтленетĕп. Анчах пĕлÿ çителĕксĕртерех пек, чылай вĕренес пулать, юлташсенчен юлса кайрăм..."

Хусана консерваторие тухса кайиччен Алмазов Анна Ивановнăпа тата Анна Матвеевнăпа курса калаçать. Тăван хулари вырăнсем ăна Салампие аса илтереççĕ. Юлашкинчен чăтаймасть каччă, ĕмĕтре тытнă хĕрĕ патне çыру çырса ярать.

Çырăва илсен "Салампин пит-куçĕ тĕлĕнмелле çуталса, чиперленсе кайрĕ* тути кулать, куçĕсенчен -çутă куççулĕ çыру çине шăпăртатса тумлать. Çырăвĕ питĕ кĕске. Салампи ăна пĕрре вуласах ăнланчĕ ĕнтĕ, анчах вăл пуçне çĕклемесĕр, татах, татах, çине-çине вулать..."

Салампи чунтан кĕтсе пурăннă çынни патне çийĕнчех телеграмма ярать.

Икĕ савни ватă хурама айĕнче тĕл пулаççĕ... Миçе çул тĕрĕслерĕç вĕсем пĕр-пĕрне. Миçе çул ăнтăлчĕç вĕсем пĕр-пĕрин патне. Мĕн чухлĕ асап, хуйхă, тарăху, кÿренÿ, кĕвĕçÿ пулчĕ вĕсен пурнăçĕнче. Йăлтах чăтса ирттерчĕç вĕсем. Малашне тата мĕн кĕтет-ши çак икĕ çамрăка? Телейлĕ пулайĕç-ши вĕсем? Алмазов консерваторирен вĕренсе тухсан каялла Алтая кайма ĕмĕтленет. Салампи ялта ĕçлет, вăл ватă амăшне пĕччен пăрахса хăварас çук.

Соседние файлы в предмете [НЕСОРТИРОВАННОЕ]